Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Манăн хуняма Александра Васильевна Ефимова – вăрçă ветеранĕ.
Фронта вăл 1942 çул пуçламăшĕче тухса кайнă. Вăрçăра зенитчицăсен подразделенийĕнче тăнă. Пĕррехинче фашистсем бомба пăрахма тытăнсан вăл Днестр шывне ӳкет, чутах путса вилмест. Ăна шыв хĕрринче тăракан пĕр старик курать те вăлтине ывăтса парса аран туртса кăларать. Çывăхра госпиталь пулманнипе хĕрарăмсен мăнастирне илсе каять. Унта салтак хĕре манашкăсем пăхнă. Кăштах сывалсан ăна машинисткăсен шкулне вĕренме янă.
Вăрçăран таврăнсан Шура килти ĕçсене веçех хăй çине илнĕ. Ашшĕ-амăшĕн пӳртне çĕнетме пуралăх вăрман каснă, хĕлле валли вутă хатĕрленĕ, выльăх-чĕрлĕх валли утă çулнă тата ытти те. Качча кайса вĕсем мăшăрĕпе виçĕ ывăл та пĕр хĕр çитĕнтернĕ.
Çулсем иртнĕçемĕн унăн куçĕ начар курма пуçланă. 1970-мĕш çулсенче вăл суккăрланнă пулнă. Вăл вăхăтра куçа сиплекен центрсем хальхи пек пулман. Ун чух ăна шăллĕ Виталий Васильевич Кузнецов пулăшу аллине тăсать. Вăл ун чухне Тула облаçĕнчи Узловая хулинче ĕçлесе пурăннă. Аппăшне илсе каять те хăй ĕçлекен заводăн тухтăрĕпе калаçать. Хĕрарăма малтан пĕр куçне, каярах тепĕрне операци тăваççĕ. Операци лайăх иртнĕ хыççăн Шура куракан пулать, анчах унăн тĕттĕм куçлăхпа çӳреме тивет.
Александра Васильевна халĕ 94 çулпа пырать. Вăл хĕрĕпе кĕрӳшĕ патĕнче хулара пурăнать, ăна вĕсем çав тери лайăх пăхаççĕ.
Эпĕ ăна курма пырсан вăл яланах вăрçă çулĕсенчи вăхăтсене аса илет, мĕн те пулин интереслине каласа кăтартать.
Хунямана пăхакансем – Еленăпа Николай Ислюковсем – ĕç ветеранĕ-сем. Вĕсем ывăлпа хĕр ӳстерсе çын çине кăларнă. Ачисем те çемье çавăрнă. Карина тата Сережа мăнукĕсем çитĕнеççĕ.
Амăшне ватлăхра ялта йывăр килнипе хăйсем патне хулана илсе килнĕ. Кунта вĕсем харпăр çуртпа пурăнаççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ.
Иккĕшĕ те пенсире пулин те ĕçлеççĕ-ха. Елена автозаводра нумай çул тăрăшнă. Халĕ пульница столовăйĕнче чирлисене апат çитернĕ çĕрте вăй хурать. Николай нумай çул пĕр вырăнта сварщикра ĕçлет. Вĕсем "Канаш" хаçата тахçантанпах çырăнса илеççĕ, юратса вулаççĕ.
Питĕ хисеплеççĕ вĕсем амăшне. Унăн хăйĕн пӳлĕмĕ пур. Хуняма хăй выртса тăракан кравате никама та пуçтарттармасть, хăех питĕ илемлĕ тирпейлет. Майĕпен, вăй çитнĕ таран кăштах зарядка та тăвать. Ун валли яланах вĕри апат хатĕр. Ани те ачисене мухтаса кăна тăрать. Апат хыççăн кашнинчех Турра, хĕрĕпе кĕрĕвне тав тăвать.
Эпĕ те вĕсем патĕнче час-час пулатăп. Хунямана кашни уяв ячĕпе саламлатăп. Кашни çулах майăн 9-мĕшĕнче эпир, тăванĕсем, пурте кунта пухăнатпăр, Çĕнтерӳ кунне уявлатпăр.
Эпĕ анине çывхарса килекен Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе саламлатăп. Çирĕп сывлăх, тулли телей тата нумай çул пире савăнтарса пурăнма сунатăп.
 
: 559, Хаçат: 18 (1367), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: