Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăçал Ульяновскри чăваш педучилищипе темиçе паллă дата çыхăннă: ăна хупнăранпа тата юлашки выпуск пулнăранпа шăп 60 çул çитнĕ тата училищĕ-рен вĕренсе тухнисем 25-мĕш хут тĕлпулу ирттерчĕç, хăйсем юратнă вĕренӳ заведенине, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсене нихăçан та манманнине çирĕ-плетрĕç.
1991 çулта иртнĕ пĕрремĕш тĕлпулăва училище пĕтернĕ 100 ытла çын пухăннă пулсан çулсерен вĕсен речĕ сайралса пынă. Кăçал вара тĕлпулăва 11 çын кăна килчĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ – чăваш ушкăнĕнче пĕлӳ пухнисем: А.М. Богатов, Р.П. Антонова, А. М. Чекалина, Ю.И. Иудин, Г.В. Яковлев, Г.С. Степанов, А.А. Митрофанов, В.Н. Никишина, З.П. Смирнова, А.Ф. Белова, Л.Д. Богаткина. Училище пĕтернисенчен пурăнакансем пур-ха, анчах çулĕ-сем хушăнса, сывлăхĕсем хавшаса пынă май общество транспорчĕпе тухса çӳреме шикленеççĕ хисеплĕ ватăсем.
Чи малтан педагогика ветеранĕсем иккĕмĕш хутра уçнă çĕнĕ интерактивлă пӳлĕмпе паллашрĕç. Ун хыççăн пурте виççĕмĕш хута хăпарчĕç. Экран çинче – ытти çулсенчи тĕлпулура ӳкернĕ сăнӳкерчĕк.
Тĕлпулăва «Чĕмпĕр чăваш шкулĕ. И.Я.Яковлев хваттерĕ» музей заведующийĕ Н.В.Литвинова хатĕрлесе ертсе пычĕ. Вăл мероприятие Федор Павлов Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчи вĕренӳ класĕ пирки çырнă сăвăпа пуçларĕ. Кăçалхи тĕлпулу салхуллă датăпа çыхăннă пулин те малашне çĕнĕлĕхсем пуласса шанса пурăннине, кăçалхи тĕлпулăва хатĕрлеме чăваш автономийĕ нумай пулăшнине палăртрĕ. Пĕрремĕш сăмах УОЧНКА председательне О.Н. Мустаева пачĕ.
- Сире, хисеплĕ педагогсене, паянхи тĕлпулăва хутшăннăшăн, килме вăй-хал çитернĕшĕн тав тăватăп. И.Я. Яковлев уçнă шкула хупни 60 çул çитрĕ пулин те кунта чăвашлăх пурнăçĕ вĕçленмен, вăл хăварнă вĕренӳ вăй-хăвачĕ, вăл шутлани, малашлăх пирки ĕмĕтленни çакăнта паянччен пурăнать. Çакна музей комплексне кĕрсенех туятăн, эсир ку вырăна килсе çӳресе çак чăнлăха çирĕплететĕр. И.Я. Яковлев вĕренӳре йĕркеленĕ тытăмран лайăхраххине хальччен никам та шутласа кăларман-ха. Çавăнпа та сире унăн ĕçне малалла тăсса пире вĕрентме, çамрăк вĕрентӳçĕсемпе, шкул ачисемпе ытларах тĕл пулма, хăвăрăн пуян опытăрпа паллаштарма, И.Я. Яковлев шкулĕнче мĕнле вĕреннине каласа пама ыйтатăп. Çакă Патриархăмăрăн ĕçне вилĕмсĕрлетĕ, - терĕ вăл.
Малалла музей ĕçченĕсем пухăннисене хăйсем ӳкернĕ «Прогулки по комплексу Симбирской чувашской школы» документлă фильм кăтартрĕç.
- И.Я. Яковлев уçнă шкул тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ ятлă пулнă: Чĕмпĕр чăваш шкулĕ, Ульяновскри чăваш педагогика училищи, Ульяновскри чăваш педтехникумĕ тата ытти те. Апла пулин те унăн тĕп тĕллевĕ нихăçан та улшăнман: унта чăн-чăн педагогсене хатĕрленĕ. Училище пĕтернисен 90 проценчĕ хăйсен пурнăçне вĕрентӳпе çыхăнтарнă. Çакна эпĕ «Воспитанники яковлевской школы» кĕнеке кăларсан пĕлтĕм. Яковлев шкулĕнче вĕреннисем пирки тăватă кĕнеке пичетленчĕ. Пĕлтĕрхи тĕлпулура «Выпускники – дети войны» кĕнеке кăларма палăртнăччĕ, ун валли материалсем çырса пама ыйтнăччĕ. Материалсене кĕтетĕп, - терĕ Александр Богатов.
Пурнăçне педагогикăпа туллин çыхăнтарнă Антонина Белова училищĕне хупнишĕн паянччен кулянса пурăннине, вĕренӳ заведенийĕ вĕсемшĕн тăван кил шутланнине каларĕ. Вĕрентекенсене ырăпа аса илчĕ.
-Пĕрле вĕреннисем шăнкăравласа ыйтнипе эпĕ кунта киличчен И.Я. Яковлев палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хурса пуç тайрăм, чăваш чиркĕвне кĕрсе ăна тата мĕнпур педагога асăнса çурта лартрăм. Пире чăваш педучилищи çын тунă. Пиртен чăн-чăн педагогсем туптанă, - терĕ вăл куççульне пытармасăр.
Сăмах тухса калаçакансем хушшинче тата В.Г.Яковлев, пĕрремĕш хут тĕлпулăва килнĕ Ю.Н.Иудин пулчĕç, хăйсен пурнăçĕ пирки каласа пачĕç.
Уява пухăннисене саламласа Ульяновскри культурăпа çутĕç училищинче вĕренекенсем илемлĕ концерт кăтартрĕç.
Юлашкинчен училище пĕтернисене ĕлĕк хĕрачасен столовăйĕ пулнă вырăнта апат-çимĕçпе тултарнă сĕтел хушшине чĕнчĕç. Спонсорĕ УОЧНКА пулчĕ.
 
: 255, Хаçат: 18 (1367), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: