Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Александр Яковлевич Пархоменко 1886 çулхи декабрĕн 12(24)-мĕшĕнче Луганск çывăхĕнчи Макаров Яр ялĕнче çуралнă. Украинец. Граждан вăрçи участникĕ, 1904 çултанпа парти членĕ.
1900 çултанпа Луганскри заводсенче вăй хунă, революци юхăмне хастар хутшăннă. Ăна темиçе хутчен те арестленĕ. Вăл 1905-1907 çулсенчи пĕрремĕш вырăс вăрçине хутшăннă.
1916 çулхи май тата июнь уйăхĕсенче металлургсем икĕ хутчен пăлхав çĕклеççĕ. Июль уйăхĕнче эсерсен, большевиксемпе меньшевиксен тата Луганск рабочийĕсен хушшинче сиксе тухнă стачка икĕ эрнене тăсăлать. Унта 15 пин çын хутшăнать. Çавăнта хутшăнакан 50 рабочие арестлеççĕ, 600 яхăн çынна, вăл шутра Александр Пархоменкăна та, фронта ăсатаççĕ.
1917 çулта Пархоменко Донбасра совет влаçĕ туса хурас ĕçе хутшăнать. Ăна Луганскри Хĕрлĕ çар штабĕн пуçлăхне çирĕплетеççĕ. Унпа пĕрлех вăл Луганскра рабочисемпе хресченсен милицине туса хурать.
1918 çулта вăл Хĕрлĕ çарăн уйрăм полномочиллĕ çынни тата 10-мĕш çарăн РВС членĕ. Çав çулах вăл шуррисен çарĕ-пе тата нимĕç оккупанчĕсемпе çапăçать. 5-мĕш Украина çарĕ-пе Царицына çитет.
1919 çулта – Харьковри гарнизон начальникĕ, Харьков кĕпĕрнин çар командирĕ, «григорьевщинăна», кайран 1-мĕш Лаша çарне хирĕç çапăçнă. 1920 çулта Ростов хулин коменданчĕ.
Александр Пархоменко Совет Союзĕпе Польша хушшинчи вăрçă участникĕ, 14-мĕш кавалери дивизин командирĕ.
1921 çулхи январĕн 3-мĕшĕ-нче Бузовка ялĕ çывăхĕнче махновецсем ăнсăртран 14-мĕш кавалери дивизине тапăнаççĕ. Начальникĕпе пĕрлех салтакĕ-сене те персе, касса-вакласа пĕтереççĕ. Пĕр командирĕ çеç сывă юлать. Тăшмансенчен тарса хăтăлма Пархоменкăна чаплă лаши пулăшать. Кайран Махно штабĕн пуçлăхĕ В.Беляш асаилĕвĕнче çапла çырни пур: «Пархоменкăна тыткăна илнĕ, хаяррăн тĕпченĕ. Сывă хăварсан Пархоменко Махно енне куçма сăмах панă. Апла пулин те ăна персе вĕлернĕ».
Литературăра Пархоменкăна Махно çыннисем мар, хăй çумĕ-нчи сутăнчăксемех вĕлернĕ тесе çырни пур.
 
: 638, Хаçат: 20 (1369), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: