Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен Иван Яковлев ячĕлĕ çутĕç обществи тата «Туслăх» библиотека йĕркеленипе хулари 17-мĕш наци вулавăшĕнче Аслă Вĕрентекенĕмĕре халалланă «Яковлев вулавĕсем» иртрĕç.
Унта регионти паллă чăваш таврапĕлӳçисем (Василий Селендеев, Иван Кирпичников, Николай Казаков, Николай Кирюшин), культурăпа вĕренӳ тата архив ĕçченĕсем (Валентина Тарават, Станислав Толстов, Галина Никитина, Роза Макарова), кĕпĕрнаттăр тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Сергей Морозовăн канашлуçи Владимир Сваев, хăнасем (Зинаида Кустова, Николай Салифанов) хутшăнчĕç. Ульяновскри 55-мĕш вăтам шкул тата 30-мĕш гимнази вĕрентекенĕсем Светлана Марышевапа Галина Прилучных çавра сĕтеле 5 тата 8-мĕш классенче ăс пухакан чăваш ачисене ертсе килнĕ.
Ĕçлĕ тĕлпулăва вырăнти чăвашсен çутĕç обществин ертӳçи Алексей Мордовкин уçрĕ. Вăл чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев пурнăçĕ-пе ĕçĕ-хĕлĕнчи паллăрах пулăмсем çинче чарăнса тăчĕ. Иван Яковлевич умĕнче çĕре çитиччен пуç тайнине пĕлтерчĕ.
- Иван Яковлев пуçарнă ĕç паян та пурăнать. Ку енĕпе пирĕн библиотека нумай-мĕн тăвать.Чăваш алфавичĕн никĕслевçи, Чăваш шкулне уçнă Вĕрентекенĕмĕр çинчен çырнă кĕнекесем пирĕн фондра нумай. Эпир кашнинех кирлĕ литературăпа тивĕçтерме тăрăшатпăр, - терĕ наци вулавăшĕн ертсе пыракан библиографĕ Ольга Алькина.
Ульяновск облаçĕнчи патшалăх архивĕн пай пуçлăхĕ Роза Макарова паян çитĕнекен çамрăк ăру Иван Яковлев çинчен пĕлтĕр тесе хамăрăн архивра упранакан, патриархпа çыхăннă материалсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ, ыйтусене хуравларĕ.
- Апрелĕн 16-25-мĕшĕсенче облаçра паллă ентешсен историлле еткерлĕхĕн кунĕсем иртрĕç. Пирĕн архив çак вăхăт тĕлне Николай Карамзинпа (пуçласа Раççей историне çырнă ăсчах тата çыравçă çуралнăранпа кăçал 250 çул çитет), Иван Яковлевпа (вĕрентӳçĕ, миссионер, куçаруçă...), облаçа чапа кăларнă тата ытти çынсемпе çыхăннă материалсем нумай хатĕрленĕччĕ, - терĕ Роза Владимировна.
Аслă Нагаткинран килнĕ сăвăç тата çыравçă Валентина Тарават библиотекăна хăйĕн çĕнĕ кĕнекисене парнелерĕ, илемлĕ сăввисене вуларĕ. Унтăрта пурăнакан таврапĕлӳçĕ Зинаида Кустова Раççейри тата Ульяновск облаçĕнчи хĕрарăм сăвăçсен хайлавĕ-сене пăхмасăр каларĕ, çавра сĕтел ĕçĕ кăмăлне кайнине пĕлтерчĕ.
Килнисене уйрăмах 30-мĕш гимназире чăваш чĕлхипе кружок ĕçне илсе пыракан Галина Прилучных хатĕ-рленĕ хăтлав кăсăклантарчĕ. Хăйĕн çăмăл мар ĕçĕнче Галина Николаевна виçĕ тĕслĕ культурăпа усă курнине пĕлтерчĕ.
«Ачасем тăван чĕлхене ăса хывччăр тесе хамăн пĕлĕве туптама тăрăшатăп: таврапĕлӳ материалĕсене пуçтаратăп, чăваш культурипе тата йăли-йĕркипе çыхăннă кĕнекесене, сăмахлăхне тĕпчетĕп, облаçра, Раççейре йĕркелекен чăваш мероприятийĕсене хутшăнма тăрăшатăп, чĕлхене çемьепе таччăн çыхăнтарса вĕрентме ăнтăлатăп. Пирĕн гимназире тĕрлĕ наци ачисене пĕр çыхха пухакан «Асамат кĕперĕ» пĕрлешӳ пур». Ачасем хăйсен çитĕнĕвĕсемшĕн тĕрлĕ йышши Тав хучĕсене, грамотăсене çĕнсе илеççĕ. Ачасемпе ĕçлени, ман шутпа, Яковлев ĕçне малалла тăсниех пулать, - терĕ вĕрентӳçĕ.
С.А.Марышева паян 55-мĕш шкулта 5-мĕш класра И.Я.Яковлевăн пĕрремĕш вĕренекенĕн А.В. Рекеевăн (каярах хăй те пултаруллă учитель пулса тăнă) класĕнче ăс пухнă ачан кĕçĕн мăнукĕ чăваш чĕлхине вĕреннине пĕлтерчĕ.
Паллă çулçӳревçĕн Николай Кирюшинăн пуян та интереслĕ куравĕ умĕнче ачасем те, аслисем те нумайччен тытăнса тăчĕç. Кашни сăмахĕнчех Николай Николаевич чăваш халăхĕн историне аван пĕлни, ĕлĕк-авал пирĕн несĕлĕмĕрсем çӳренĕ, пурăннă вырăнсенче пулса палăксене хăй куçĕпе курни палăрчĕ.
Николай Казаков тĕлпулăва пушă алăпа килмен – вăл пурне те Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ӳнер академийĕ кăларнă чăваш календарьне, чăваш хаçат-журналне парнелерĕ.
 
: 241, Хаçат: 17 (1366), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: