Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 11-17-мĕш номерсенче.)
 
- Çапла пулнă хыççăн та Эсир юрату çинчен нумай сăвă çыратăр. Юрату тени çын пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăнать/- ыйтрĕ Раккасси хĕрĕ Нина Герасимова.
- Ĕç çинче пулсассăн тӳсĕм
Юраттарăр халăха.
Юрату парать вăл ӳсĕм,
Вăл куçать... йăхран йăха, - пулчĕ поэт хуравĕ.
- Валентин Андреевич, тархасшăн, çак ыйтăва панăшăн малтанах каçару ыйтатăп. Сире эрех-сăрапа туслашнă теççĕ. Тĕрĕсех-и/ - пĕлме тăрăшрĕ Нина Алексеева.
- Ĕçкĕçсене, чĕлĕм туртакансене ачаранах чăтма пултараймастăп. Ют хулара тĕпленсе, паллă поэтсемпе писательсемпе паллашса, вĕсен ушкăнĕнче пулса эрех-сăра ĕçмесĕр пулмасть. Хăвăрах пĕлетĕр, вырăссен те, чăвашсен те... чи паллă поэчĕсемпе писателĕсем эрех-сăра ĕçсен кăна гениллĕ сăвăсемпе хайлавсем çырма пултарнă. Мĕнле калаççĕ-ха авалтан, кашкăрсен ушкăнне çаклансан кашкăрлах улама вĕренетĕн темеççĕ-и-ха/ Эпĕ эрех-сăрапа туслашнине ман чунăма кĕрсе, манăн синкер шăпама пăхăнса пурăнсан тин ăнланса илме пулать. Хăш-пĕр чухне... Юратури сутăнчăклăх та çак синкер патне илсе çитерет...Эпĕ сире манăнни пек пурнăçпа вутра çунса пурăнма, асапланма сунмастăп. Эрех-сăрапа та ан туслашăр. Вĕренсе тухăр, çемьеллĕ пулăр, чăвашлăха, Иван Яковлев вĕрентнĕ пек, тарăн пĕлӳ илсе малалла аталантарăр. Халĕ вара манăн та эсир мĕнле пурăннине пĕлес килет. Гурийпа Роман сăвăсем çырнине пĕлетĕп-ха. Кĕçĕр вуласа та парĕç тетĕп. Ыттисем калаçнине те итлес килет...
Поэзи каçĕ çур çĕрччен тăсăлчĕ. Калаçрĕç. Тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе яврĕç. Вĕренекенсем хăнана хăйсем çырнă сăввисене вуласа пачĕç. Чăваш композиторĕ-сем çырнă юрăсене шăрантарчĕç.
Николай Антонов, Гурий Дмитриев, Валентин Урташ Раккассине тавар турттаракан пуйăспа таврăнчĕç. Поэт çав каç Гурий юлташĕн ашшĕ-амăшĕн килĕнче çĕр каçрĕ.
... Раккассисем мĕн ĕмĕртен пурнăç йĕркине кĕрсе юлнă уявсене тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илеççĕ. Колхозра бригадирта ĕçлекен Кĕркури пуринчен малтан вăранса картишĕнчи выльăх-чĕрлĕхе кĕтĕве хăваларĕ.
Мăшăрĕ, Праски, кăмака чĕртсе çăкăр пĕçерме хатĕрленчĕ. Сăрине виçĕ кун маларах виçĕ чӳлмекпе кăмакана лартса пĕçерчĕ. Юхтарчĕ. Йӳçĕтсе сивĕ нӳхрепе антарса лартрĕ. Çăкăр, кукăль, икерчĕ, пӳремеч, чăкăт, çуллă чăкăт пĕçермелли анчах юлнă.
Сăпас уявĕ. Раккассисем виçĕ Сăпаса та пĕрле уявлаççĕ. Панулми, пыл, çĕнĕ тырра авăртса тунă çăнăхран пĕçернĕ çăкăр-кукăль таврашĕ – уяв кĕрекинчи тĕп çимĕçсем. Тата кăпăкланса тăракан пыл пек тутлă сăра!
Праски кăмака хĕрсе кайичччен çунтарнă вутă-шанкă кăмрăкне кăмака умне туртса илчĕ те икĕ чукун çатмапа икерчĕ, пӳремеч, кӳптĕрме пĕçерчĕ. Хĕрсе кайнă кăмакана шăлса тасатса хăпарма унаса хунă çăкăрсене вырнаçтарса лартрĕ. Кăмака çăварне питлĕхпе хупласа вутă пуленккипе тĕревлесе хучĕ.
Урайне сарса панă пĕрлехи вырăн çинче Валентин, Гурий, Куля, Тулюк тутлăн çывăраççĕ. Вира амăшне пулăшма унпа пĕрлех вĕреннĕ.
- Хĕрĕм, хĕвелĕн пĕрремĕш урисем пӳ-рте кĕме пуçларĕç. Аçу та таврăннă. Унăн ĕçе каймалла. Уй-хир, ферма пирĕнпе пĕрле Сăпас тумасть. Арçынсен ушкăнне вăрат. Тин çеç пиçнĕ çимĕçсем сивĕнсе кайиччен, - терĕ Праски.
Куляпа Тулюк куçĕсене хăвăрт уçрĕç. Вĕсем çывăрма пуринчен малтан выртнă. Вăранса кайсанах Гурий тетĕшĕпе юнашар ют арçын выртнине асăрхарĕç.
- Куля, кам ку тетепе юнашар выртаканни/ Унăн хăрах алли ăçта/ Тепĕр аллинче пӳрнисем те веç мар. Хăратăп, - терĕ питне-куçне аллипе хупласа пĕчĕк Тулюк.
Куля чĕнмерĕ. Вăл та çывăракан палламан çын çине тĕлĕнсе тинкерчĕ.
Гурийпе Валентин картишне çăвăнма тухрĕç. Пӳрте кĕрсен хăна тенкел çине ларчĕ. Умне тепĕр тенкел лартрĕ. Ун çине минтер хучĕ. Кăштах пĕшкĕнсе виçĕ пӳ-рнеллĕ аллипе ĕнсинчен çапрĕ те – минтер çине куçĕ тухса ӳкрĕ. Кружкăри шывра ăна чӳхерĕ. Сăмса тутрипе шăлса типĕтсе каялла чиксе хучĕ.
Тулюк палламан çын мĕн тунине пăхса тăрса хытсах кайрĕ. Хăранипе Гурий тетĕшĕ çумне çыпçăнчĕ.
- Хăратрăм пулмалла шăллăма, - терĕ Валентин. – Ан хăрăр, ку вăл манăн кĕленче куçăм. Чăннине вăрçăра нимĕçсем кăларса илчĕç. Аллăма татрĕç. Тепĕр аллăмра та виçĕ пӳрне кăна. Эсир вăрçă, нимĕçсем çинчен илтнĕ вĕт, тăванăмсем.
- Илтнĕ. Пирĕн атте те вăрçăра пулса нимĕçсен тыткăнне çакланнă. Вĕсем ăна тата юлташĕсене питĕ асаплантарнă. Вилнĕ лаша ашĕ çитернĕ. Вĕсем кайран тарнă. Берлина çитиччен нимĕçсене аркатнă, - каласа пачĕ хăнана Куля.
- Çитĕ сире, хăнана тарăхтарсах çитертĕр пулĕ. Валя - тетĕрĕн юлташĕ. Шупашкарта пурăнать. Поэт. Аппăшĕ-сем – Аннапа Суя – шкултан инçе те мар пурăнаççĕ, - терĕ Праски пурне те сĕтел хушшине ларма сĕнсе.
Сăпас кĕреки тин çеç кăмакаран пиçсе тухнă çимĕçсемпе тулнă. Витрере ырă шăршăллă сăра кăпăкланать. Кĕркури те картишĕнчен кĕрсе сĕтел хушшине ларчĕ. Хăнана сывлăх сунчĕ. Мăшăрĕ кама сĕт, кама сăра ярса пачĕ. Пурте çиме-ĕçме тытăнчĕç.
- Мана каçарăр, кил хуçисем, сăмах илем-ха. Çакăн пек пуян кĕрекере чысласа хăна тунăшăн чун-чĕререн тав тăватăп. Шел, аттепе анне патĕнче çапла хăнара пулаймастăп. Чунĕсем çăтмахра канччăр. Праски аппа, эпĕ сана анне вырăнне хурса хисеплетĕп. Мĕншĕн тесен Гурийпа манран самай кĕçĕнтерех пулсан та эпир çывăх туслашрăмăр. Вăл та сăвăсем çырать. Аван сăвăсем. Эпĕ сана, Праски аппа, Сăпас ячĕпе пĕчĕк парне тăвасшăн. Итлесе пăхăр-ха çак сăвва.
 
Тавах, аннем, çуратнăшăн,
Юрла-юрла сиктернĕшĕн,
Лăпканăшăн, юратнăшăн,
Чĕкеç чĕлхи пилленĕшĕн.
 
Тавах, аннем, çуратнăшăн,
Ятла-ятла вĕрентнĕшĕн,
Ятланăшăн, юратнăшăн,
Шăпчăк юрри пилленĕшĕн.
 
Тавах, аннем, çуратнăшăн,
Салху чухне хĕрхеннĕшĕн,
Хĕрхеннĕшĕн, юратнăшăн,
Чечек сăнне пилленĕшĕн.
 
Тавах, аннем, çуратнăшăн,
Мăшăр çунат ӳстернĕшĕн,
Ӳстернĕшĕн, юратнăшăн,
Сӳнми телей пилленĕшĕн.
 
Ан тив, анне вырăнне пулса йышăнсамăр çак парнене. Сирĕн ятăрпа çырнă пултăр. Пĕрремĕш хут çынсем умĕнче вулатăп. Тен, композиторсем çак сăвăпа юрă та кĕвĕлĕç.
- Тавах, Валя, аннӳ пек ырă кăмăллă эсĕ. Сана Турă чăтăмлăх парса малашнехи пурнăçна тĕрĕс-тĕкел йĕркелесе пыма çул уçса пытăр. Сывлăхлă та телейлĕ пул. Хăнана тата кил, вăтанса ан тăр, - терĕ Праски шывланнă куçне шăлса.
 
 
(Малалли пулать.)
 
: 283, Хаçат: 18 (1367), Категори: Чăваш писателĕсем

Комментарисем:

Shermaine (2016-06-30 17:05:51):
You really saved my skin with this inimaortfonĕ Thanks!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: