Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Пирĕн истори)
Ульяновск облаçĕнчи пĕрремĕш Акатуй 1989 çулхи çу (май) уйăхĕн 28-мĕшĕнче Ульяновскри Çĕнтерӳ паркĕнче иртнĕ. Уява йĕркелеме И.Я.Яковлев обществин членĕ Александр Михайлович Цыганов сĕнӳ панă. Унăн шухăшне ырласа пурнăçа кĕртме пулăшаканĕ Виктор Глебович Егоров-Аванмарт пулнă. Паян вăл пире пĕрремĕш Акатуй пирки каласа парать:
- 1989 çулта чăвашсем И.Я.Яковлев обществине пухăнма пуçланă. Мана та вĕсем шыраса тупрĕç. Ĕç-пуç çапла пулса тухрĕ: пĕррехинче мана арăм “Ульяновская правда” хаçатри пĕлтерĕве кăтартрĕ. Унта гороно чăвашла, тутарла пĕлекен, чăвашла вĕрентме пултаракан çынсене шыранине пĕлтернĕ. Эпĕ палăртнă кун кайрăм. Тутарсем нумайччĕ, чăвашсенчен эп пĕччен. Адреса ыйтса юлчĕç. Кайран Яковлев обществине йĕркелес ыйтупа пирĕн хисеплĕ ватăсем горонона пырсан ман адреса пĕлнĕ. Çапла эп чăваш наци юхăмне кĕрсе кайрăм. Çав вăхăтра обществăна йĕркелес ыйтупа час-часах Ульяновскри 17-мĕш вулавăшра, облаçри ача-пăча вулавăшĕнче пухăнаттăмăр.
Авалхи уява аса илсе Ульяновскра Акатуй ирттересси пирки чи малтан Александр Михайлович Цыганов сăмах тапратрĕ. Вăл çак ыйтупа Иван Сергеевич Кирюшкинпа та калаçнă. Анчах ватăсем алă сулнă: “Малтан обществине йĕркелер-ха, кайран куç курĕ”,- тенĕ. Цыганов пурĕпĕр Акатуй шухăшне пăрахманнипе вĕсем ман çине тĕллесе янă. “Акă сана çамрăк Егоров, хуть те мĕн тăвăр”,- тенĕ. Эпир вара Цыгановпа иксĕмĕр шухăшлама пуçларăмăр, кунне палăртрăмăр – çу уйăхĕн 28-мĕшĕ, вырсарникун. Мĕншĕн çак куна палăртнине халь калаймастăп, астумастăп. Анчах хатĕрленме вăхăчĕ çав тери сахал юлнăччĕ. Цыганов мана уява ирттермелли планĕпе паллаштарчĕ. Унăн списокĕнче 30 ытла ансамбльччĕ. Ăçтан тупнă вăл вĕсене? Курнă та çырса хунă. Пурне те уява чĕнсе çырусем ятăмăр.
Цыганов шухăшĕпе, Акатуйра Иван Яковлевич Яковлев тумтирĕсен куравне йĕркелемеллеччĕ, тухса çӳрекен музей пек. Экспоначĕсене вăл А.Н.Зубов патĕнче курнă. Анчах музей экспоначĕсене пама килĕшмерĕç: “Сыхлакансемсĕр пĕр япалана та музейран кăлармастпăр”,- терĕç. Ку курава йĕркелеймерĕмĕр.
Акатуя хатĕрленнĕ май эпир алпа çырса афишăсем хатĕрлерĕмĕр, радиопа та пĕлтерӳ панăччĕ пек астăватăп. Александр Пешне вăйăсем ирттермелли табличкăсем çырса пачĕ. Александр Цыганов хăй ĕçлекен заводран вăйă ирттерме çĕмрĕк чӳлмексем илчĕ, хăй укçипе автан туянчĕ. Мăшăрăм Ирина Николаевна михĕсем çĕлерĕ, эпĕ йывăçран кашăк тата çăмарта касса кăлартăм.
Паркпа йывăрлăх пулмарĕ. Укçа пирки ун чухне ниçта та ыйту тăман. Хамăр хушăра та çапла пулнă, кам мĕн пултарнă, çавна тунă. Акатуй ирттерес тесе парк ĕçченĕсем патне пырсан – савăнчĕç, пулăшма пулчĕç. Хăйсен вăйĕпе, пĕлнĕ-пĕлмен: “Ырă сунса кĕтетпĕр”,- тесе çырнăччĕ. Паллах, йăнăшпа. Юрать.
Акатуя чĕнмелли ансамбльсен списокĕ самай пулсан та Николай Косыревăн “Эреветне” кăна чĕнсе илме пултартăмăр. Вĕсемпе те пăтăрмах пулса тухрĕ, çавăнпа Акатуя малтан палăртнă пек тытăнаймарăмăр. Вăл вăхăтра Атăл урлă каçмалли кĕпере юсама хупнăччĕ. Атăлăн сулахай енчен сылтăм енне пăрахутпа каçмаллаччĕ. Ку çул вара вăрăмрах та кансĕртерех. Аслăраххисем Атăл урлă каçасси пит йывăр пулнине астăваççех. “Эреветсем” те Çĕнтерӳ паркне пит нушаланса та кая юлса çитрĕç. Халăх вара паркра пухăнса пырать. Мĕн тумалла? Вăйăсем выляттарма пуçларăмăр. Вăйăсен программи анлăччĕ: чӳлмек çапса çĕмĕресси, михĕсемпе пĕр-пĕрне пĕрене çинчен çапса ӳкересси, кашăк çине çăмарта хурса çăварпа йăтасси, юпа çине хăпарса чи пысăк парне – автан илесси. Халăх хушшинче чупкаларăмăр кăна. “Эревет” паркра курăнса кайсан вара лăштах пултăм. Вĕсем сцена çинчен чăваш юррине тăсса ярсан пĕтĕм чăвашăн чунĕ уçăлчĕ. Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче уçă сывлăшра пĕрремĕш хут чăваш юрри янăрарĕ. Тинех чăн-чăн Акатуй пуçланчĕ!
Мĕн каламалла вăл уяв пирки? Кăлтăксăр пулмасан та – вăл иртрĕ! Çав паха. Эпир Акатуя ирттерме пултарассине И.Я.Яковлев обществине йĕркелессишĕн чупакансем те ĕненмерĕç, шанмарĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ парка интересленсе пырса та пăхмарĕ. Официаллă çынсенчен ун чухне наци ыйтăвĕсен комитетĕнче ĕçлекен Галина Михайловна Чулакова пырса кайрĕ. Сăмах тухса калакан та пулман. Шел, çав уявран сăн ӳкерчĕксем те çук. Эпĕ халăха выляттарнă, йĕркеленĕ, чупнă. Тен, курма пынисенчен кам та пулин ӳкернĕ, пĕлместĕп.
Тепĕр çул вара, 1990 çулта, Акатуй пулаймарĕ. Эпĕ çак ыйтупа И.Я.Яковлев обществине пытăм та мана: “Нет нужды”,- тесе хурав пачĕç. Цыгановăн ун чухне вăхăт çукчĕ, çурчĕ çунса кайнипе уявпа аппаланма майĕ те, кăмăлĕ те пулман. Çапла Акатуйсăр юлтăмăр.
1991 çулта вара Ульяновскра иккĕмĕш Акатуй иртрĕ. Вăл вăхăтра хулара “Туслăх çурчĕ” йĕркеленет. Уяв вĕсен ĕç планне кĕрет. Укçа-тенкĕ парсан ĕçлекен те тупăнать. Ун хыççăн Ульяновскра кашни çулах чăвашсен авалхи уявĕ – Акатуй иртет.
 
: 1168, Хаçат: 16 (1108), Категори:

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: