Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чӳрекел шкулĕнчи саккăрмĕш класра тăватă ача вĕренет: икĕ хĕрача тата икĕ арçын ача.
Сергей Дьяконовпа Александр Шкаликов – юлташсем. Урăхла пулма та пултараймасть, класра иккĕн кăна вĕсем. Çавăнпа уроксенче те пĕрле, уроксем хыççăн та.
Сергей «пиллĕк» паллăсемпе кăна вĕренсе пырать. Пур предмета та кăмăллать вăл. Уроксене тĕплĕн хатĕрленет, киле парса янă ĕçсене пурнăçламасăр шкула кайни нихăçан та пулман.
Саша вара хăш чухне «виççĕ» илнин сăлтавĕ почеркĕ начар пулнинче тесе ăнлантарать. «Йăнăшсем кайкалани те пулать ĕнтĕ», - тет вăл сăпайлăн.
Уроксем хыççăн Сергейпа Саша юратнă вĕрентекенĕ Сергей Григорьевич Ярославский ертсе пыракан шкулти спорт секцине çӳреççĕ. Унта вĕсем волейболла, футболла, баскетболла выляççĕ. Ăмăртусене те хутшăнаççĕ. Вĕсен команди районта пĕрре кăна мар мала тухнă.
Юлташсен шкулти тепĕр интересĕ – музей. Çĕршывăн пулас сыхлавçисене унти патриотика темипе çыхăннă кĕтес ытларах кăмăла каять. Вăрçа хутшăннисемпе вăрçă ачисем пирки материал пухнă çĕре хăйсем те хутшăннă-çке-ха. Музейра Сергей Дьяконовăн мăн аслашшĕпе мăн асламăшĕн тата мăн кукашшĕпе мăн кукамăшĕн сăнӳкерчĕкĕсем упранаççĕ. Вĕсен пурнăçĕ çинчен те ача тĕплĕн пĕлет. Музея курма килекенсене каласа парать.
Пушă вăхăтра Сергейпа Саша вăрмана е посадкăна çӳреме юратаççĕ. Кунта вĕсем çутçанталăка сăнаççĕ. Хăш чухне тилĕ е мулкач кураççĕ, кайăк-кĕшĕке сăнаççĕ.
-Хĕлле йĕлтĕр çине тăратпăр та вăрман енне çул тытатпăр, юр ирĕлсен – çуран, ăшăтса çулсем типсен вара велосипед утланатпăр. Сывлăхшăн та аван, тавралăха та сăнама вĕренетпĕр, - каласа параççĕ арçын ачасем.
Сергейпа Саша çуллахи каникулта та пĕрле: е пулă тытма çырма хĕррине кайса лараççĕ, е шкул таврашĕнчи ĕçсене пурнăçлаççĕ. Паллах, ытти тантăшĕсем пекех вĕсем компьютер умне ларма та вăхăт тупаççĕ. Анчах компьютер умне ларса вăхăта ахаль ирттермеççĕ. Пĕр-пĕр кирлĕ информаци кăна шыраççĕ. Кунти вăйăсем мĕнпур вăхăта çăтса яма пултарасса, вăхăтра чарăнмасан вăл чир пулса тăрасса лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа ытларах çутçанталăкра пулма тăрăшаççĕ те.
 
 
Майна районĕ.
 
: 248, Хаçат: 20 (1369), Категори: Cамрaксен страници

Комментарисем:

Kert (2016-06-30 13:25:28):
I er sietmlphen sødeĔ jeg glæder mig bare sÃ¥ meget ,-)Jeg lægger megen omtanke og kærlighed i mine dukkerĔ laver dem som var de til mig selv og mine børnĔ dejligt i kan se detĕ TAKKH

Roxanna (2016-07-02 02:28:17):
So excited I found this article as it made things much quirekc!<Ӳa>

Flora (2016-07-02 14:36:58):
Slam dunkin like Shaquille O'NealĔ if he wrote
inotrmafive<Ӳa> articlesĕ

Susy (2016-07-04 20:48:38):
That's really thinking at an imrpsesive level http,ӲӲdiukiudĕcom [urlçhttp,ӲӲfrhqjrfĕ com]frhqjrf[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲtoxzlgt ĕcom]toxzlgt[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: