Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Акан 25-29-мĕшĕсенче Мелекесс районĕнчи ача-пăчапа çамрăксен «Юность» сиплевпе вĕренӳ лагерĕнче Атăлçи халăхĕ-сен фестивалĕ иртнĕ.
Унта Ульяновск облаçĕнчи шкулсенчен чăваш, тутар, мордва, вырăс ачисем хутшăннă. Вăтăр пĕр чăваш хастарĕ Чăнлă, Çĕнĕ Малăкла, Ульяновск, Майна, Барăш районĕсенчен тата Ульяновскпа Димитровград хулисенчен килсе çитнĕ. Вĕсен хушшинче – 6-8 тата 10-мĕш классенче вĕренекен, тăван чĕлхепе тата литературăпа тĕрлĕ шайра иртнĕ олимпиадăсемпе тĕрлĕ ăмăртусен çĕнтерӳçисем, пултаруллă ачасем.
Лагерь хупăннă кун Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн тата «Канаш» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсене те йыхăрчĕç унта. Калаçу-паллашу саманчĕсем нумайччен асра юлĕç.
- Пилĕк кун хушшинче вĕренекенсемпе мĕнле кăна мероприяти ирттермерĕмĕр-ши! Кашни минучĕ, кашни сехечĕ шутра. Тĕрлĕ наци ачисен культурине, йăли-йĕркине халалласа тĕрлĕ енлĕ тĕлпулусем, çавра сĕтелсем, хăтлавсем йĕркелерĕмĕр. Ачасене пурне те хăйсемпе пĕрле наци тумĕсене илсе килме хушнăччĕ. Хăвăрах куратăр, чăваш ачисем еплерех чипер! Тумĕсене те, капăрлăхĕсене те ытарма çук. Килсенех пĕрремĕш кунĕнче Атăлçи халăхĕсен куравне турăмăр. Чăваш, тутар, мордва, вырăс ачисем кашни хăйсен культурине, чĕлхине, тумне, литературине тăратрĕ. Курса тĕлĕнмелли нумайччĕ кунта. Иккĕмĕш кунĕнче куравпа ятарласа хатĕрленнĕ экскурсоводсем паллаштарчĕç, тус-тантăшĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕç, тăван халăх йăлисене пĕлнине уçăмлăн кăтартрĕç. Виççĕмĕш кун мероприятисенчен ытларахăшĕ лагерьти «Ромашка» текен вырăнта – халăхсен туслăх кăшăлне халалланă лапамра – пулчĕç. «Атăлçи чиперкки» конкурсра «Илемлĕ пике» номинацире пирĕн сарпике Милана Сандркина (Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхаш шкулĕ) мала тухрĕ. Арçын ачасем хушшинче ирттернĕ «Мухтавлă паттăр» ăмăртура куракансене Денис Спиридонов (Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Курахви шкулĕ) илĕртнĕ. Кунашкал тупăшусене нумай хатĕрленĕ йĕркелӳçĕсем. Пуринче те чăваш хастарĕсем хăйсен çинчен калама пултарчĕç. Юрлама-ташлама ăста пирĕн маттурсем – тантăшĕсене тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Кашни кунах пирĕн пата «Савăнăç» халăх юрă ансамблĕн ертӳçи, пултаруллă вĕрентӳçĕ Ирина Иванюкова килсе çӳрерĕ – ачасене «Кампур» юрра шăрантарма, вĕтĕ шăрçаран капăрлăх хатĕрĕсем тума вĕрентрĕ, чăваш тумне тăхăннă шăпăрлансен ӳкерчĕкĕсен куравне хатĕрлерĕ, – каласа пачĕ чăваш ачисен координаторĕ, Кивĕ Улхаш шкулĕнче чăваш чĕлхипе литература вĕрентӳçи Елена Сулагаева.
Икĕ сехете тăсăлчĕ журналистсемпе ачасен тĕлпулăвĕ. Калаçăва УОЧНКА пуçлăхĕн çумĕ Ф.Т.Улендеева пуçларĕ. Вăлах пурне те «Канаш» хаçат коллективĕпе паллаштарчĕ, Ирина Иванюкована сăмах пачĕ. Çамрăк ăрăва тăван халăх йăх-несĕлĕ, унăн культури, йăли-йĕрки, литератури интереслентернине вĕсем аслисене нумай ыйту пани çирĕплетрĕ. Пуринпе те кăсăкланчĕ çамрăк хунав – журналист пулас тата хаçатра ĕçлес тесен чи малтан мĕн пĕлмелли, Анатолий Ырьята кĕнекесем çырма мĕн хавхалантарни, тĕп редактор, Николай Ларионов, ачасем валли тепĕр кĕнеке кăларма хатĕрленни, Нина Еграшкинана ытларах картинăсем ӳкерсе уйрăм куравсем тума е тĕрленчĕксем хайлама килĕшнине пĕлесшĕн пулни тата ытти те. Федосия Улендеева кашни ачанах хăйĕн йăх-ăру йывăçне тумалла терĕ. Пирĕн пурин те хамăрăн асатте-асаннене, кукамай–кукаçее тăвансене 13 сыпăкран кая мар пĕлмеллине пĕлтерчĕ. Ирина Иванюкова «Савăнăç» тата «Пилеш» юрă ушкăнĕсене (Мелекесс тата Çĕнĕ Малăкла районĕсем) илсе пырать çеç мар, 42 çул çамрăксене ăс тата пĕлӳ парассипе ĕçлет. Елена Алексеева чăваш хаçатне калăплассипе маçтăр-класс ирттерчĕ, журналистикăри жанрсем, çак ĕç вăрттăнлăхĕсем пирки каларĕ.
Облаçри пултаруллă чăваш ачисемпе сывпуллашиччен малтан çав кун кăнтăр иртсен тытăнакан пĕтĕмлетӳ концерчĕн репетицине хутшăнма май пулчĕ. Юрларĕç те ташларĕç, сăвă каларĕç маттурсем. «Кампур» юрра тепĕр хут аса илчĕç.
 
Димитровград хули.
 
: 636, Хаçат: 18 (1367), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: