Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Манăн анне Нина Владимировна Микка 1925 çулта Кивĕ Улхаш ялĕнче çуралнă. 1941 çулта вăрçă тытăнсан ашшĕне фронта илсе кайнă. Аслă хĕрĕ пулнăран Нинăн çамрăклах ĕçе кӳлĕнме тивнĕ. Çемьере унсăр пуçне пилĕк шăллĕ тата ашшĕнчен çуралса юлнă кĕçĕн хĕрĕ пулнă.
Вунçичĕ çулхи Нинăна колхозра звеньевой ĕçне хушаççĕ. Çинçе пилĕклĕ, яштака та чипер хĕрачана хĕвелпе пĕрле вăранса касăри çынсене ĕçе йыхăрса çӳреме çăмăл мар. Килте те амăшне пулăшмалла. Хуçалăхра ĕçлекен вăйпитти арçынсем çук – пурте вăрçăра. Анне хирте молотилкăпа икĕ эрне кунĕн-çĕрĕн кĕлте çапни пирки каласа паратчĕ. Килне кайма та вăхăт пулман, хиртех кăвайт чĕртсе апат пĕçерсе çинĕ. Çапла вăйран-халтан кайсан тин икĕ эрнерен яла аннă. Асаплă пулнă çав çулсем. Аннен шăллĕсем пĕчĕк пулсан та вăй çитнĕ таран хирте ĕçленĕ: çум çумланă, каç кӳлĕм колхоз пахчинче купăста, хăяр шăварнă.
Ял çыннисем куллен тенĕ пек фронтран хурлăхлă çырусем илнĕ. Нинăн ашшĕ те çапăçу хирĕнче хыпарсăр çухалать.
1943 çул. Нина 19 çул тултарать. Ăна вăрçăччен хăйсен кассинчи Санюк ятлă каччă хытă юратнă пулнă. Вăл вăрçăран аманса таврăнать. Нина та илтет Санюк киле килнине. Унăн çамрăк чĕри савăнăçпа тулать. Çав кунах таврана тĕттĕм сăн çапсан Нина юлташĕсемпе вăййа тухать. Санюк та хĕрсем пухăннă çĕре çитет. Унăн чĕри сиксе тухасла тапать. Вăл юлташĕсемпе чĕвĕл-чĕвĕл калаçса ларакан Нина патне пырса вăйăран кăшт пăрăнма чĕнет. Вара икĕ юратнă чĕре чунĕсем каниччен пĕр-пĕринпе калаçаççĕ. Çакăн хыççăн тĕлпулусем – кашни каçах. Пĕр-пĕрне юратакан чĕресен пĕрле пулас килет. Вĕсем Санюк патĕнче пĕрле пурăнма пуçлаççĕ. Ăнланаççĕ: вăрçă пырать çĕршывра – туй тумалли вăхăт мар. Иккĕшĕ те колхозра вăй хураççĕ. Суранĕ тӳ-рленсен Санюка тырă кĕлечĕн хуçине куçараççĕ.
1944 çулта мăшăрăн хĕрача çуралать. Вăл хĕрача эпĕ, халĕ 71 çула çитрĕм. Санюкпа Нина сакăр ача çуратса ӳстерчĕç. Ачисем пурте аслă пĕлӳ илчĕç. Халĕ аттепе анне ку тĕнчере çук ĕнтĕ. Эпир, ачисем, атте-анне килне пуçтарăнсан вĕсене ырăпа аса илетпĕр. Йывăр вăхăтра пире çын çине кăларнăшăн, пехилленĕшĕн чĕререн тав тăватпăр.
 
Ульяновск районĕ,
Тимирязевка ялĕ.
 
: 207, Хаçат: 18 (1367), Категори: Асаилӳсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: