Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чĕмпĕр литературин шурсухалĕ Анатолий Юман 60 яхăн кĕнеке авторĕ. Тĕрлĕ жанрпа çырнисем пур унăн. Хальхи çĕнĕ кĕнеки пачах урăх енлĕ, вăл кулăшпа çыхăннă. Ячĕ те чĕпĕтсе илет – «Йĕплĕ çăмах».
Çăмах мĕнне чăвашсем лайăх пĕлеççĕ, вăл салма пек çиме. Юман ăна «йĕплесе» кулленхи пурнăçра тĕл пулакан кахалсене, куштансене, сӳпĕлтисене, кĕвĕçме юратакансене, мухтанчăксене, вĕçĕ-хĕррисĕр мул пухакансене тата ыттисене "çитерет". Аванах чĕпĕтет вĕсен çăварне ку кĕнекери йĕплĕ çăмах!
Кĕнекене автор тĕрлĕ çулта çырнă кулăшла сăвăсемпе калавсем кĕнĕ. Вĕсен прототипĕсем чăннипех те пулнă, хăшĕсем халĕ те пурăнаççĕ-ха. «Хăвăн пурнăçунти страницăсене хуратаймастăн çав, çапах та малалла ӳкерсе хума пулать-çке»,- тет Юман.
Кулăш нихçан та кивелмест, вăл пире пурнăçри çитменлĕ-хсене пĕтерме, хамăра тепĕр куçпа курма пулăшать.
«Самана тĕрлĕ енне улшăнсан та этемĕн вăл-ку тӳнтер енĕсем çĕнĕ ăру çыннисенче сыхланса юлма пултарни питех те тĕлĕнтерет. Калăн, этем чăннипех те малтанхи йăнăшсенчен мар, хăй тăвакан йăнăшсенчен çеç вĕренет. Çав шайран илсе пăхсан манăн кĕнекери йĕплĕ сăмахсен усси пулассăнах туйăнать»,- тесе çырать автор умсăмахра.
Усси пултăрах!
Кĕнекене «Канаш» хаçат редакцинче хатĕрленĕ, вăл Ульяновскри «Вектор-С» типографире 100 экземплярпа тухнă.
 
Шурă çумăр
 
Çакăн пек ят панă хăйĕн пиллĕкмĕш кĕнекине Ульяновскра пурăнакан çыравçă – Николай Еремеев. Унта тĕрлĕ çулта çырнă чăвашла тата вырăсла сăвăсем кĕнĕ. Вĕсен шучĕ 140 яхăн.
Тăван çĕр хавалĕ-пе çырнă сăвăсенче автор чăваш халăхне юратни, сума суни, уншăн кăсăкланни палăрса тăрать, шухăша ярать. Сăвă йĕркисем чĕре витĕр тухни куçкĕрет. Автор шухăшлавĕн хăйнеевĕрлĕхĕ те сисĕнет. Пурнăçа тĕрлĕ енчен сăнласа параççĕ кĕнекери хайлавсем, вĕсене вуласан ачалăхри, çамрăк чухнехи самантсем аса килеççĕ. Автор сан пурнăçу çинчен çырнă пекех туйăнать хăш-пĕр тĕлте. Ун пеккисем вара нумайлăха асра юлаççĕ.
Кĕнеке тиражĕ – 250 экземпляр.
 
: 624, Хаçат: 18 (1367), Категори: Кeнеке cyлeкe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: