Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 11-18-мĕш номерсенче.)
 
Апатланнă хыççăн Валентин юлташне аппăшĕсем патне илсе кайрĕ. Ялта курнăçмалли юлташĕсем тата та пур. Вĕсемпе тĕл пулса хыпарсем пĕлмелле. Ыран ирех Гурийĕн – Чĕмпĕре, Валентинăн – Шупашкара каймалла.
Тепĕр кунĕ уйрăлайми юлташсене Пăрăнтăк станцине лашапа Кĕркури леçсе ячĕ.
- Атте, эсĕ киле кай ĕнтĕ, - терĕ Гурий ăсатма пынă ашшĕне. - Тавах сана.
- Кĕркури тете, тавах леçсе янăшăн, сывлăхлă пул, колхозри ĕçӳсем ăнса пыччăр, - хушса хучĕ алă тытса Валентин.
Юлташсем вокзал умĕнчи хурăнсем айĕнчи сакă çине вырнаçрĕç.
- Гурий, вĕренсе пĕтер те Шупашкара çул тыт. Санăн пуласлăху – чăваш поэзийĕнче. Сăввусем профессиллĕ поэтсенни пекех калăпланаççĕ. Вĕсенче Антал Насул стилĕ палăрать. Анатолий Ерусланов поэт-çыравçă çинчен илтнĕ-и/
- Анатолий манăн тете. Аннепе унăн ашшĕ – пĕртăвансем.
- Ан тĕлĕнтер, юлташăм! – терĕ Валентин Гурие çурăмĕнчен юратса çапса. – Апла пулсан нимĕн калаçмалли те çук. Санăн Шупашкара, пĕлетĕн-и, Шупашкара анчах çул тытмалла! Паллă поэтсемпе, çыравçăсемпе паллаштарăп. Эпĕ те вĕсем урлă литература çулĕ çине тăтăм.
- Сана чăваш тĕнчине кĕме çăмăлтарах пулнă. Лисук аппа Шупашкарта пурăнать. Кайсан ăçта кĕмелли, пурăнмалли вырăн пур. Эпĕ халиччен Шупашкара кайса курман.
- Антал Насул пур тетĕн вĕт...
- Эпĕ унпа тĕл пулса курман. Анне каласа панă тăрăх кăна вăл пирĕн тăван иккенне пĕлетĕп.
- Паллашатăн. Малтан манпа пĕрле пурăнатăн. Итле-ха, юлташăм, манăн çав тери хамăр тăрăхра çуралса ӳснĕ пултаруллă çынсене литература тĕнчине кăларас килет. Пур ун пеккисем, тĕслĕ-хрен, Владимир Константиновпа Давид Шашкин. Иккĕшĕ те сăвă-калав çырма маçтăр. Ĕнер вĕсемпе, вăрçă паттăрĕсемпе, калаçрăм. Çук çав, вĕсем авланса çемье, кил-çурт çавăрнă. Ачисем те нумай. Пĕринчен тепри пĕчĕкçĕ-ха. Вĕсем Шупашкара пыраймаççĕ. Эсĕ вара часах вĕренсе тухатăн. Çемье тымарĕсемпе те çыхăнман. Сана çутă пуласлăх кĕтет...
1966 çул. Çак тĕлелле Валентин Урташăн «Чун савнăран» (1958), «Аслă йыш» (1966) кĕнекисем вулакансем патне çитрĕç. Поэт чăвашсен паллă композиторĕсемпе – А.Асламаспа, Г.Хирбюпе юрă хыççăн юрă калăплама тытăнчĕ. А.Мусатовпа В.Каверин хайлавĕсене вырăсларан чăвашла куçарчĕ...
... Раккассинче пурне те тĕлĕнтерекен хыпар сарăлчĕ. Валентин Урташ аппăшĕсем патне çĕнĕ арăм илсе килмелле иккен.
Вĕсемпе пĕрле мăшăрланнă ятпа ĕçкĕ-çикĕ тума поэтăн чи çывăх юлташĕ-сем – Владимир Сатай, Çемен Элкер, Константин Петров çыравçăсем, Сергеевпа Хирбю композиторсем те килчĕç. Суяпа Анна шăллĕпе мăшăрне, Тайăна, хăнасене питĕ тарават кĕтсе илчĕç. Хăна-вĕрле пуçтарчĕç.
Тая Шупашкарти çу çапакан заводра кладовщицăра ĕçлет. Çӳллĕ те хура çӳçлĕ, хăмăр куçлă хĕрарăм. Çитнĕ-çитмен мăшăрĕн аппăшĕсене сĕтел çине апат-çимĕç хатĕрлес ĕçсенче пулăшрĕ. Çепĕç чĕлхеллĕ, ылтăн алăллă пулни тĕлпулăвăн пĕрремĕш саманчĕсенчех палăрчĕ. Поэт аппăшĕсене кин пулас хĕрарăм килĕшрĕ.
Ĕçкĕ-çикĕ юлташсем Чăнлă хĕррине кайса кăвайт умĕнче сăвăсем каланипе, юрăсем шăрантарнипе вĕçленчĕ.
 
Ма шавлать-ши пирĕн Чăнлă,
Мĕн калать-ши шывсикки/
Çитрĕ, тет пуль, кĕтнĕ чăнлăх,
Çук, халь тет пуль, ман пекки.
Чăн шавлать пуль пирĕн Чăнлă –
Чăнлăха юратнăран.
Çуркунне пулать вăл чунлă,
Хĕл çитсен сывлать аран.
 
Ма юрлать-ши çĕнĕ Чăнлă,
Мĕн калать-ши ун юрри.
Çитрĕ, тет пуль, кĕтнĕ чăнлăх,
Çын пулмасть халь çын чури.
Чăн юрлать вăл пирĕн Чăнлă –
Чăнлăха юратнăран.
Çĕн этем, тет, çĕнĕ юнлă
Çĕн этем çуратнăран.
 
Ма кулать-ши чăрсăр Чăнлă,
Мĕн калать-ши ун кулли/
Пултăм, тет пуль, çутă сăнлă,
Пултăм, тет пуль, тăп-тулли.
Чăн калать вăл пирĕн Чăнлă –
Чăнлăха юратнăран.
Атăл пек, тет, пулăн анлă
Атăлпа çыхăннăран.
Поэтăн аслати кĕрленĕ евĕр мăнаçлă сасси Чăнлă тăрăх аякка-аякка ахрăма çаврăнса янăрарĕ.
... Шупашкарти Карл Маркс урамĕнчи 20-мĕш çуртра пурăнакан Яковлевсен хваттерĕнче ир тытăнса çутăличченех хăна-вĕрле. Хăш-пĕр чухне пынисем çĕр выртсах каяççĕ. Валентин Урташ патне пынă поэтсемпе çыравçăсем, композиторсем чăваш литературинчи пулăмсене сӳтсе яваççĕ, пĕр-пĕрне хăйсен ĕçĕсемпе паллаштараççĕ.
1960 çул вĕçĕнче – 1973 çул пуçламăшĕнче Тăхăрьял шăпчăкĕ «Аслă йыш», «Пурăнас килет» кĕнекесем кăларма ĕлкĕрчĕ. Сатира жанрĕнче те ăнăçлă ĕçлерĕ. Фельетонĕсемпе юптарăвĕ-сенче çăмăлттайсемпе харампырсене, ултавçăсемпе тĕн-тĕшмĕшрен хăпса çитеймен çынсене çивĕччĕн питлесе тăрăхларĕ. Çыравçăсен канашлăвĕ-сене, съезчĕсене хастар хутшăнса ырламаллине – ырларĕ, çитменлĕхсене – пытармарĕ. Чи çывăх ĕçтешĕсен ĕçĕсенчи кăлтăксене палăртса хăварма та хăрамарĕ. «Ăраскал» – суйласа илнĕ сăвăсемпе поэмăсен кĕнекине – кун çути кăтартма хатĕрленчĕ...
... Тая паян ĕçрен ытла кая юлса таврăнчĕ. Кăмăл-туйăмĕ те уçах мар.
- Валя, каçхи апат çирĕн-и/ - ыйтрĕ юлашки вăхăтра апат хуранĕ ыратнипе асапланакан мăшăрĕнчен.
- Нимĕн те çиес килмест. Мĕн çинине те хăсса кăларатăп.
- Пĕрле ĕçлекен хĕрарăм, эсĕ ăна курнă, паллатăн, пĕр меслет сĕнчĕ-ха... Тен, çав курăкран хатĕрленĕ шĕвекпе сипленсе пăхăн.
- Пĕлместĕп, мĕнле эмел кăна ĕçсе пăхмарăмăр ĕнтĕ, усси çук. Тая, сана мĕн пулнă/ Уççăнах калаçмастăн. Ĕçре пăтăрмахсем сиксе тухмарĕç пулĕ те/
- Мĕнле каласа ăнлантарса памаллине те пĕлместĕп. Саккунри вăрă-хурах капкăнне çаклантăм пулмалла.
- Ăнланмарăм,Тая...
- Заводра туса кăларнă сĕт продукцине саккунлă майпа склада вырнаçтармасăр суя документсемпе ман урлă суту-илӳ предприятийĕсене ăсатма тытăнчĕç. Эпĕ те çав, ĕнтĕ, пĕрре килĕшрĕм, иккĕ... Халĕ вĕсен ушкăнне кĕрсех ӳкрĕм. Сан валли им-çам туянма та сĕре нумай укçа кирлĕ...
- Сирĕн унта парти, профсоюз организацийĕсем пур вĕт. Вĕсене пĕлтер. Хăвна валли шăтăк алтатăн, Тая. Мĕн, ĕмĕрне тĕрмере ларса ирттересшĕн-и/
- Ăçта, кама та пулин пĕлтерсен вĕлерессипе хăратаççĕ.
- Ан хăра, çак ĕçре мĕн чухлĕ шаларах кĕрсе пыратăн, вилĕм шăтăкĕ çавăн чухлĕ тарăнтарах пулĕ, чунăм, - ăс пама тăрăшрĕ пурнăçне тĕрĕслĕхе парнеленĕ поэт.
1973 çулхи пуш уйăхĕн виççĕмĕш вунăкунлăхĕнче Тая мăшăрне пульницана илсе кайрĕ. Хăй шутĕнчен отпуск илчĕ. Ĕçри юлташĕ панă рецептпа тухтăрсемпе канашласа пăхмасăр пиçен тымарĕсенчен шĕвек хатĕрлесе сиплеме тытăнчĕ. Усăллăрах пултăр тесе курăкне кăтарнинчен икĕ-виçĕ хут нумайрах ячĕ. Чир шала кайса пычĕ. Мăшăрĕ çиейми-ĕçейми пулса çитрĕ. Юн хăсма тытăнчĕ.
Апрелĕн варринче Тая мăшăрне кăнтăрлахи апат пĕçерсе пычĕ. Валентинăн куçĕ путса кĕнĕ. Сăн-пичĕ хуралса кайнă. Аран-аран чĕлхине çавăрса калаçрĕ.
- Тая, мăшăрăм, сана çичĕ çул мана пĕчĕкçĕ ачана пăхнă пек ачашласа пурăннăшăн, ман юлташсене ырă кăмăлпа кĕтсе илсе ăсатса янăшăн питĕ пысăк тав. Чунăм туять, сисетĕп, çак çут тĕнчере юлашки кунсем пурăнатăп. Сейфра «Ăраскал» кĕнеке валли хатĕ-рлесе çитернĕ сăвăсемпе поэмăсен алçырăвĕсем упранаççĕ. Вĕсене çырса кăтартнă юлташсен аллине пар. Унтах виçĕ пьеса, пилĕк поэма, вун-вун сăвă алçырăвĕ те пур. Вĕсемпе мĕн тумаллине те çырса хăвартăм. Аппасемпе туслă пурăн. Раккассине хăнана кай. Вĕсене те килес-тăвас пулсан çăкăр-тăварсăр кăларса ан яр. Ĕçри чыссăр япаласенче хăвăртрах хăтăлма тăрăш. Пĕлсе тăрсах пуçна ан çи. Мĕнпе те пулин кӳрентернĕ пулсан хăвах пĕлетĕн эпĕ кăра кăмăл-туйăмлă çын пулнине, тархасшăн, каçар. Эпĕ нихçан та, никама та начар тăвассишĕн пурăнман. Тĕрĕсмарлăха та йышăнмарăм. Яланах тӳррĕн те тĕрĕссине калама тăрăшрăм. Çавăнпа мана курайман çынсем те сахал мар-тăр. Эпĕ вĕсенчен каçару ыйтатăп тата хам та каçаратăп. Калаçма пултарнă чухне иртнĕ каç пуçа кĕнĕ, чунăм витĕр кăларнă сăввăма парнелетĕп сана, Таисия Андреевна. Пирĕн аттесен ячĕсем те пĕр пек вĕт. Пулать вĕт...
 
Мана пĕр хĕвелĕм çеç кирлĕ, -
Хĕвел çеç вăй патăр мана.
Кам пултăр этемĕн хĕвелĕ,
Хĕвел – савнă мăшăр кăна.
 
Мана хам çĕршывăм çеç кирлĕ,
Çĕршывăм кун панă мана.
Кам пултăр этемĕн хĕвелĕ,
Хĕвел ман çĕршывăм кăна.
 
Мана çирĕп сывлăх çеç кирлĕ,
Хĕвел хăй юраттăр мана.
Чĕремçĕм, тапсаччĕ эс вирлĕ,
Чĕрем, юраттарччĕ хăвна.
 
Кусем поэтăн юлашки, сывпуллашу сăмахĕсем пулчĕç. Унăн куçĕ апрелĕн 18-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех хупăнчĕ. Мăшăрĕн ытамĕнче чĕри тапма чарăнчĕ. Кайран, тухтăрсем ӳт-пӳне касса пăхсан, апат хуранĕн шыççине пĕлмен наркăмăш шĕвекĕ çунтарса янине çирĕплетрĕç.
Шупашкарăн тĕп масарĕ çинче юр ирĕлсе пĕтнĕ те – ем-ешĕл курăк ешерме тытăннă. Хĕвел пайăркисем йывăçсен, тĕмсен турачĕсемпе çулçисем витĕр çветтуй çĕр çине çитес тесе тăрăшса сăрхăнаççĕ. Паян кунта çур ĕмĕр те пурăнса курайман чăваш поэтне, çыравçине, куçаруçине - Валентин Урташа - леш тĕнчене ăсатаççĕ. Пухăннисен ятĕнчен поэт ентешĕ Николай Дедушкин сăмах илчĕ.
- Çук халь пирĕн хушăра чăвашсен паллă поэчĕ, чăваш халăхĕн юратнă юрăçи Валентин Урташ: вăл нумай хушă йывăр чирленĕ хыççăн, хĕрĕх тăхăр çула çитеймесĕр, пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Чĕри вăхăтсăр тапма чарăнчĕ пулин те хастар чунлă поэт хăйĕн чĕрĕ çăлкуç пек тапса тăракан илемлĕ пултарулăхĕпе, ытарма çук хӳхĕм сăвви-юррипе яланах пурăнĕ. Мĕншĕн тесен вĕсене пĕтĕм халăх пĕлет, юратса кăмăлласа вулать, савăнса-хĕпĕртесе юрлать...
Урташ çырнă сăвăсемпе поэмăсен, очерксемпе калавсен кĕнекисем ку таранччен вуннă ытла тухрĕç, чăваш композиторĕсем унăн икçĕре яхăн сăввине юрра хыврĕç...
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр паттăррăн утса тухнă поэт – çав вăхăта аса илсе – миршĕн кĕрешме чĕнекен хĕрӳллĕ сăвă та нумай çырчĕ...
Тăван литературăпа искусствăна халăх хушшинче сарас тĕлĕшпе те Валентин Урташ пайтах вăй хурса ĕçлетчĕ. Чăнах та, ăçта кăна çитмерĕ-ши вăл! Час-часах чăваш писателĕсемпе пĕрле е пĕччен – колхозсемпе совхозсене, шефа илнĕ хуçалăхсене тухса çӳретчĕ. Вулакансен конференцийĕсемпе литература каçĕсем ирттеретчĕ. Хăйĕн сăввисене халăх умĕнче çĕкленсе, хавхаланса вуласа паратчĕ. Çакна шута илсе ăна СССР культура министерствипе культура ĕçченĕсен профсоюзĕн Тĕп Комитечĕ «Отличник культурного шефства над селом» кăкăр паллипе хавхалантарнăччĕ...
 
(Малалли пулать.)
 
: 511, Хаçат: 19 (1368), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: