Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чи малтан кустăрмаллă ура тăхăнмаллине музыка инструменчĕсен маçтăрĕ Джон Мерлин XVIII ĕмĕрте шухăшласа кăларнă. Вăл балсенче зал варрине ролик çине тăрса тухнă та сĕрме купăс каланă. Самай тĕлĕнтерекен хавхалану «спорчĕ» пурин патне те нумай пулмасть çеç çитнĕ-ха. Кустăрмаллă конькипе ярăнакана роллер теççĕ.
 
Роллер:
кӳлепипе кăштах малалла тайăлать; урисем чĕркуççи тĕлĕнчен хуçланаççĕ; ура пуçĕсем тĕрлĕ еннелле пăхаççĕ; пĕр роликĕ тепринчен маларах иртсе тăрать; ӳкнĕ чухне аллипе ури çине ӳкме тăрăшать (хыçалалла ӳкни – сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратать).
Чăн-чăн роллерсем сыхлав хатĕрĕсем тăхăнса çеç ярăнаççĕ.
 
Пĕрремĕш хут кустăрмаллă коньки çине тăракансен хăнăхтарăвĕсем
 
Вĕсене тӳрĕ вырăнта пуçламалла.
•«Йĕлтĕрçĕ утăмĕ» - урасем хулпуççи сарлакăшĕнче, роликсем пĕр-пĕринпе параллельлĕ пыраççĕ. Малалла сулахай урапа сылтăмми ылмашăнса куçаççĕ.
•«Хунарсем» - роликсемпе çаврашка ӳкеретпĕр пек: хусканăва «ура тупанĕсем – пĕрле, пуçĕсем – айккинелле» курăнупа пуçлатпăр, «палăртнă çаврашка» тавра çаврăнатпăр, кайран – урасене пĕрле тытатпăр. Анчах чарăнмастпăр, «хунарсем» хăнăхтару малалла пурнăçланать! Чĕркуççисене çителĕклĕ таран хуçлатма тӳр килет.
•«Çĕлен» - роликсене параллельлĕ тытатпăр, чĕркуççисене аванах хуçлататпăр, ура тупанĕсемпе малалла талпăнса унталла-кунталла «вылянатпăр», урасене çума-çумăн тытатпăр.Çак хусканăва малалла та, хыçалалла та пурнăçлама юрать. Куçнă чухне коньки пуçĕ çине вăйлăрах пусăм тăватпăр.
•«Саккăр» - «хунарсене» урасене хĕреслетсе пурнăçлатпăр. Чаркăчланă чухне (торможение) роликсем çинче вырнаçнă резинăпа усă куратпăр е «хунарсем» хускану туса чаркăчлатпăр.
 
Лупашкаллă е хăйăрлă вырăн ролике «ĕçлĕхрен» кăларма пултарать. Çакăн пек çулпа çӳремех тивсен, роликсене тасатмалла, типĕтмелле, сĕрмелле. Ярăннă чухне тĕрлĕ самантсем пулаççĕ, анчах çăмăл хусканупа хăвăртлăх - савăнтараççĕ çеç.
 
: 900, Хаçат: 43 (1135), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: