Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Владимир Сатай тăван ялне таврăнчĕ
 
Аслă Çĕнтерӳ кунĕ умĕн, çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Чăнлă районĕнчи Кашара çуралса ӳснĕ чăвашсен паллă çыравçине Владимир Сатая тăван ялĕнче бюст уçрĕç. Çыравçă вăрçă ветеранĕ пулнипе ăна пысăк уяв умĕн уçни пушшех те пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.
Савăнăçлă митинга ял администрацийĕн пуçлăхĕ Наиль Тамаев уçрĕ.
- Хамăрăн паллă ентешĕмĕрĕн 90 çулхи юбилейне паллă тунă чухне чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Олег Мустаев Владимир Сатайăн ятне вилĕ-мсĕрлетес тĕллевпе палăк лартма сĕннĕ-ччĕ. Ку сăмах пурне те килĕшрĕ, ăна ырларăмăр, программăна кĕртсе ĕçе пуçăнтăмăр. Николай Кондрашкин саккаса пурнăçлама пулчĕ. Вăл çапла çуралчĕ, - терĕ пуçлăх.
Палăка уçмалли хисепе Владимир Сатайăн тăванĕсем – аппăшĕн хĕрĕсем Ирина Жарулова, Юлия Кашицына, Нина Еремеева – тивĕçрĕç. Таврана мăнаçлăн сăнаса пăхса тăракан Владимир Сатайăн палăкĕ умне вырăнти хуçалăх председателĕ Радик Насуртдиновпа ял администрацийĕн пуçлăхĕ Наиль Тамаев чечек çыххисем хучĕç.
Тухса калаçакансем чылай пулчĕç.
Николай Кондрашкин скульптор уявпа саламланă май Владимир Сатай хăйсен ялне таврăннипе савăнчĕ, ку бюст унăн 30-мĕш ĕçĕ пулнине палăртрĕ. Чи пĕрремĕш скульптура ĕçне вăл шăп 30 çул каяллла тунă иккен.
-Владимир Сатайăн палăкĕ ял пуянлăхĕ кăна мар, пурăна-киле Раççей пуянлăхĕ пуласса шанас килет, - терĕ вăл.
Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн ветерансен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашлуçи Николай Лазарев Владимир Сатай пек çынсемпе – çыравçă, поэт тата вăрçă ветеранĕ – пирĕн мухтанма пĕлмеллине, вĕсенчен тĕслĕх илмеллине, çамрăк ăрăвăн асаттесемпе асаннесен паттăрлăхне манмалла маррине каларĕ.
УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев Каша çĕрĕ пултаруллă çынсемпе пуян пулнине, чăвашсен тата тутарсен автономийĕсен пĕрремĕш председателĕ-сем те – Петр Уфимкинпа Азат Курчаков, чăваш литературин классикĕ çак ялта çуралса ӳснине аса илчĕ, çавăн пек ывăлсем ӳстернĕшĕн ял халăхне тав турĕ.
-Палăксем çĕклес ярăм И.Я. Яковлев патриархăмăра лартнипе тытăнчĕ. Кун хыççăн унăн пĕрремĕш вĕренекенне Алексей Рекеева вилĕмсĕрлетрĕмĕр, паян – Владимир Сатая. Малашне чăваш халăхĕн кашни паллă çыннине – çыравçа, композитора, халăхшăн нумай ĕç тунисене - халăх мăнаçĕнче хăварассишĕн ĕçлĕпĕр, - терĕ.
Чăнлă районĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Петр Уфимкин пухăннисене Çĕнтерӳ уявĕпе саламланă май Владимир Сатай пысăк чĕреллĕ те çемçе кăмăллă, ăслă, пултаруллă çын пулнине палăртрĕ.
- Палăк вăл – палăк кăна мар. Палăк вăл – уйрăм çынна кăна мар, пĕтĕм чăваш халăхне пысăк хак парса чыслани пулать. Çапла хамăра хисеплеме вĕренсен кăна пире ытти халăхсем сума сăвĕç. Паян эпир чăваш чăваша хисеп тунине кăтартрăмăр. Тавах çак пысăк ĕçе пуçăннă çынсене. Хамăр яла, района, облаçа, çĕршывăмăра юратăр. Кун пек чухне пире никам та çĕнтереймĕ, - вĕçлерĕ Петр Яковлевич çамрăк ăрăва ырă сунса.
Ульяновск облаçĕ-нчи И.Я. Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин председателĕ Алексей Мордовкин чăвашсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн ял администрацине тав турĕ.
Бюст уçнă кун Кашара чăн-чăн уява çаврăнчĕ. Клуб умне ватти-вĕтти пуçтарăнчĕ. Ял пуçлăхĕсем палăк уçнине Çĕнтерӳ уявне паллă тумалли мероприятисемпе çыхăнтарнă. Савăнăçлă митинг хыççăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнчĕç. Вăрçă вăхăтĕнче тылра вăй хунă салтак арăмĕсем Акулина Стрельцовапа Мария Борисова шкул ачисемпе пĕрле палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Малалла урамсем тăрăх «Вилĕмсĕр полк» иртрĕ, чи малта ялти пултаруллă механизатор-водител ьсем «Волга» колхозăн ĕçри паттăрлăхне çирĕплетекен паллăсене – 11 ялав тата "Хисеп палли" орденăн макетне йăтса пычĕç.
Каçпа вăрçăран таврăнман салтаксене асăнса лартнă палăк умĕнче «Çурта çут» тăвăм иртнĕ, салют пулнă.
 
: 231, Хаçат: 19 (1368), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: