Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сăнӳкерчĕксен альбомне пăхса ларнă май Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш шкулĕнчи пионер дружинин сăнӳкерчĕкĕ алă айне пулчĕ. Шăп 50 çул каялла ӳкернĕ ăна.
Шурă кĕпе тăхăннă арçын ачасем, шурă саппун çакнă хĕрачасем дружина ялавĕ айĕнче мăнаçлăн тăраççĕ, кашнин мăйĕ-нче хĕрлĕ галстук вĕлкĕшет. Кунта горн кăшкăртакансем те, ялав йăтакансем те, параппан çапакансем те... Ăçта-ши халь çак ачасем/ Мĕн ĕçлесе пурăнаççĕ-ши/
Эпĕ те пур çак сăнӳкерчĕкре. Мана, çамрăк аслă пионервожатăя, ачасенчен уйăрма та йывăр. Иртнĕ ĕмĕрти 60-мĕш çулсен вĕçĕнче Кивĕ Улхаш шкулĕнче виçĕ çул аслă пионервожатăйра ĕçлерĕм. Пионер дружини Совет Союзĕн Геройĕ Н.Г.Князькин ячĕпе хисепленсе тăратчĕ. Дружинăри кашни пионер отрячĕн хăйĕн ячĕ пурччĕ.
Совет вăхăтĕнче шкулсенче ачасене патриотла воспитани парассине пысăк тимлĕх уйăрнă. Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси вăл кулленхи ĕç пулмалла тесе шутланă эпир. Ачасене мĕн пĕчĕкрен çакна ăнлантарма, хăйсем пурăнакан, вĕренекен вырăна юратчăр тесе пур майсем те туса пама тăрăшнă.
Ман тивĕçĕм – ачасен шкул пурнăçне интереслĕрех тăвассиччĕ. Çавăнпа эпир дружинăри ачасемпе пĕрле уявсем, конкурссем, çулçӳревсем, юрă-ташă каçĕсем, спорт ăмăртăвĕсем тата ытти мероприятисем йĕркелеттĕмĕр. Н.Г. Князькинăн пурнăçĕпе паттăрлăхĕ пирки калаçса ачасене ун пекех пулма вĕрентеттĕмĕр. Çуркунне «Вĕçенкайăк кунне» ирттернĕ, ачасем хăйсен аллипе шăнкăрч йăвисем тунă, вĕсене пурте пĕрле пухăнса, савăнса, сăвăсем каласа, юрăсем юрласа йывăçсем çине çакса тухнă. Хамăр ĕçсем пирки Чăнлă район хаçатне çырса тăраттăмăр. Романов тĕп редактор вĕсене хаçатра пичетлетчĕ.
В.И.Ленин çуралнă кун сбор ирттереттĕмĕр, унта çулпуçăмăрăн пурнăçĕ пирки калаçаттăмăр. Акан 22-мĕшĕнче октябреноксене пионера илесси йăлана кĕнĕччĕ. Общество пурнăçĕнче чи хастар та лайăх вĕренекен пионерсем пĕчĕккисене пĕрремĕш хут галстук çыхса яма тивĕçетчĕç. Чăн-чăн уявччĕ вăл кун! Пионера кĕрекен кашни ача дружина тата класс умĕнче Тăван çĕршыва чун-чĕререн юратма, лайăх вĕренме, аслисене хисеплеме тупа тăватчĕ. Мĕнле витĕмлĕччĕ çав сăмахсем!
Вăл вăхăтра шкулта ачасем йышлăччĕ. Классем тулличчĕ. Çавăнпа мероприятисем питĕ интереслĕ иртетчĕç. Манăн пĕрремĕш пулăшакансем – аслă классенче вĕренекен хĕрсемпе яшсемччĕ. Уйрăмах Чăвашкасси хĕрĕсем – Розăпа Зоя Афанасьева пĕртăвансем асра юлнă. Питĕ пултаруллă та маттур, хастар хĕрсемччĕ.
Шкул директорĕ Иван Трофимович Шахин пирĕн ĕçпе яланах интересленетчĕ. Шкулта вĕренӳпе воспитани пĕр шайра шутланса тăратчĕç. Ĕç пирки те манман. Субботниксенче шкул таврашне кăна мар, ял урамĕсене те тасатнă. Кивĕ хут, тимĕр-тăмăр пухса патшалăха панă. Кун пек ĕçсене кашни звено, отряд пĕр-пĕринпе ăмăртса пурнăçлатчĕ. Мала тухнисене Хисеп хучĕсемпе чыслаттăмăр.
Çав вăхăтри пурнăçа аса илмелли нумай.
Ман шутпа, халĕ те шкулсенче пионер отрячĕсемпе октябреноксен звенисене чĕртсе ямалла. РФ Президенчĕ Владимир Путин та патриотла воспитанипе ытларах ĕçлеме хушнă. Шăпах ачасен пуçламăш организацийĕсем çак тĕллеве пурнăçлама пулăшаççĕ.
 
Ульяновск хули.
 
: 200, Хаçат: 20 (1369), Категори: Асаилӳсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: