Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пелагея Борисова (Грушина) Чăнлă районĕнчи Кашара пысăк та туслă çемьере çуралса ӳснĕ. Ялта ăна Полина тесе чĕнеççĕ. Çемьере вăл 6-мĕш ача – чи кĕçĕнни. Май уйăхĕн 20-мĕшĕнче вăл 60 çул тултарнине паллă тăвать.
 
-Анне мана хĕрĕхре çуратнă. Эпĕ сакăр класс Кашари хĕрлĕ кирпĕчрен тунă пĕр хутлă шкулта (И.Я.Яковлев пулăшнипе тунăскер) пĕтернĕ. Пилĕк çултах ĕçе кӳлĕннĕ. Атте – Николай Васильевич – 1953 çултан «Волна» (каярахпа – «Волга») колхоза ертсе пыма пуçланă. 1960-65 çулсенче ял совечĕн председателĕнче вăй хунă. Анне колхозница. Аттепе анне пире пĕр хĕрхенмесĕр мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарчĕç. Атте эпир мĕнле вĕреннине çирĕп йĕрлесе тăратчĕ, анне вара хуçалăхри ĕçсемшĕн яваплăччĕ. Пĕр çуллахи каникулта та килте ларман эпир, ял ачисемпе посадкăна сурăхсем валли ешĕл турат пуçтарма кунĕпене кайнă. Çавăнпа хамăрпа çимелли-ĕçмелли чикнĕ. Пирĕн хушăмăрта ăмăрту ирттеретчĕç: кам нумай пухать – çавна укçан преми. Пысăк укçа мар, паллах, ачана хавхалантармалăх ĕнтĕ... Анчах ăна пире мар – аннесене панă. Ку çеç те мар. Алла муттик тытма вĕренсенех эпир чĕкĕнтĕр çумлама çӳренĕ. Пире валли ятарласа пĕчĕк муттик туса паратчĕç. Анне 5-6-шар гектар илетчĕ. Эх, çамрăк пилĕксене аваттăмăр колхоз хирĕнче... 2-3-мĕш класра вĕреннĕ чух мана киле апат пĕçерме хăваратчĕç. Атте председатель пулнипе пирĕн ыттисемшĕн тĕслĕх пулмалла пулнă, тавтапуç вĕсене пире çапла ĕçе вĕрентнĕшĕн. Шел, иккĕшĕ те пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕç,- аса илет Пелагея Николаевна.
Шкулта вĕреннĕ çулсенче Полина спортра пысăк ӳсĕмсем тăвать. Ялти учитель – Анатолий Головин пиçĕ кĕлеткеллĕ хĕре гимнастикăна явăçтарать, кăткăс упражненисем тума вĕрентет. Сĕтел çинче хусканусем тăвассипе районта малти вырăн йышăнса вăл Ульяновскри ăмăртăва хутшăнать – виççĕмĕш вырăна тивĕçет. Çăмăл атлетикăра та Полинăна çитекен сахал пулнă вăл вăхăтра. Вăл юрлама тата ташлама юратнă. Пĕрре ялти клубра вăл «Морячка» ташă çаптарса пурне те тĕлĕнтернĕ. Хусканăвĕсене те, костюмне те хăй шутласа кăларнă.
Шкул пĕтерсен ăçта вĕренме каяс ыйту сиксе тухсан вăл пĕр иккĕленмесĕр Ульяновскри культурăпа çутĕç училищине кайнă, оркестр уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Питĕ кăмăлне кайнă ăна баян, пианино калама вĕренме. Ялти хĕр-тантăшĕ кашни каймассерен Полинăна яла таврăнма ӳкĕтлет. Çур çул вĕреннĕ хыççăн вăл училищĕне пăрахса яла таврăнать. Вĕренĕве малалла Тутар Каша шкулĕнче тăсать. 10 класс ялта пĕтерет. Сăлтавĕ, паллах, хĕр-тантăшĕнче çеç пулман. Шăпах çав вăхăтра ялти Александр Борисовпа унăн хушшинче юрату туйăмĕ вăй илсе пынă. Лешĕ 10-мĕш класра вĕреннĕ.
Шкул пĕтерсен Полина автозавода ĕçлеме каять, контролера вĕренсе тухать. 18 çул тултарсан Александрпа çемье чăмăртать. 1975 çулта ялта вĕсен туйĕ кĕрлет.
-Малтанах эпир хваттере кĕрсе пурăнтăмăр. Шывне çăлтан йăтмаллаччĕ, каланккана вутăпа хутмаллаччĕ. Пĕрремĕш ача Лариса çакăнта çуралчĕ. Кайран мăшăра Тури террасăри виçĕ пӳлĕмлĕ хваттерте пӳлĕм уйăрчĕç. Ачана вырнаçтарма тесе эпĕ ача садне повара вырнаçрăм. Ăна хупсан «Комета» завода ĕçлеме куçрăм. Тăхăр çул ĕçленĕ хыççăн каллех автозавода таврăнтăм. Çавăнтан пенсие тухрăм,- каласа парать Пелагея Николаевна.
50 çул тултарсан ватă ашшĕн сывлăхĕ начарланнипе (вăл суккăрланать) вĕсем Кашана куçса каяççĕ. 2007 çулта ашшĕ вилет, 2010 çулта – амăшĕ. Хытă куляннипе 2009 çулта Пелагея Николаевнана та инсульт пулать. Телее, ачисем тăрăшнипе вăл ура çине тăрать.
Борисовсен хулара хăтлă хваттер, анчах та çĕр çийĕ юртан тасалсанах вĕсем Кашана васкаççĕ. Ашшĕ-амăш килĕнче йĕрке тытса тăраççĕ, пахчара чаваланаççĕ. Хулана вара хĕл каçма пахча ĕçĕсем вĕçленсен тин таврăнаççĕ. Пушă вăхăтра Пелагея Николаевна пултарулăх ĕçĕпе аппаланать – кухньăра усă курмалли хăмасене хохлома мелĕпе илемлетет.
Ашшĕ-амăшне сума сăвакан хăй те ачисенчен пархатар курать теççĕ халăхра. Борисовсене те Лариса хĕрĕпе кĕрӳшĕ, Дима ывăлĕпе кинĕ мĕнпур енĕпе пулăшса пыраççĕ. Мăнукĕсемпе те мухтанаççĕ Борисовсем. 69 шкулта 9-мĕш класра вĕренекен мăнукĕ Николай – волонтер тата шкулăн «премьер-министрĕ». Димăн аслă ывăлĕ Данила пиллĕкмĕш класра «5» паллăсемпе çеç вĕренет. Иккĕмĕш ывăлĕ Егор икĕ çулта çеç-ха.
Пелагея Николаевнапа Александр Александрович пĕрлешнĕренпе 41 çул çитнĕ. Нумай савăнмалли, кулянмалли пулнă вĕсен çак хушăра. Ывăлĕ – Дима – иккĕмĕш Чечня вăрçине кайса тыткăна лексен мĕн чухлĕ куççуль тăкнă, çывăрман каçсем пулнă вĕсен. Телее, веçех йĕркеллĕ вĕçленнĕ.
Паян Борсовсем ачисемпе мăнукĕ-сен ӳсĕмĕсемпе савăнса пурăнаççĕ.
 
: 211, Хаçат: 20 (1369), Категори: юбилей

Комментарисем:

Tambrey (2016-06-30 12:57:32):
No jokeĕ I'/ve never been a believer in scheduling —/ a true pantseat flyer —/ but it'/s hard not to salivate over the optionsĕ It'/s gonna be greetrrerar! BTWĔ Love the new Ĕ Sloane!

Lark (2016-07-02 02:28:10):
Which came firstĔ the problem or the sonutiol.<Ӳa> Luckily it doesn't matterĕ

Cindy (2016-07-02 08:46:08):
Real brain power on diasplyĕ Thanks for that answer! http,ӲӲzwazkhpasgĕc om [urlçhttp,ӲӲcqiazomj khlĕcom]cqiazomjkhl[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲehnrnmw knpdĕcom]ehnrnmwknpd[Ӳlink]

Keyon (2016-07-04 20:48:32):
Free knowledge like this doesn't just helpĔ it promote decrcoamyĕ Thank youĕ http,ӲӲqwcgnpnotvĕc om [urlçhttp,ӲӲmoynvjpt ĕcom]moynvjpt[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲnmvthuĕ com]nmvthu[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: