Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Тарават хайлавĕсене ачасем те, çитĕ-ннисем те яланах тулли кăмăлпа йышăнаççĕ, вĕсенче чун ыйтăвне тивĕçтерекен хуравсем тупаççĕ. Ахальтен мар ăна чăваш халăхĕн чи сумлă юрăçисем хăйсен репертуарне кĕртеççĕ. Акă ăçта вăл сăмах ăсталăхĕпе, ӳнер асамлăхĕпе туллин усă курса тĕлĕнтермĕш шăратса кăларма пултарнин тĕсĕ. Мĕнле-ши çав вăрттăнлăхăн ячĕ/ Унăн ячĕ вăл – талант...»
Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер.
 
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсем мухтанакан тата юратакан хĕрарăм, 26 кĕнеке авторĕ, РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Чăнлă районĕн тата Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданинĕ ячĕсене тивĕçнĕ çын, пултаруллă сăвăç, çыравçă, композитор, куçаруçă тата «Шанăç» халăх юрă ансамблĕн, ачасен «Хĕвел» ушкăнĕн пултарулăх ертӳçи Валентина Игнатьева Тарават кăçал августăн 19-мĕшĕнче хăйĕн юбилейне паллă тăвĕ. «Канаш» хаçат редакцийĕ Валентина Николаевна çуралнă кунĕ тĕлне конкурс викторина ирттерме шухăшларĕ. Унта эпир – шкул ачисене (1-11-мĕш классем) явăçтарма палăртатпăр. Вăл Валентина Тараватăн пурнăçне тата ĕçĕ-хĕлне тишкерме хистĕ. Конкурса юбилярăн çуралнă кунĕ тĕлне вĕçлĕпĕр – çĕнтерӳçĕсене кашнинех асăнмалăх парне кĕтет. Тата тепĕр пысăк парне - юбиляр алă пусса панă кĕнеке пулĕ.
Паянтан пуçласа сиртен, хастар та пуçаруллă ачасем, хуравсем кĕтме тытăнатпăр.
«Парнас тăвĕ çине улăхнă Тарават» викторина ыйтăвĕсем:
1. Валентина Николаевнан хĕр чухнехи хушамачĕ. Ентешĕмĕр хăш ялта, мĕнпе палăракан çемьере çуралнă. Вĕсен килĕнче сăвă çыракан пулнă-и/ Кам/
2. Ăçтан тата кама вĕренсе тухнă вăл/ Кам пулса ĕçленĕ/
3. «Шăпчăк», «Ĕмĕт» тата «Русская песня» – Валентина Игнатьева пурнăçĕн хăш тапхăрĕпе çыхăннă ятсем/ Вĕсем кĕнеке ячĕсем-и е урăххи-и/
4. В.Н. Игнатьеван чи пирвайхи кĕнекисем.
5. "Тарават" псевдонима «Женщины земли чувашской» кĕнекере унăн авторĕ, паллă çыравçă, чăваш этнопедагогикин никĕслевçи Г.Н. Волков пысăк хак панă. Эсир çак хушма ят историйĕ пирки мĕн пĕлетĕр/ Кам сĕннипе илнĕ ăна Аслă Нагаткинта ĕçлесе пурăнакан çыравçă/
6. Кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче Валентина Николаевнан 26-мĕш кĕнеки кун çути курчĕ. Мĕн ятлă вăл/ Унта авторăн литературăн хăш жанрĕпе çырнă хайлавĕсем кĕнĕ/
7. «Сăввăмсем – пурнăç тĕрленчĕкĕсем. Вĕсенче – пирĕн ĕç-хĕле хак пани, пуласлăхшăн пăшăрханни, этем пахалăхĕсемшĕн пуçа ватни» тесе хуравланă икĕ чĕлхепе çыракан автор «Хыпарта» тухнă интервьюра. Пултарулăх ĕçĕнче В. Тарават поэзие е прозăна маларах парăнтарнă/
8. Писательсен хăш пĕрлешĕвĕсенче тăрать пирĕн ентеш/
9. «Шанăç» тата «Хĕвел» ушкăнсем – паян Валентина Игнатьеван пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăнаççĕ/
10. Чăваш Республикин Композиторсен ассоциацийĕн членĕн паллăрах юррисем.
11. Миçемĕш çулта Чăнлă районĕнче ĕçлесе пурăнакан чăваш хĕрарăмĕн В.Н. Тараватăн ятне «Раççейĕн чи аван çыннисем» энциклопедие кĕртнĕ/
12. Чăваш тĕнчинчи паллă çынсем – Юхма Мишши, Раиса Сарпи, Светлана Асамат, Анатолий Юман – çыравçă творчествинче мĕнле вырăн йышăнаççĕ/
13. Эсир Валентина Николаевнан чăвашла тата вырăсла тухнă хăш кĕнекисене пĕлетĕр/
14. Авторăн сăввисем паян Раççей, Чăваш Республики тата регион, район шайĕнче иртекен хăш-хăш ăмăртура янăраççĕ/
15. «Автор хускатакан темăсен анлăшĕ чăннипех тĕлĕнтерет... Ансат та ăнланмалла чĕлхепе çырать вăл. Ун кĕнекипе паллашнă хыççăн мĕнлерех шухăш патне пырса тухатăн-ха/ Çĕр çинче нимĕн те йĕрсĕр çухалмасть иккен. Çамрăклăхри пуçламăш утăмсем малашлăхри мĕнпур çула палăртаççĕ. Пархатарлă тĕллеврен пĕрре пăрăнсассăн каялла çаврăнма, пуласлăхра тĕрĕс йышăнусем тумашкăн калама çук хĕн», - тенĕ Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕ Ольга Иванова хăйĕн хаклавĕнче. Мĕнле кĕнеке пирки калать вăл/
16. Валентина Таравата литературăра ĕçлеме условисем туса паракан, хавхалантаракан çынсем камсем/
 
: 600, Хаçат: 19 (1368), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: