Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче палăрнă поэтсем хушшинче Велимир Хлебников пултарулăхĕ хăй евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать. Вĕсем, ун чухне вырăс литературине кĕнисем йышлă пулнă: Константин Бальмонт, Вячеслав Иванов, Валерий Брюсов, Михаил Кузьмин, Александр Блок, Андрей Белый, Николай Клюев, Владислав Ходасевич, Николай Гумилёв, Алексей Крученых, Максимилиан Волошин, Игорь Северянин, Анна Ахматова, Николай Асеев, Борис Пастернак, Осип Мандельштам, Марина Цветаева… Çав ретрех Владимир Маяковский, Сергей Есенин паллах. Ку списока чылай тăсса кайма пулать. Тĕрлĕ ят, тĕрлĕ шăпа, тĕрлĕ юхăм: символистсем, акмеистсем, футуристсем.
В.Хлебникова илес пулсан вăл пурĕ те 37 çул çеç пурăннă. 1885 çулхи юпа (октябрь) уйăхĕн 28-мĕшĕнче Астрахань енчи Кĕçĕн Дербент ялĕнче, Атăл Каспи тинĕсне юхса кĕнĕ тăрăхра, çуралса 1922 çулхи çĕртме (июнь) уйăхĕн 28-мĕшĕнче Новгород кĕпĕрнинчи Санталово ялĕнче вилнĕ. 1960 çулта поэт тăприне Мускава куçарса Новодевичье масарне пытарнă.
Поэт пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ те кăткăс. Хăй вăхăтĕнче вăл Хусан университетĕнче вĕренсе пĕлӳ илнĕ, математикăпа, çут çанталăк наукисемпе, сăнарлă искусствăпа кăсăкланнă (пултаруллă ӳнерçĕ пулнă). Çак туртăмсем унăн пултарулăхĕнче те палăрнă. Пурнăçра вăл чĕмсĕр, сăпайлă çын пулнă. 1908 çулхи авăнта (сентябрь) Виктор (Велимир ята вăл каярах илнĕ) Хлебников Петербурга куçать. Кунтах çамрăк поэтсемпе туслашса ĕçлет. Поэзие вăл футурист пулса кĕнĕ. Унăн поэзийĕ «йывăр», ахаль вулакансене ĕненме хĕнтерех, сăмах вылявĕсем йышлă унта. Çав вăхăтрах чăн-чăн ахах пĕрчисем те тĕл пулаççĕ. Çакна ĕçтешĕсем те, критиксем те пĕр хутчен мар пусса палăртнă. В.Хлебников хăй вăхăтĕнчи литературăна лайăх пĕлнĕ. Тĕпрен илсен вăл эпикăлла сулăмпа çырнă. Поэмисем: «Хаджи Тархан», «Каменная баба», «Поэт», «Ладомир», «Настоящее», «Труба Гульмуллы», «Берег невольников», «Уструг Разина».
Ку чухнехи чăваш çамрăкĕсене В.Хлебников пултарулăхĕпе кăштах та пулин паллаштарас тесе эпĕ унăн хăш-пĕр кĕске сăввисене куçартăм.
ххх
Утсем вилнĕ чух – сывлаççĕ,
Курăк вилнĕ чух – хăрать.
Хĕвелсем вилнĕ чух – сӳнеççĕ,
Çын вилнĕ чух – юрлать.
(1913)
 
ххх
Паян эпĕ каллех тухатăп
Пурнăç сутнă-илнĕ çĕре, пасара.
Пасарпа кĕрешме кăларса яратăп
Юрă çĕкленĕ хăватлă çара!
(1914)
 
ххх
Çулсем, çынсем, халăхсем
Ыткăнаççĕ çăвана,
Шыв юхнă пек, ялана.
Çут çанталăк чунĕсем –
Эпир, калăн пулăсем,
Тетĕлĕсем – çăлтăрсем,
Ĕмĕлкисем – турăсем.
(1916)
 
ххх
Çаппа-çарамас килет ирĕк,
Пăрахса чĕрене чечексем.
Утатпăр унпа пĕрле çирĕп
Эпир, ĕмĕтпе хĕрĕнсе.
Эпир, салтак евĕр, утатпăр,
Картатпăр варти шухăша:
Калатпăр: халăх хăй пултăр
Унта та, кунта та патша!
Ан тив хĕрсем юрă шăратчăр,
Тӳре-халăха пахалатчăр,
Аваллăх çулне те ан манччăр,
Хĕвел ăшшине сапалаччăр.
1917 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕ.
 
: 818, Хаçат: 43 (1135), Категори: Астăвăм

Комментарисем:

Alexavia (2016-06-30 17:01:13):
You've got to be kidding me-it's so trlnsparentay clear now!

Demelza (2016-07-02 02:33:51):
I'm impressed by your writingĕ Are you a professional or just very kneleodglabwe.<Ӳa>

Zarya (2016-07-04 20:53:58):
Grazi for mankig it nice and EZĕ http,ӲӲsmjmwccprhkĕ com [urlçhttp,ӲӲuyregvlp oĕcom]uyregvlpo[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲwhthkjĕ com]whthkj[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: