Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Акан 24-25-мĕшĕсенче Йошкар-Олара пĕтĕм Раççейри «Народный фронт» за Россию» (ОНФ)обществăлла юхăм представителĕсен пухăвĕ иртнĕ. Вĕсемпе РФ Президенчĕ Владимир Путин тĕл пулнă.
 
ОНФ пайташĕсем темиçе площадкăна пайланса ĕçленĕ, халăха интереслентерекен ыйтусене сӳтсе явнă. Президента тĕрлĕ ыйту панă.
ОНФăн Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕн сопредседателĕ, УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев «Общество и власть – прямой диалог» тата «Образование и культура как основы национальной идентичности» калаçусене хутшăннă.
- Мана тăван халăх историйĕпе тата ачасене воспитани парассипе çыхăннă ыйтусем кăсăклантарнипе калаçура та çавсене хускатрăм, сĕнӳсем патăм. Тăваттăмĕш класран тытăнса Раççейри кашни шкулта (уйрăмах вăл наци республикисемпе облаçĕсене пырса тивет) ачасене тăван халăхăн историне вĕрентме сĕнтĕм. Наци халăхĕн историне вĕрентессине патшалăх хăй çине илмелле. Унта Раççейри тĕрлĕ халăхсен туслăхĕ çине пусăм тумалла, Раççей çыннисен туслăхĕ пысăк вăй пулнине кăтартмалла. Унсăрăн пирĕн ачасене историе ыттисем хăйсене кирлĕ пек вĕрентме тытăнаççĕ терĕм.
Канашлура эпĕ çĕкленĕ тепĕр ыйту – совет саманинчи вĕренĕвĕн чи лайăх енĕсене паянхи вĕренӳ тытăмне тавăрасси пулчĕ: ачасене общество ĕçне явăçтарасси тата шкулсене воспитани ĕçне тавăрасси.
Ĕç ачана пăсманни пирки мантăмăр эпир. Шкулта ачасен доска та тасатма юрамасть иккен, вĕсем ларакан партăсене те ашшĕ-амăшĕн çуса памалла. Ку тĕрĕс мар тесе шутлатăп. Ĕç урокĕсенче шкул таврашĕнчи ĕçсене вĕренекенсен пурнăçламалла. Воспитани пирки калас пулсан – хальхи учительсем кунпа пачах ĕçлесшĕн мар, хăйсен расписанийĕнче палăртнă уроксене çеç ирттермелле тесе шутлаççĕ. Çакăн пек лару-тăру СССР арканнăранпа тăсăлать. Воспитани вĕренĕвĕн пĕр пайĕ пулмалла.
Çак сĕнӳсемпе ытти регионсенчен килнĕ ОНФ пайташĕсем пурте килĕшрĕç, - каласа пачĕ Олег Мустаев пухуран таврăннă хыççăн.
 
: 223, Хаçат: 18 (1367), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: