Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск çыравçисем Венгрие литература кĕперĕ хыврĕç. Ĕç-пуç çапларах пулса иртнĕ.
Облаçри паллă поэт А.Лайков хăйĕн Красноярскра пурăнакан юлташĕ пулăшнипе Будапештра тухса тăракан «ЗОВ» журналăн редакторĕпе Арон Гаал профессорпа Интернет урлă паллашнă. Вăл ăна Ульяновск çыравçисен «Симбирск» журналĕн темиçе номерĕн электрон вариантне ярса панă. Будапештри вырăсла пĕлекен редактор Чĕмпĕр журналĕпе интересленсе кайнă. Унтан вăл хăйĕн журналĕ валли «Симбирск» журналта пичетленсе тухнă темиçе çыравçăн тĕрлĕ хайлавне суйласа илсе венгрла куçарнă, «ЗОВ» журналта кăçалхи апрель уйăхĕнче пичетленĕ. Унта «Канаш» хаçат редакторĕн Н.Ларионовăн сăввисем те пур.
Мĕнле хайлавсем суйласа илнине Арон Гаал çапла ăнлантарнă: «Эпĕ тĕрлĕ енчен пăхрăм ку ыйту çине. А.Лайков – Атăл çинче пурăнакан вырăс поэчĕ, Н.Ларионов – вырăс мар халăхран тухнă поэт, Е.Шамаева – çамрăк та пултаруллă поэтесса, Н.Никонов – Ульяновск облаçĕнче пурăнакан прозаик. Тĕрлĕ енлĕ хайлавсем вулакансемшĕн интереслĕ пулĕç терĕм».
Часах вара «Симбирск» журналта Арон Гаалăн сăввисем пичетленĕç.
Симбирск» журнал редакторĕн çумĕ А.Лайков вара ку лару-тăрăва хакласа çапла каларĕ: «Хамăр журнал пулăшнипе пирĕн поэтсемпе çыравçăсен ячĕ чикĕ урлă каçса кайни – савăнтаракан пулăм. Çапла майпа эпир ют çĕршывсенче Ульяновск хулин тата унта пурăнакан литераторсен ятне-сумне ӳстеретпĕр».
 
: 576, Хаçат: 18 (1367), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: