Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн яла пырса кĕрсен,
Калла тухма пĕлĕр-и?
Çутă аслă урамĕсен
Вĕçне тухса пĕтĕр-и?
 
Çак йĕркесем Ю.Скворцов сăвăçпа А.Токарев композитор хатĕрленĕ «Пирĕн яла пырса кĕрсен» юрăран. «Шăпăрлан» куннехинче Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен шкулĕнче 4,5,6-мĕш классенче вĕренекен-семпе тĕл пулчĕ. Шăпăрлансем «Канаш» хаçат журналисчĕ пынă çĕре тĕплĕн хатĕрленнĕ. Вĕсем «Анат Тимĕрçен – нихçан тухмастăн чĕререн» темăпа иртнĕ тĕлпулура хăйсен тăван ялĕ çинчен хавхаланса, мăнаçланса, мухтанса каласа пачĕç. Çамрăк ӳкерӳçĕсем тăван кĕтесĕ çинчен ӳкерчĕксем те маçтăрланă. Чăнах та, юрăри пек, ачасен çирĕплетĕвĕнчен Анат Тимĕрçене пырса кĕрсен калла тухма пĕлмелле мар, çутă та аслă урамĕсен вĕçне тухса пĕтме те йывăр.
Вуласа пăхар-ха эппин шăпăрлансен хăш-пĕр ĕçĕсене, шкул художникĕсен ĕçĕсемпе паллашар.
Максим АВАСЕВ,
4-мĕш класс.
Ялăм пысăк та илемлĕ. Урамĕсем сарлака та тирпейлĕ.
Ял варринче – шкул, чиркӳ, лавккасем. Вĕçĕнче – выльăх ферми тата пульница.
Çулла аттепе ял çумĕнчех вырнаçнă кӳлĕ хĕррине çӳреме юрататăп. Ун хĕрринче хăях, çӳллĕ хăмăш, чечексем ӳсеççĕ. Тăп-тăрă шывра пулăсем ишнине сăнама пулать. Мĕн тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк çук пулĕ кӳлĕ таврашĕнче!
Юрататăп ялăма. Унăн уçă сывлăшĕпе сывлатăп, илемлĕхĕпе киленетĕп. Шкултан вĕренсе тухсан ниçта та каймăп, механизатор пулса тыр-пул çитĕнтерĕп.
 
Юлия НАДИВАНОВА,
5-мĕш класс.
Эпĕ Анат Тимĕрçентех çуралнă, ӳсетĕп, пурăнатăп.
Ял урлă илемлĕ юхан шыв юхса выртать.
Пирĕн тăрăхра илемлĕ вырăнсем нумай: чиркӳ, шкул, ача сачĕ, лавккасем, почта, музей…
Çуллахи вăхăтра ял йĕри-тавра вырнаçнă сип-симĕс уй-хирсем çине пăхса тăранма çук. Хĕлле вĕсем шурă кавирпе витĕнеççĕ. Нихăçан та манассăм çук хам çуралнă ялăма.
 
Мария АЛЁШКИНА,
6-мĕш класс.
Ял илемĕ – ун варрипе юхса выртакан Тимирсянка. Çыранĕсем хĕрринче тĕрлĕ йывăçсем кашлаççĕ, шывра хур-кăвакал чăмпăлтатать.
Ял çыннисене сипленмешкĕн - пульница, çамрăк ăрушăн пĕлӳ тĕнчи – шкул, пепкесемшĕн – ача сачĕ, таврапĕлӳçĕсем валли – музей, суту-илӳ тума – лавккасем пур.
Ял çумĕнчех улма-çырла сачĕ вырнаçнă. Посадкăсенче кăмпа нумай.
Тăван ялăмра аттепе анне пурăнаççĕ. Эпĕ те унăн пĕр пайĕ.
 
Игорь КАРАСЁВ,
7-мĕш класс.
Ял ячĕ «тимĕрçĕ» сăмахран пулса кайнă теççĕ. Ватăсем каласа панă тăрăх яла Няга ятлă чăваш пуçласа янă.
Ял музейĕнче ун çинчен çапла çырнине тупса вулама вулать: «Няга виççĕмĕш Иван патша çарĕнче хĕсметре пулнă. Вăл унтан тарнă та чăвашсем пурăнакан Шумерля хулине çул тытнă. Анчах хулана монгол-тутарсем çавăрса илнĕ пулнă. Вĕсем чăваш çĕрĕсене туртса илнĕ: çунтарнă, çаратнă… Çакна Няга чăтма пултарайман. Вăл тата темиçе чăваш Атăл тăрăх аннă та пĕр çеçен хирти пĕчĕк юхан шыв хĕррине чарăннă. Кунта вĕсем тĕпленнĕ. Няга пултаруллă тимĕрçĕ пулнă. Чи малтан ялта тимĕрçĕ ĕçлеме тытăннă. Иртен-çӳренсем кунта лашисене таканлама чарăннă. Ку вăл 1470-мĕш çулсенче пулнă. Каярахпа кунта ял пулса кайнă. Ял ӳссех пынă. 18-мĕш ĕмĕрте вара пысăк ял икĕ пая пайланнă. Вĕсенчен пĕри – Анат Тимĕрçен пулса тăнă.
1920 çулта продразвёрстка хирĕç пăлхану пулса иртнĕ. Ăна пилĕк кунта пусарнă.
Пирĕн Ялта чăваш поэтесси Ваççа Аниççи пурăннă. Ялтан нумай-нумай сумлă çынсем тухнă..
Анат Тимĕрçен мана питĕ килĕшет. Эпĕ ăна нихçан та чĕремрен кăлармăп.
 
Анна АЛЯКИНА,
6-мĕш класс.
Тăван çĕршыв – эс ман чунра!
Тăван çĕршыв – эс ман юнра!
Тăван çĕршыв – эс умăмра!
Тăван çĕршыв – эс юррăмра!
Тăван çĕршыв вăл – атте-анне, çуралнă кил, тăван ял, шкул, вăрмансемпе уй-хирсем…
Тăван çĕршывран хакли çук тени питĕ вырăнлă. Апла пулсан тăван ялтан хакли нимĕн те çук. Тăван ялпа тăван кил яланах чĕрере упранмалла.
Эпĕ хамăн тăван ялсăр – Анат Тимĕрçенсĕр – пурăнаймастăп.
Апла пулсан:
Упрансам эс ĕмĕрлĕхех
Ентешсен ăс-пуçĕнче
Савнă Анат Тимĕрçенĕм
Тимирсянка хĕрринче.
Ольга ЯРОВОВА,
6-мĕш класс.
Анат Тимĕрçен маншăн – Тăван çĕршыв. Ялăмра, ун таврашĕнче мĕн пурри – хăйнеевĕр илемлĕх тата пуянлăх. Кĕркунне-и, çуркунне-и, çулла-и, хĕлле-и – Анат Тимĕрçен маншăн халапри асамлăх. Хам çуралнă тавралăх, эп вĕренекен шкул, атте-анне килĕ … - нимĕнпе танлаштарма май çук чун пуянлăхĕ.
Юрататăп хамăн ялăма!
 
Андрей Адамов, Виктор Козлов, Станислав Нефёдов, Максим Марьин, Кирилл Теби, Ольга Ятманова, Татьяна Архандеева, Станислав Ярускин, Семён Козлов, Вадим Теби, Максим Еливанов, Наташа Стюкова, Екатерина Козлова çамрăк художниксем тăван ялĕ çинчен ӳкерчĕксемпе каласа пачĕç. Мария Алёшкинапа Ольга Яровова вара хайлавĕсене хăйсем маçтăрланă ӳкерчĕксемпе çирĕплетрĕç. Маттур, ачасем!
Тĕлпулăва Анат Тимĕрçенте пурăнакан хастар таврапĕлӳçĕ Иван Моисеевич Кирпичников хутшăнса сăмах илчĕ, шăпăрлансене тăван тавралăха, яла тĕпчеме, юратма сĕнчĕ.
Паллах, тĕлпулура «Канаш» хаçата çырăнса илесси çинчен те калаçу пулчĕ.
«Анат Тимĕрçен – нихçан тухмастăн чĕререн» çавра сĕтеле йĕркелеме пулăш-нăшăн шкул директорне – Юрий Александрович Аппанова, чăваш чĕлхипе литература вĕрентӳçине – Светлана Валерьяновна Телеевана чун-чĕререн тав тăватăп.
 
: 1805, Хаçат: 43 (1135), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: