Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ялĕнче Тăван çĕршыва хӳтĕ-лекенсене тав туса монумент уçăлчĕ. Савăнăçлă мероприятие Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн ĕçне вăхăтлăха илсе пыракан Сергей Морозов, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕсем Владимир Камеко тата Игорь Ананьев, «Единая Россия» партин членĕсем, Чăнлă район пуçлăхĕ Х.В. Рамазанов, çар çыннисем, çамрăксен тĕрлĕ организацийĕсенче тăракансем, ветерансемпе ял çыннисем хутшăнчĕç.
Кивĕ Улхашран Тăван çĕршыва хӳтĕлеме Аслă вăрçа 647 çын тухса кайнă, çурри ытла – 327-шĕ – каялла таврăнайман. Вĕсен хушшинче хăйĕн паттăрла ĕçĕсемпе чапа тухнă танкист, Совет Союзĕн Геройĕ – 24 çулхи Николай Князькин. Ял шкулĕнче вăрçăсене хутшăннисене халалланă музей та пур. Ентешсен паттăрлăхне ĕмĕрлĕ-хе асра хăварас тата çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас тĕлĕшпе икĕ çул каялла ялти таврапĕлӳçĕсен клубĕ «Староалгашинцам – доблестным защитникам Отечества от благодарных потомков» монумент лартма йышăннă. Çак вăхăтра ял варринче Т-80 танк тата икĕ зенитка вырнаçса ларчĕç. Çĕнтерӳ уявĕ умĕн ăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Совет Союзĕн Геройĕн Н.Г.Князькинăн хĕрĕ Роза Марыгина тата вăрçă ветеранĕ Иван Рдюков хĕрлĕ хăйăва касса монумента уçма тивĕç пулчĕç.
Кĕпĕрнаттăрăн ĕçне вăхăтлăха илсе пыракан Сергей Морозов ял халăхне пысăк уявпа саламларĕ.
-Эпĕ сире вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă ентешсене манманнишĕн область правительстви тата РФ Президенчĕ ятĕнчен тав тăватăп. Ялта çакăн пек комплекс уçассишĕн ырми-канми тăрăшнă ятарлă пуçару ушкăнĕ умĕнче пуç таяс килет. Ку ĕç вилнисене мар, çитĕнекен ăрăва ытларах кирлĕ, вăл Тăван çĕршыва хаклама, ентешсене, тăвансене хисеплеме, юратма вĕрентет, - терĕ Сергей Иванович.
Монумент уçассишĕн тăрăшнă кивулхаш çыннисене «В память о праздничном параде в Ульяновской области в день 70-летия Победы в Великой Отечественной войне 1941-1945 годов» асăнмалăх паллăпа наградăларĕ. Вĕсем хушшинче Раççей хĕç-пăшаллă вăйĕсен ветеранĕ Н.Ф.Шуреков, М.Ф.Шуреков усламçă, Аçтăрханти кимĕсем юсакан завод директорĕ П.А.Шуреков, РФ оборона министерствин тĕп штабĕн полковникĕ Н.А.Илямаков тата подполковникĕ О.Г.Ледюков, полици майорĕ Ю.А.Илямаков, шкулти музей директорĕ Н.К.Кадебин, полици полковникĕсем В.М.Эльмуков, Н.В.Князькин, çул-йĕр участокĕн маçтăрĕ О.Н.Сандркин.
Х.В. Рамазанов çулсем иртнĕ май Çĕнтерӳ уявĕ кашни çыншăн хакланса, ветерансем сахалланса пынине каларĕ, çавăнпа кашни çул майăн 9-мĕшне юбилей çулĕ пек анлă та савăнăçлă уявлама сунчĕ. Чăнлă çĕрĕ паттăрсемпе тата ĕçчен çынсемпе пуян пулнине, ялта пурăнма пур условисем те туса панине палăртрĕ.
Х.В.Рамазанов уйрăмах Н.Ф.Шурекова тата Н.А.Илямакова тав сăмахĕсем каларĕ. Районти социаллă пурнăçа тата патриотла воспитани ĕçне хастар хутшăннăшăн иккĕшне те районти депутатсен канашĕ «Чăнлă районĕн Хисеплĕ çынни» ят пама йышăннине пĕлтерчĕ.
Çак ĕçсене хастар хутшăннă кивулхашсем - В.Н.Карсаков, В.З.Ледюков, Г.В.Майрабеев, Н.А.Микка, В.В.Рахманов, Н.В.Шарайкин, П.В.Шиваев, Б.П.Шиваев, В.Ф.Шуреков район администрацийĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç.
В.Н. Камеко, И.В. Ананьев депутатсем те пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕç.
РФ оборона министерствин сывлăш çарĕн полковникĕ Н.Ф. Шуреков хăй йĕркеленĕ пуçару ушкăнĕпе монумент лартассишĕн икĕ çул тăрăшса ĕçлени пирки каласа пачĕ.
Монумент умне область правительстви, район администрацийĕ, ял тăрăхĕ ячĕсенчен чечек карçинккисем хучĕç. Ял çыннисемпе хăнасем, çар çыннисем те уява илсе пынă чечек çыххисене вилнĕ тăванĕсене хисеплесе монумент умне хучĕç. Уяв парадпа тата «Вилĕмсĕр полк» уттипе тăсăлчĕ. Оркестр марш каларĕ. Пухăннă халăх тата монумент умĕпе 31-мĕш десант бригадин çар çыннисем, Суворов ячĕллĕ училищĕре вĕренекенсем иртрĕç. «Вилĕмсĕр полк» шкул енне утрĕ. Ача садне çӳрекенсем вăрçă тата тыл ветеранĕсене, вăрçă ачисене чечек çыххисем парнелерĕç, тӳпене нумай-нумай шар вĕçтерсе ячĕç.
Уяв Н.Г.Князькин палăкĕ умĕнче малалла тăсăлчĕ. Унта шкул тата садик ачисем концерт лартрĕç. Музей директорĕ Н.К.Кадебин, Совет Союзĕн Геройĕн хĕрĕ Р.Н.Марыгина сăмах тухса каларĕç. Роза Николаевна ашшĕ пирки çырнă сăвă вуларĕ.
Десантниксем ушкăнпа тăрса çар ăсталăхне шоу евĕр кăтартса пачĕç, халăха салтак пăттипе, вăрçăри 100 грампа, чейпе хăналарĕç. Уяв каçпа «Çурта çут» тăвăмпа тата салютпа вĕçленчĕ.
 
: 168, Хаçат: 19 (1368), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: