Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçат пире, вулакансене, тĕрлĕ калавсемпе савăнтарсах тăрать. Çав вăхăтрах тарăн шухăшлă та ăслă калавсем тыткăна илеççĕ, шухăша яраççĕ.
Нина Еграшкинан «Ăçта каян, Чĕкеç/» калавĕ нумай çыннăн куçне уçмалли «эмел». Пирĕн пурнăçра пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнма çемьере кăна мар, çемье тулашĕнче те çителĕксĕрленсе пынă пек туйăнать.
Кун пек калавсене (эпĕ ăна пурнăç романĕ тесе калăттăм) совет влаçĕ чухне кăсăкланса вуланă тата пĕр-пĕ-рне вулама сĕннĕ. Мĕн те пулин вуласа тухсан пĕр-пĕрне ăмăртмалла каласа панă, пĕри тепринчен лайăхрах та ытарлăрах сăнарлама тăрăшнă. Шел, хальхи саманара кĕнеке вуласа тухса пĕр-пĕринпе калаçса ларнине, сӳтсе явнине илтмен. Çав вăхăтрах телевизорпа курнă сериалсем çинчен калаçни хăлхана кĕркелет.
Çирĕп те туслă çемье пурнăçра пĕрремĕш вырăнта пулмаллине пурте пĕлеççĕ, анчах та ку кăтартусене тĕпе хывма пурин те çирĕп кăмăл çитеймест. Нина Еграшкина калавĕнче те ку пулăмсем лайăх курăнаççĕ.
Чĕкеçĕн кинне Ольăна (Ванюш арăмне) никам та ятарласа кун пек начар моральпе пурăнма вĕрентмен ĕнтĕ. Анчах та Чĕкеç ачине Ванюша хисеплесе, юратса качча кайрăн пулсан мĕншĕн-ха унăн амăшĕ, Чĕкеç, кинĕшĕн начар/
Темĕнтепĕр каласа вăрçни, килĕ-нчен тухса кайма хистесе кăшкăрашни, Чĕкеçĕн ĕçне вырăна хуманни, кĕреçе аврипе çапса алă-урине амантни, çемье туслăхне аркатни чуна ыраттарать.
Вĕçенкайăксем хăйсен пурнăçне нумай чухне сывлăшра ирттереççĕ. Çын вара çемье çавăрса, ача-пăча ӳстерсе çын çине кăларать те мĕн ватăлса виличченех мăнукĕсемпе савăнса пурăнать. Пур чухне те çапла-ши/ Авă Чĕкеç аккан пурнăç çулĕ такăр пулманни ăна амантать, хурлантарать, пурăнас вăхăта каялла туртать. Чĕкеç аккан кун-çулĕ, пурнăçĕнчи йывăр самантсем чĕрене ыраттараççĕ. Ку пирĕн пурнăç вĕт.
Чĕкеçĕн кинĕ Оля малтан киревсĕр ĕçсем тăвать. Кайран Чĕкеçĕн тупăкĕ умĕнче тăнă чух унран ӳкĕнсе каçару ыйтма пĕлейрĕ-ши/ Хăйĕн пурнăçĕ-нче малашне мĕн курассине туяйрĕ-ши/ Мĕнлерех килсе тухĕ-ши хăйĕн ӳснĕ ывăлĕн арăмĕпе (кинĕпе) иккĕшĕн хушшинчи пурнăçĕ/ Кунтан тата пысăк калав пулма пултарать.
Нина Еграшкинан пултарулăхĕ питĕ туйăмлă, тен, малалли те пулĕ-ха.
 
Чăнлă районĕ,
Чăвашкасси ялĕ.
 
: 511, Хаçат: 17 (1366), Категори: ахрам

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: