Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 11-16-мĕш номерсенче.)
 
Валя, ларса пынă май, йĕри-тавраналла пăхса пычĕ. Çул айккипе таçта çити ем-ешĕл уй сарăлса выртать. Кăçал ытла та ир çитĕнсе кайрĕç ыраш калчисем! Пĕлтĕр шăтмасăр юлнисем те кăçал шăтаççĕ. Кăнтăрлахи хĕвелĕн ылтăн ука пек пайăркисем ачаш калчасене катаран кармашса çупăрлаççĕ. Ун пек чухне уй-хир тата илемлĕрех курăнать. Калчасем малтанхинчен ешĕлрех, паркарах пек туйăнаççĕ.
«Эх, тăван ялăм, Раккасси, вăрçă вăхăтĕнче те самай улшăннă. Тен, ытла тунсăхланăран вăл тата илемлĕрех курăнать. Çук, тунсăхланăран кăна мар, эсĕ чăнах та маншăн кĕмĕлрен те, ылтăнран та хаклăрах», - шухăшласа пычĕ Валентин. Унăн пуçĕнче çиçĕм пек çиçсе илсе сăвă йĕркисем çуралчĕç.
 
Кĕмĕл-ши эс, Раккасси,
Ылтăн-ши эс, Раккасси,
Хĕртсе хĕвел пăхнă чухне
Ылтăн пуль эс, Раккасси.
 
Сала-ши эс, Раккасси,
Хула-ши эс, Раккасси,
Ялăмăрсем ӳснĕ чухне
Хула пуль эс, Раккасси.
 
Çеçке-ши эс, Раккасси,
Çырла-ши эс, Раккасси,
Садăмăрсем чечен чухне
Çеçке пуль эс, Раккасси.
 
Çăтмах-ши эс, Раккасси,
Юмах-ши эс, Раккасси,
Тус-тăванпа пĕрле чухне
Çăтмах пуль эс, Раккасси.
 
Сăвă-ши эс, Раккасси,
Кĕвĕ-ши эс, Раккасси,
Юррăмăрсем юхнă чухне
Юрă пуль эс, Раккасси.
 
... Хусанта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн редакторĕ Исаак Васильевич Скворцов 1944 çул пуçламăшĕнче суранланнă çамрăк фронтовика, поэта, корреспондента Павлă тăрăхĕнчи «Шуçăм» колхоза командировкăна ячĕ. Унти фермăра сурăхсем çухалма тытăннă иккен.
- Ак тамаша, ак тамаша! – кăшкăрсах каласа пама тытăнчĕ корреспондента сурăх ферминче ĕçлекен ватă. – Мĕн пулса тăчĕ ĕнтĕ! Мĕн куртăмăр/ Вунă çул фермăра ĕçлесе пĕр сурăх çухалман. Халĕ мĕн пулса тухрĕ/ Ху ачусене ачашласа çитĕнтернĕ пек ӳстер, ӳстер те – кашкăр кулли пулса тăр. Кашкăр тесен – шăм-шакă та, юн тумламĕ те хăварман вĕт-ха!
- Чăнах та, мĕнле пулса тухрĕ-ха/ Эсĕ халиччен инкек-мĕн пуласса çийĕнчех сисекенскер, хальхинче мĕнле асăрхайман/ - ыйтрĕ ватăран Валентин.
- Яланхи пекех, сурăхсене уçăлма картишне кăларса янăччĕ. Хай, каçхи апат валли утă, айĕсене сарма улăм кĕртес тесе вите умĕнче сенĕкпе аппаланса тăратăп. Таçтан вĕсен хисепне пĕлес шухăш çуралчĕ. Уçăлма кăларнă вăхăтрах шутласа пăхмалла пулнă иккен. Тĕрĕслерĕм те, вунă пуç сурăх çитмест. Чи пысăккисем. Мăнтăррисем. Председатель патне чупрăм. Инкек çинчен пĕлтертĕм. Вăл ман çине пăхса кăшкăрса пăрахрĕ. «Тĕрмере çĕртетĕп! - тет. – Ăçта пулнă эсĕ сурăхсем çухалнă вăхăтра/!»
- Лăплан-ха, хаклă çыннăм, эсĕ председателе лайăх пĕлетĕн-и/ - ыйтрĕ корреспондент.
- Вăл колхоза иккĕмĕш çул çеç ертсе пырать. Кӳршĕ районтан. Вырăс çынни. Пĕчченех, хваттерте пурăнать. Çемйине темшĕн илсе килмест/ Ăна ял çыннисем те юратсах каймаççĕ. Ĕçкелет. Хĕрарăмсене юратать. Хваттере янă тăлăх арăмпа çыхланса кайнă теççĕ.
- Чăваш хĕрарăмĕсем, çак йывăр та çĕршывшăн питĕ яваплă тапхăрта асса пурăнма пултараяççĕ-ши, тăванăм/ - ыйтрĕ ватăран Валентин.
- Марье, упăшкипе икĕ ывăлĕ вăрçăра пуçĕсене хунă хыççăн, ĕçке ерчĕ. Эрехпе иртĕхни мĕн патне илсе çитерни каламасăрах паллă.
- Юрĕ, тăванăм, мана председатель пурăнакан хваттере ертсе кай. Вăл паян ялта-и/
- Района кайнă терĕç. Ялан çапла, ăçта та пулин ĕçпе каятăп тесе тухса каять те ... Пĕр-икĕ куна çухалать. Мана хăвпа пĕрле илсе ан кай, ывăлăм. Ăçта пурăннине кăна кăтартăп.
Валентин председатель хваттерне çитнĕ çĕре Марье, чăнах та, пĕчченехчĕ. Ӳсĕр. Чĕлхи те аран-аран çаврăнать. Корреспондент ĕç-пуçа пĕччен майлаштарма çуккине ăнланса илсе кӳршĕсене чĕнсе илчĕ. Кӳнтеленсĕр юрамасть. Вĕсенчен пĕрне ял Советне чуптарчĕ. Совет влаçĕн çынни те кунта пулмалла. Çула май парти организацин секретарьне илсе килме хушрĕ. Ара, председатель – коммунист.
Марье пухăннисене хăй патне хваттере янă пуçлăх ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕр пытармасăр каласа пачĕ. Председатель сурăхсене çемйи пурăнакан ял çыннисене илсе килсе вăрлаттарнă. Пусса тирпейлесе пасарта суттарнă.
Каярахпа Яковлев корреспондент «Хĕрлĕ ялавра» çак ĕç çинчен пысăк статья çырса кăларчĕ. Милици тата тĕпчев органĕсем унăн статйине тĕпе хурса суд ĕçĕ пуçарса ячĕç. Председателе парти райкомне чĕнтерсе коммунист билетĕнчен хăтарчĕç. Суд вăрçă вăхăтне шута илсе çирĕм çула Çĕпĕре ăсатма йышăнчĕ.
Валентин Яковлев корреспондентăн ырă ячĕ, пархатарлă ĕçĕ пĕтĕм Атăл тăрăхĕнче сарăлчĕ. Хăюллă та никамран хăраман фронтовик корреспондент, çыравçă тата поэт республикăра ĕçлесе пурăнакан тӳресемпе пуçлăхсемшĕн «уяр кунти аслати» пулса тăчĕ.
Вăл 1944-1946 çулсенче Шупашкарта тĕпленсе Чăвашрадио сотрудникĕ пулса вăй хучĕ. Пĕтĕмĕшлех литература ĕçне кĕрсе ӳкрĕ. Чăвашсен чи паллă çыравçисемпе тата поэчĕсемпе тăванланса çырав ĕçĕн маçтăрлăхне анлăлатрĕ. Çак тапхăрта унăн пĕрремĕш калавĕсемпе сăввисем пичетленме тытăнчĕç. 1951 çулта Чăваш патшалăх издательствинче пĕрремĕш кĕнеки – «Çурхи кунсем» - кун çути курчĕ. Вăл сăввисемпе калавĕсенче вулакана колхозлă ял ĕçченĕсем патне – Шуршăла, Раккассине, нумай-нумай колхоза илсе çӳретрĕ. Анлă Атăл хĕрринчи шурă Шупашкарăн илемлĕ урамĕсемпе, унти чăннипех те хастар, ĕçчен те ырă кăмăллă çынсемпе паллаштарчĕ. Вĕсен пархатарлă ĕçĕсене, ытарайми сăнĕ-сене курса, хăй чĕринчен вĕçĕ-хĕррисĕр савса юратма чĕнекен, шухăш-кăмăла çĕклентерекен, чăн-чăн гражданла тата юратуллă лирика тапса тăракан манăçми сăва-юрă калăплама тытăнчĕ.
Валентин Яковлевăн ачаран пĕрле ӳснĕ юлташĕсем – Владимир Константиновпа Давид Шашкин – вăрçăран çĕнтерӳпе таврăнчĕç. Иккĕшĕн те кăкăр тулли орден тата медаль. Лявантти вăрçăран питĕ суранланса таврăнса парти шкулĕнчен вĕренсе тухрĕ. Колхоз председателĕнче, счетоводра, бухгалтерта вăй хучĕ. Вăл виçĕ ача ашшĕ.
Шупашкара кайнă аппăшĕ – Лисук – суту-илӳре ĕçлерĕ. Качча кайса çемье çавăрчĕ. Çемьере икĕ хĕр çитĕнет. Поэт малтанхи тапхăрта ун патĕнче пурăнчĕ.
Валентинăн кĕçĕн йăмăкĕ – Улька – Шупашкарта артисткăна вĕренчĕ. Анчах виçĕ уйăх вĕренсе пĕтереймесĕр, пĕрремĕш юратăвне çухатасран хăраса Раккассине таврăнчĕ. Хăй пекех питĕ илемлĕ те ĕçчен Кĕçтенкки Ахваниçне качча кайса çемье çавăрчĕ...
... Çак тапхăрта Тăхăрьял тăрăхĕнче вырнаçнă ялсенче çуралса ӳснĕ тата пĕлӳ илнĕ нумай яшпа хĕр Иван Яковлев уçнă Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче пĕлӳ илчĕç. Валентин Яковлев ку шкулта темиçе хутчен пулчĕ. Пĕррехинче...
Раккасси, Элшел... яшĕсем пурăнакан шкул общежитийĕн пĕр пӳлĕмĕнче чăваш поэзийĕн каçĕ ирттерме хатĕ-рленчĕç. Вĕренӳ çулĕ пуçланма тата çур уйăх пулин те, вĕренекенсем маларах пуçтарăнса шкула тĕрлĕ ĕçсенче пулăшма пуçтарăнаççĕ.
-Туссем, паян пирĕн шкула Валентин Урташ поэт килет. Вăл, хăвăрах пĕлетĕр, пирĕн ентеш, юлташ. Хăнана кĕтсе илсе кĕрекере сăйлама кăштах укçа кирлĕ.Тархасшăн, кам мĕн чухлĕ пама пултарать/ - ыйтрĕ Раккасси ачи Гурий Дмитриев.
- Мĕн калаçса тăмалла, кĕсйĕрсенчи укçăра кăларăр та сĕтел çине хурăр, - калаçăва хутшăнчĕ Элшел каччи Роман Чепунов.
- Апат-çимĕçне пĕрле кайса илĕпĕр, - терĕ Раккасси яшĕ Николай Антонов.
Туссем лавккана кайса çимелли туянчĕç. Сĕтел майларĕç. Чей вĕретрĕç. Поэзи каçне хĕрсене те чĕнчĕç.
Валентин Урташ та килсе çитрĕ. Пуринпе те виçĕ пӳрнеллĕ аллипе алă тытса тухрĕ. Кăштах хĕрĕнкĕ.
- Ырă каç пултăр, хамăрьялсем! – пуçларĕ калаçăвне поэт хулăн та чĕтресе тухакан сассипе. – Эпĕ Яковлев шкулĕнче пĕлӳ илекен ентешсемпе тĕл пулса калаçма чун-хавал туртăмĕпе килтĕм. Пурнăç мана хăй арманĕ витĕр кăларчĕ.
 
Ан шутлăр, нихçан та ан шутлăр
Пире вилĕм тивĕ тесе,
Пуç хунă эпир пурнăç шутлă,
Этем ырă куртăр тесе.
 
Эпир – вилмен,
Эпир – вилмен,
Аннемĕрсем,
Ĕненĕрсем,
Паттăр пулса,
Пуçне хурса,
Вилсен вилмеç ывăлăрсем.
Эпир – вилмен,
Эпир – вилмен.
 
Вилсе тепĕр пурнăç çуратнă, -
Вилсе юраттарнă мире.
Эпир çĕршыва çеç юратнă,
Çĕршыв та юратнă пире.
 
Ача çуралать-и, хула-и,
Ĕçхалăх тухать-и хире,
Хĕл кунĕ çитет-и, çулла-и –
Ăçта та ан манăр пире.
 
Хĕвел, çутă уйăх ан мантăр
Çĕре çулăмран çăлнине,
Этемлĕх çунмашкăн ан патăр
Эпир пурнăç панă çĕрне.
 
Ан шутлăр, нихçан та ан шутлăр
Пире вилĕм тивĕ тесе,
Пуç хунă пулсан пурăнасшăн
Эпир чĕрĕ юлнă вилсе.
 
Поэт пуçне сулнă май, хура çӳçĕ çамки çине анса кайсан виçĕ пӳрнипе каялла майлаштарса хурса пӳлĕме чĕтреттерсе янраттарчĕ. Вĕренекенсем ура çине тăрса тăвăллăн алă çупрĕç.
- Эсир пурте пĕр курсра вĕренетĕр-и/
- Кунта тĕрлĕ курссенче вĕренекенсем пуçтарăннă. Ытларахăшĕ Буденнăй районĕнчи ялсенчен тата Кашапа Кунтикавран, - ăнлантарчĕ Гурий.
- Ыйтусем пама пултаратăр, туссем...
- Харпăр пурнăçăр çинчен ыйтма юрать-и/ - терĕ Каша хĕрĕ Нина Алексеева.
- Мĕншĕн ан юратăр, манăн сиртен нимĕн пытармалли те çук.
Калăр-ха, Эсир авланнă-и/
- Авланнăччĕ. Гурийпа Николай улталама памĕç. Эпĕ халиччен никама та улталаса курман. Манăн пурнăç саккунĕ – тĕрĕслĕх. Çакăншăн, тӳрĕ-рен каланăран, юлташсен шучĕ чакса пырать, курайманнисен, кĕвĕçекенсен шучĕ - ӳссе нумайланать. Маруçпа пурăнма тесех яла таврăнтăмăр. Вăл Элшелĕнче учительницăра ĕçлерĕ. Сĕре маттурскерччĕ. Пирĕн çемьере Анюк çуралчĕ. Раккассинче нумай пурăнаймарăмăр. Малтанхи савнийĕ, офицер, ун хыççăн килчĕ те – Маруç унпа тухса кайрĕ. Иккĕмĕш мăшăрăмпа, Альăпа, Раккассине килнĕччĕ. Вăл артисткăччĕ. Тепрехинче яла пĕчченех килтĕм. Каялла таврăннă çĕре мăшăрăм хваттерти аван япаласене пуçтарнă та урăх арçынпа тĕнчене тухса кайнă...
(Малалли пулать.)
 
: 513, Хаçат: 17 (1366), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: