Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ĕлĕк-авал чăвашсем Çĕнĕ çула çурхи хĕвел çӳле хăпарса çитсен уявланă. Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунне Мăнкун тенĕ.
Вăл Хĕвеле хисепленипе çыхăннă. Çав кун ирхине мĕнпур ача ял хĕррине Çĕнĕ çул хĕвелне кĕтсе илме пухăннă. Ватă çын та йышлă пулнă. Çак вăхăтра ачасене тырăпа тата хăмлапа сапнă, пĕчĕкскерсем сывă та ăслă çитĕнччĕр тенĕ. Шăпăрлансем çулталăкĕпех чирлес мар тесе çĕр çинче йăваланнă. Çакăн хыççăн вĕтĕр-шакăр яла таврăннă. Вĕсене аслисем кĕтсе илнĕ, пылак çимĕçпе, йăвапа тата хĕретнĕ çăмартапа хăналанă. Пӳрте чи малтан хĕрачасен кĕмелле пулнă. Çапла тусан кил хуçисен ĕнисем тына çеç пăруланă, сурăхĕсем путексем çеç туса панă имĕш. Чи малтан кĕрекен хĕрачана минтер çине лартнă. Ăна шăп ларма хушнă. Пусма ларакан чăхă та хăйĕн çăмартисем çинче шăп ларасса, нумай чĕп кăларасса шаннă. Ватăсем ачасене хĕвел çинчен хывнă юмах-халап каласа панă. Унтан кунĕпех чуччу ярăннă, тĕрлĕ вăйă вылянă. Çăмартапа вылясси уйрăмах хисепре пулнă. Выляса илнĕ çăмартана çураки умĕн ана çине чавса хунă. Мăнкунра чăвашсем тăван-хурăнташ патне рете çӳренĕ, тепĕр кунхине ваттисене асăннă, çурта çутса кĕлĕ вуланă: «Паян çак яшка-çăкăра сирĕншĕн пĕçернĕ, пурсăрăн та тутă çӳремелле пултăр. Кил-йыша, выльăх-чĕрлĕхе сыхлăр, тĕрĕс-тĕкел усрăр, пил тăвăр. Эпир сире асăнатпăр, эсир пире ан асăнăр, пире вăхăт çитмесĕр ан кĕтĕр. Умăрсенче сĕт тулли пултăр. Пĕр турам – пин турам, пĕр çăк – пин çăк пултăр.
Турăпа пӳлĕхрен çичĕ тĕслĕ тыр-пула çичĕ кĕлет тытмалăхне, виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхе виçĕ карта тытмалăхне, ывăл-хĕрсене ырлăх-сывлăх памалăхне тархасласа ыйтатпăр. Мăнкун ырлăхĕсем çулталăк тăршшĕпе пыччăр. Пурнăç яланах Мăнкунри пек тулăх та савăк тăтăр».
Ваттисене асăнса кĕрсен çакăн пек юрăсем шăрантарнă.
 
Çутçанталăк пичĕпе
Ăшă енне çаврăнчĕ.
Вăхăт тараси çинче
Кун çаврăна пуçларĕ.
 
Чăваш йăли-йĕркисем
Çутçанталăк йĕркипе
Кĕвĕленсе пыраççĕ,
Черетленсе килеççĕ.
 
Калăм эрни – каялла,
Мăнкун эрни – малалла.
Кун тăршшĕпе çĕр тăршшĕ
Акă часах танлашĕ.
 
Мăнкун, Мăнкун, Аслă кун
Пуриншĕн те савăк кун.
Сĕм авалхи чăвашсен
Çĕнĕ çулĕ вăл, пĕлсем.
 
Мăнкуна уявласси
Ĕлĕк-авалах пулнă.
Хĕвеле чыс тăвасси
Кашни çын тивĕçĕ пулнă.
 
Ача-пăча ир-ирех
Хĕвеле чĕнсе илме
Тантăшĕсемпе пĕрле
Ту çине чупнă тӳрех.
 
Чăх çăмарти - çаврака,
Хĕвеле асилтерет.
Сĕтел хушши – сарлака,
Пурне те вырăн çитет.
 
Тăвансене сăйлани
Ыр кăмăла пĕлтерет.
Пурте пĕрле пурăнни
Туслине-çке систерет.
 
Тух, тух, хĕвел, тух, хĕвел,
Кăвак пĕлĕте тух, хĕвел.
Шăнкăр уяр ту, хĕвел.
Ачу-пăчу шăнса кайрĕ.
 
Аслăк çине илсе хур,
Çине витти витсе яр,
Хĕрлĕ кĕпе тăхăнтар,
Хĕрлĕ тутăр çырса яр.
 
Пылпа кулач сĕрсе пар,
Алла хĕрлĕ матяк пар,
Хĕрли – сана, шурри – мана,
Ытти пурте – Мăнкуна!
Çапла ĕлĕк чăвашсем Мăнкуна юнкун пуçланă та пĕр эрне уявланă. Вырăс тĕнĕ сарăлма пуçласан вара чăваш Мăнкунĕ христиансен Пасхипе пĕр килме пуçланă, вырсарникун ирттерме тытăннă.
 
: 226, Хаçат: 17 (1366), Категори: Йăла-йĕрке

Комментарисем:

Alexavier (2016-06-30 11:10:41):
Yesterday she ate half an appleĕ HALFĕ ANĕ APPLE! It was leftover from the apple pancake concoction the other dayĕ Why didn’/t she eat it the other day while the pancake cooked. Soososoososssososo weirdĔ she isĕ

Liberty (2016-07-02 08:44:44):
If you're reading thisĔ you're all setĔ padnrer! http,ӲӲoglluklaĕcom [urlçhttp,ӲӲccoihoqĕ com]ccoihoq[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲaxizhuu iwĕcom]axizhuuiw[Ӳlink]

Capatin (2016-07-02 14:35:36):
Hey hey heyĔ take a gaendr<Ӳa> at what' you've done

Xantara (2016-07-04 20:47:25):
A bit sueiprsrd it seems to simple and yet usefulĕ http,ӲӲtarvnatcxĕco m [urlçhttp,ӲӲzgwnqrry ylĕcom]zgwnqrryyl[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲknntfct aoĕcom]knntfctao[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: