Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Таврапĕлӳçĕ, çулçӳревçĕ, Чăваш халăх академикĕ, «Канаш» хаçат тусĕ – Николай Кирюшин – май уйăхĕн 14-мĕшĕнче 55 çул тултарнине паллă тăвать. Николай Николаевич чăваш халăхĕн историйĕпе çыхăннă нумай ял-хулана çитсе курнă, тĕпченĕ, архивсенче ларнă. Мĕн курнине вăл йăлтах вулакансем патне çитерме тăрăшать.
Н.Н. Кирюшин Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра çуралнă. Ачаранах историпе тата географипе кăсăкланнă. Вăтам шкул пĕтерсен Жадовкăри совхоз-техникумра вĕреннĕ. Çар хыççăн Чăнлă районĕнчи «Красный Восход» совхозра зоотехникра ĕçленĕ. Унтан вăл хулана килсе тĕпленнĕ: «Автозапчасть» заводра маçтăрта, «Авиастар СП» заводра диспетчерта, Ульяновск районĕнчи Семеновкăри «Бирюч» сад-пахча обществин председателĕнче вăй хунă. 2001 çулта услам ĕçне явăçнă. Вырăнти чăвашсен таврапĕлӳ обществине тĕрлĕ енлĕ пулăшса пырать, хăй машинипе таврапĕлӳçĕсене нумай çĕре илсе çӳрет.
Николай Кирюшинăн тепĕр паха енĕ пур: вăл облаçри тата кӳршĕ регионсенчи шкулсенче таврапĕлӳ урокĕсем ирттерет. Унăн еткерлĕх çӳпçинче çамрăк ăрăва каласа, кăтартса парса тĕлĕнтермелли питĕ нумай. Авалхи карттăсемпе, укçасемпе, медальсемпе, сăнӳкерчĕксемпе ачасем питĕ кăсăкланаççĕ.
-Эпĕ çĕршыв тăрăх çул çӳреме юрататăп. Бородино хирĕнче, Соловец утравĕнче, Вааламра, Карелире, Мурманскра, Измаилра, Псковра, Чудской кӳллинче, Эльбрусра, Кабардин-Балкарире, Воронеж облаçĕнчи Большие Дивы ятлă ялта, Пенза çывăхĕнчи Ылтăн крепоçра, Тобольск çумĕнчи Чăваш сăмсахĕ çинче,Тутарстан Республикинчи Пӳлер, Сувар, Пăлхар хулисенче тата ытти нумай-нумай вырăна çитсе куртăм. Мĕнле кăна çынпа паллашмарăм çул çинче! Пур чухне те ман тĕле ырă, пулăшма хатĕр çынсем тĕл пулаççĕ,- каласа парать Николай Николаевич.
Вăл «Канаш» хаçатра пичетленнĕ материалсене пуçтарса «Çулçӳревçĕ калавĕсем» кĕнеке кăларчĕ. Ăна вăл сутмасть – шкулти вулавăшсене, вĕрентӳçĕсене парнелет.
Николай Николаевичра нумай çӳрес, курас, пĕлес туртăм тапса тăрать. Малашне те çапла пултăрччĕ.
 
 
: 620, Хаçат: 19 (1368), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: