Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Редакцие самаях çулланнă арçын кĕчĕ. Аллинче – сархайнă сăнӳкерчĕк. Паллашрăмăр. Александр Пельдяков Чăнлă районĕнчи Ирçелĕнче çуралса ӳснĕ, нумай хура-шур курнă.
Александр Герасимович пире пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнчи сăнӳ-керчĕке кăтартрĕ. Ăна вăл хаклă япала пек упрать. Сулахайран пĕрремĕшĕ – Василий Дмитриевич Квасов (1890 çулта çуралнă). Вăл Александр Герасимовичăн кукашшĕ.Унăн сакăр ача пулнă. Вĕсенчен пĕри – унăн амăшĕ – Акулина Васильевна (1910 çулхи). Кукашшĕ çемьере пĕр арçын ача пулнă. Саккун тăрăх, ун пек çемьерен салтака илмен. Апла пулин те ăна 1914 çулта вăрçа илсе кайнă. Вăл патша çарĕнче тăнă. Таврăнсан колхоза кĕмен. Çавна пула вĕсене нумай хĕстернĕ, çĕр сахал уйăрнă.
Ялти хастарсем пĕр ушкăна чăмăртанса килĕрен тырă пуçтарса çӳренĕ, пĕр кĕлете пуçтарса пынă. Пĕррехинче вăрă-хурахсем тырра вăрласа каяççĕ. Хĕрӳ çапăçура ялти сакăр çыннăн пурнăçĕ татăлать. Вĕсене чиркӳ çумне пытараççĕ. Каярахпа çак вилтăприсене пăрахăçлаççĕ. «Эпир, ачасем, унта час-часах çӳрекелеттĕмĕр. Халĕ ку вырăнта тутăхса мăкланнă палăксем çеç выртаççĕ, - пăшăрханса калаçать Александр Герасимович.
Сăнӳкерчĕкре варринче – Семен Алексеевич Пельдяков (1887 çулхи). Ăна Çĕпĕре ăсатнă. Вăл унтан таврăнайман, ăна халăх тăшманĕ тесе персе вĕлернĕ. Кайран тин айăпсăр тесе йышăннă. Унăн икĕ ача пулнă.
Ялтан ăсатнă мĕнпур ентешрен пĕр Лука Семенович Мурзайкин çеç таврăннă. Вăл питĕ кĕрнеклĕ çын пулнă.
Сăнӳкерчĕкри виççĕмĕш салтак – Николай Трофимович Горбунов (1890 çулхи). Унăн шăпи паллă мар.
 
: 227, Хаçат: 19 (1368), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: