Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă вăрçă чарăнни тахçантанпах,
Асăмран тухмаççĕ иртнисем çаплах.
Ман ăраскала асат авса хуçсан
Пурнăç техĕмне эп туйрăм ачаран.
 
Пăрахман нихçан та хытнă çăкăра,
Типĕтетĕп сухари кăмакара.
Маншăн вăл паян та хаклă пуринчен,
Пуç таятăп Аслă Çăкăр умĕнче.
 
Асăмран тухмаççĕ вăрçă çулĕсем,
Чĕтретеççĕ чунăма сив хумĕсем.
Курнă эп хам куçăмпа фашистсене
Ял çинчен самолетпа вĕçнисене.
 
Мĕлкесем çапса çӳренĕ ун чухне,
Тĕп тăвасшăн пулнă Чĕмпĕр хулине.
Аслати сыхланă Атăл кĕперне,
Самолет çинче вакланă çиçĕмне.
 
Асăмран тухмаççĕ вăрçă çулĕсем,
Пуçтараттăмăр пучах выç ачасем.
Тулă тĕшĕ сĕтленсе çитсессĕнех
Ним çукран ĕметтĕмĕрччĕ пикенсех.
 
Вĕренеттĕмччĕ шкулта эп ун чухне,
Çук тетрадь, çук кĕнеке ман хутаçра.
Лăстăк пирччĕ шкул тетрачĕ вырăнне,
Шур тăм кăранташĕ, грифельччĕ çумра.
 
Вăт çапла вĕреннĕ вăрçă ачисем,
Тăшманпа кĕрешнĕ пирĕн аттесем.
Фронт валли ӳстернĕ тырă аннесем,
Пулнă чĕпĕ амăш ват асаннесем.
 
Çур Европа тертленетчĕ тыткăнра,
Вăрçă ачисемччĕ ун чухне эпир.
Хĕн вучахĕ çĕтмесен те ик куçран
Ĕмĕте лăпкатчĕ ăраскаллă ир.
 
Аслă вăрçă чарăнни тахçантанпах,
Асăмран тухмаççĕ иртнисем çаплах.
Кăн-кăвак чечек ман пуç çинче паян,
Чĕпĕтет чĕлхе вĕçне хĕрхӳ мăян.
 
2009 çул.
 
: 574, Хаçат: 18 (1367), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: