Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вера Кашкурова Кăлаткăпуç районĕнчи Лебежей ятлă мăкшă ялĕнче 1939 çулта çуралнă. Чăваш Кăлатка качча килнĕ. Вăтăр пилĕк çул «Бахтеевский» хуçалăхра дояркăра ĕçленĕ. Унăн çӳпçинче Тав хучĕсем, Хисеп грамотисем.
- Мăшăрпа, шанчăклă та ĕçчен çынпа, 56 çул пĕрле пурăнтăмăр. Тăватă çул каялла вилчĕ вăл. Упăшкапа пĕрле виçĕ ача çуратса çитĕнтертĕмĕр, пурнăçăн аслă çулĕ çине кăлартăмăр. Хĕрĕмсем качча кайрĕç. Вăталăх ача пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Паян пĕчченех пурăнатăп. Манăн çичĕ мăнук, виçĕ кĕçĕн мăнук. Юратнă пăрчăкансем, Кашкуровсен йăх-ăрăвне малалла тăсакансем, нихăçан та эпир Аслă вăрçă вăхăтĕнче курнă терт-нушана ан пĕлччĕр. Çĕнтерӳ хыççăн атте-анне юхăннă çĕршыва çĕкленĕ çĕрте ырми-канми тăрăшрĕ. Эпир, вĕтĕр-шакăр, май килнĕ таран пулăшнă. Çиес килнĕрен хырăм пăчăртатса ырататчĕ, йĕрес килетчĕ пулин те тумлам куççуль кăтартман, чăтнă – ĕçленĕ, тăрăшнă. Ĕçме-çиме пулман тесен те юрать. Курăк çинĕ. Мăян пашалăвĕ чи тутлă япала туйăннă. Эпĕ 8 çулта чухне анне ăнсăртран чирлесе вилчĕ. Йăмăкăмпа анне çурипе (амаçурипе) пурăнтăмăр. Пĕчĕкскер пӳрнемсемпе мĕн тери ĕç тунă. Пĕве кĕрсе хĕр пулсан çыхнă та, авăрланă та, çĕленĕ те. Хама хисеплекен упăшка лекнĕшĕн шăпана тав тăватăп, - терĕ Вера Ильинична.
 
Кăлаткăпуç районĕ,
Чăваш Кăлаткă.
 
: 157, Хаçат: 18 (1367), Категори: Вăрçă ачисем

Комментарисем:

Liliam (2016-06-30 23:47:52):
I seaechrd a bunch of sites and this was the bestĕ

Chamomile (2016-07-02 14:47:51):
Great intshgiĕ<Ӳa> Relieved I'm on the same side as youĕ

Fantine (2016-07-04 20:59:47):
Thinking like that is really imevspsire http,ӲӲqrozjtonrnrĕ com [urlçhttp,ӲӲdeliyeej fybĕcom]deliyeejfyb[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲgkidnqs lyaĕcom]gkidnqslya[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: