Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Атте пек пулатăп
Артёмка амăшĕпе вылять.
- Аçу çинчен каласа пар-ха, мĕнлерех вăл? – ыйтать амăшĕ.
- Ман атте-и? Принц! Илемлĕ, сывлăхлă тата ăслă АРÇЫН! Эпĕ те атте пек пулатăп.
- Мĕнле?
- Манăн аттенни пек чикекен шăрт пулать.
- Ăçта?
- Янахпа пит çăмарти çинче!
 
Хĕрхенекен
Аслашшĕ мăнукĕнчен чир ернипе çывăрмалли пӳлĕмре вырăнпах выртать. Асламăшĕ кухньăра ун валли сиплев чейĕ хатĕрлет. Аслашшĕ, кĕтсе ывăннăскер, кăшкăрать:
- Наталья, чей хăçан ĕлкĕрет?
- Кăштах кĕт ĕнтĕ! – кăшкăрать мăшăрĕ.
Саша та кухньăра. Сăнаса ларать. Асламăшĕ хытă кăшкăрни унăн кăмăлне каймасть.
- Ан кăшкăр! Асатте чирлĕ вĕт! – тет.
Кай кунтан!
Сашăн мăн асламăшĕ çĕрĕпех çывăрайман пирки, кăмăлĕ уçах мар. Кăнтăр тĕлĕнче хĕр пĕрчи ун çумнерех пуласшăн пулчĕ. Лешĕ:
- Мĕн кирлĕ? Кай кунтан! – терĕ.
Сашăна хурав килĕшмерĕ, вăл мĕн каланине илтмĕш пулчĕ.
- Ну, мĕн кирлĕ сана? Кала, чĕнмесĕр ан тăр, - терĕ мăн асламăшĕ куннехинче çемçерех.
- Хăлха шăтăкĕнче наушник пулнипе эсĕ мĕн калание вуçех илтместĕп, - лăпкăн тата шӳтлесе каларĕ Саша лару-тăрăва çемçетес тĕллевпе.
 
Саша – пуш
хăмпă мар
Акă Саша та пĕрремĕш класа кайрĕ. Кăмăлласах çӳрет-ха. Пур предметсемпе те пысăк балл илет. Шăпăрлансене отметкăсем лартмаççĕ-ха. Ачасем, пурте тенĕ пекех, улттăра чухне хатĕрлев курсĕнче вĕреннĕ. Хăш-пĕрисене вара ятарласа репетиторсем хатĕрленĕ. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕ ачисене шкула кайма веçех хатĕрленсе çитнĕ тесе шутлать, уроксенче хастартарах пулса час-часах алă çĕклеме сĕнет. Саша амăшĕ те хĕрĕшĕн пăшăрханать.
- Паян вĕрентӳçĕ мĕн те пулин ыйтрĕ-и? Аллуна çĕклерĕн-и? Хуравларăн-и? – тесе ыйтать.
- Эпĕ тĕрĕс хуравлама пултарнине туйсан çеç алă çĕклетĕп. Туймасан – ыттисене итлетĕп, - тет Саша лăпкăн.
«Çил ăçтан вĕрнине» туять
Артёмка Наталья асламăшĕ патне хăнана килнĕ. Тумне улăштарсан теттисемпе выляма зала кайма тăчĕ.Çулне Соня ятлă кушак пӳлчĕ. Артёмка ăна аллине илсе асламăшне тыттарчĕ.
- Асанне, Соньăна тытса тăр-ха, эпĕ унпа кайран вылятăп, - терĕ.
Выляса тăрансан Артём Соньăна кăкăрĕ çумне тытрĕ те:
- Фу, асанне, кушакран мĕнле шăршă кĕрет? – тесе ыйтрĕ.
- Мĕн шăрши кĕрет вара?
- Кивĕ, çĕтĕк-çурăк шăрши. А-а-а, мăн асанне пурăнакан Теччĕ ял шăрши! Соня унта пулнине каламасăрах пĕлме пулать! – кулчĕ Артём шухăшлама пĕлнипе савăнса.
 
Эпĕ ăна кайран чышкалатăп!
Артёмка амăшĕпе асламăшсем патне хăнана килнĕ. Кăштах ларнă хыççăн амăшĕпе асламăшĕ лавккана кайма шутлаççĕ. Амăшĕ тухса каяс умĕн:
- Артёмка, эпир час килеймĕпĕр, эсĕ мăн асаннӳпе юлатăн. Вăл каланине итле, ан кӳрентер, - тесе ăс парать.
Артёмка çулла мăн асламăшĕ патĕнче пурăннă чухне итлемесĕр ăна час-часах кӳрентернĕ, хăш-пĕр чухне йĕртнĕ те.
- Çук, анне, эпĕ малтан çиетĕп, унтан вылятăп, к-а-й-р-а-н вара тин мăн асаннене чышкалама тытăнатăп, - пĕлтерет шăпăрлан пăтăрмахлă планĕ çинчен.
 
 
 
 
 
 
 
 
-
■ Николай РОЗОВ.
пухса пынă
 
: 1079, Хаçат: 43 (1135), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: