Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Архангельски шкулĕн музейĕнче иртнĕ Чăваш чĕлхине халалланă уявра сумлă ватăсем те пурччĕ. Вĕсенчен пĕри – Олимпиада Нуждина. Вĕсем мăшăрĕпе Чуппарав ялĕнчен килсе çитнĕ.
 
-Эпĕ çут тĕнчене 1943 çулта Тутарстанри Пăва районĕнчи Кивĕ Мертлĕре килнĕ. Çĕршывра хаяр вăрçă пынă. Ачалăхăм йывăр пулнă. Кама çăмăл пулнă вăрçă çулĕсенче/ Сакăр çул çеç вĕренейрĕм. Хĕр пулса çитсен хамăр ял ачипех – Анатолий Нуждинпа - çемье чăмăртарăмăр. Тăватă ача çуратса ӳстертĕмĕр. Пурте хулара пурăнаççĕ. Ман упăшка нумай çул колхоз председателĕнче вăй хучĕ. Ăна Архангельскине ĕçлеме ярсан эпир Чуппаравра тымар ятăмăр. Халĕ иксĕмĕр çеç пурăнатпăр,- каласа парать Олимпиада Федоровна.
Кунта килсен пирĕн ентеш поварта ĕçленĕ. Столовăй хупăнсан колхоз пăрăвĕсене пăхма тытăннă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех çакăнта вăй хунă.
-Халĕ пирĕн вăхăт нумай. Пушансан ал ĕçĕ тытса ларатăп. Эрнекун мĕнпур ĕçе пăрахса «Канаш» хаçата вулатпăр. Икĕ çул илсе тăратпăр ĕнтĕ. Унччен пире кӳршĕсем вулама паратчĕç. Пĕрре мана çемье пуçĕ: «Мĕн-ма хамăр çырăнса илместпĕр-ха/ Атя çырăнар»,- терĕ. Унтанпа хаçатăн мĕнпур страницине шĕкĕлчетпĕр,- кăмăллăн кулса калаçать Олимпиада Федоровна.
Колхоз председателĕн ĕçĕ мĕнлерех канăçсăр пулнине кашни пĕлетпĕр. Унăн арăмĕ пулма çăмăл марри те каламасăрах паллă. Ĕççи вăхăтĕ-нче упăшки автансемпе тан тăрса ĕçе кайни, сĕм çĕрле килсе выртни, шухăшсене пула ирччен çывăрса каяймасăр нушаланни арăмĕн чĕрине ыраттарман мар, паллах.
Хуйхăрмалли самантсем те пулнă Нуждинсен. Мускавра полицире стажировкăра тăнă 22 çулхи мăнукне вăрă-хурах çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ. Ку начар хыпара Мускаври телевидени урлă та пĕлтернĕччĕ, «Канаш» хаçатра та çырнăччĕ. Салтака кайиччен Андрей Баннов Сăрти агротехника техникумне пĕтернĕ пулнă. Салтакран таврăнсан вăл Мускава ĕçлеме кайнă. Çав вăхăтрах Ульяновскри ял хуçалăх академине вĕренме вырнаçнă. Андрея Пăва районĕнчи Канав ял масарне илсе килсе пытарнă.
Çапла, сахал мар хура-шур курма тивнĕ Нуждинсен, апла пуллин те пурнăçа, халăхăмăрăн культурине юратни вĕсенче тапса тăрать.
Çемье пуçĕ чăвашсен историйĕпе кăсăкланать: нумай вулать, тĕпчет.
Чăваш чĕлхи кунĕнче те вăл халăхăмăрăн кун-çулĕ, йăх-тымарĕ çинчен питĕ тĕплĕн каласа пачĕ.
Олимпиада Федоровна уявра Çĕнĕ хулара ĕçлесе пурăнакан Елена Уресметова илсе килнĕ чăваш тумне тăхăнса ӳкерĕнчĕ.
-Хамăн та чăваш кĕпи-саппунĕ пур. Паян тăхăнса килмеллеччĕ иккен,- терĕ вăл хăй çинчи капăрлăха ытараймасăр тĕкĕр умĕнче çаврăнкаласа.
 
Сăр районĕ.
 
: 699, Хаçат: 20 (1369), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: