Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чĕмпĕр тăрăхне эпĕ 1980 çулта килсе вырнаçнăччĕ. Унтăр кĕтесĕ, вăрман, Атăл шывĕ, çаран, çеремре – çырла, тутлă шăршăллă чей курăкĕ ӳсет, сад-пахчара улма-çырла – çăтмаха лекнĕнех туйăннăччĕ.
Манпа пĕрле тете тата икĕ йăмăк çемйисемпе килсе тĕпленчĕç. Ĕçĕсем те аван, хваттерĕсем те пур, укçа та аван тӳлеççĕ. Совхозра колхозри пек мар. Пушă вăхăтра клуба кино курма, концертсем лартма çӳреттĕмĕр. Концертсемпе кӳршĕ ялсене, района та çитнĕ.Тĕрлĕ уявсене те хутшăнаттăмăр. Эпир, виçĕ пĕртăван, пĕрле юрлаттăмăр. Репертуарта «Уçланкăри палан, «Шăнкăрав курăкĕ», «Тавах, анне» юрăсем пурччĕ. Фермăсемпе хирсенче ытларах чăвашсем ĕçленипе эпир вĕсем патне çитсе чăваш юррисемпе савăнтараттăмăр. Пире ентешсем яланах хытă алă çупса йышăнатчĕç.
1989 çулта чăвашла «Еткер» телекăларăм, «Канаш» хаçат тухма тытăнсан, чăваш чиркĕвĕ уçăлсан чăвашсем ирĕклĕрех сывласа ячĕç. Эпир «Шăнкăрав курăкĕ» юрăпа чăвашла кăларăма лекрĕмĕр. Аслă редакторĕ кăмăлне кайнипе-и – ку юрă сенкер экран çинчен темиçе хутчен те янăрарĕ. Каярахпа ытти юрăсемпе те халăх умне сахал мар тухрăмăр. 1993 çулта манăн «Ах, аннеçĕм, анне» юрă çуралчĕ. «Лантăшсем» юрă тухсан та эпир куракансем ыйтнипе ăна нумай шăрантарнă.
«Канаш» хаçатпа çыхăну 1992 çултанпа пырать. Малтанах унта атте парса хăварнă «Пурнăç çулĕ такăр мар» калава пичетленĕччĕ. Ун хыççăн хамăн «Усрав ывăл», «Сарă тутăр» тата вулакансен кăмăлне каякан ытти калавсем кун çути курчĕç. Вара эпĕ те халăх кăмăллакан çыравçăсен шутне кĕтĕм. «Канаш», «Самана», «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсенче, «Тăван Атăл» журналта сăввăмсем, юррăмсем пичетленчĕç.
2005 çулта «Еткер» фончĕн президенчĕ Олег Мустаев тата пайташĕ Петр Исли тăрăшнипе И.Я.Яковлев премине тата орденне тивĕçрĕм.
«Ах, аннеçĕм, анне» юрра халăх юратса юрланипе чун савăнать. Ку юрра мордвасем те хăйсен чĕлхине куçарса юрлаççĕ тенине илтнĕччĕ. Аннесем пур халăхшăн та хаклă-çке.
И.С.Кирюшкин И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществине, В.В.Афанасьев чăвашсен обществăлла канашне ертсе пынă вăхăтра тĕрлĕ пухусем, семинарсем час-часах иртетчĕç, пире унта хутшăнма йыхравсем яратчĕç. Эпир яланах хăнасен шутĕнче пулнă.
Полина йăмăк Вениамин Афанасьева: «Эсир пирĕн атте пек»,- тесе пĕрре мар каланă. Лешĕ вара пире юратса манăн хĕрсем тетчĕ.
Эпир тĕрлĕ юрă-ташă конкурсĕ-сене хутшăнса тивĕçлĕ вырăнсемпе парнесене тивĕç пулнă. Шупашкарти чăваш телевиденине тата радио кăларăмĕсенче те юрăсемпе тухнă. Атнер Хусанкай, Валерий Туркай, Светлана Асамат сăвăç-çыравçăсемпе туслă тăтăмăр, халĕ те çыхăну тытатпăр-ха.
Хам шутран эпĕ икĕ кĕнеке кăлартăм. Вĕсене Шупашкарти кĕнеке издательствинче пичетлерĕç. Пĕрремĕшĕ 2006 çулта 500 экземплярпа тухрĕ. Пурне те парнелерĕм, алла кĕнеке юлмарĕ те. Çĕнĕ хулари шăл тухтăрĕ Николай Розов пулăшнипе тепре кăларма май пулчĕ. Пĕррехинче вăл Александр Богатовпа Унтăра пынăччĕ. «Строительная корпорация» ертӳçи Николай Абрамов Патшалăх Думине депутат кандидачĕ пулнă вăхăтра пирĕн патăмăра кĕнĕччĕ вĕсем. Эпир те пулас депутата вырăнти чăвашсемпе паллаштарма килĕшрĕмĕр ун чух. Çавăн чухне мана Николай Розов:
-Хăвна кĕнеке юлманни вăл аван. Апла-тăк çĕнĕ кĕнеке кăларма сăлтав пур»,- тесе 5 пин укçа кăларса тыттарчĕ. Çапла вара иккĕмĕш кĕнеке те кун çути курчĕ.
Александр Богатов «Родина Ильича» тата «Канаш» хаçатсенче журналистра ĕçленĕ май Унтăрти чăвашсем çинчен сахал мар çырса тăратчĕ. Александр Михайлович маншăн тăван пиччерен те хаклă, çынсемпе ĕçлеме, туслă пурăнма вĕрентекен çын.
2012 çулта хам 60 çул тултарнине халалланă уява Пăвари Культура керменĕнче паллă турăм. Мана саламлама Чĕмпĕр хулинчен «Еткер» телекăларăм редакторĕ Олег Мустаев мăшăрĕпе, «Палнай» юрă ушкăнĕ тата Кĕрешӳ федераци ертӳçи Сергей Краснов килсе çитрĕç. Ăшă сăмахсемпе, çепĕç юрăсемпе ман чĕрене савăнтарчĕç. Юбилей каçне Олег Николаевич «Еткерпе» кăтартрĕ.
Эпĕ Чĕмпĕр тăрăхĕнчен куçса кайнă пулсан та мана унти юлташсем пăрахмаççĕ. «Канаш» хаçат редакцийĕ хăйсен юбилейĕсемпе ларăвĕсене йыхравласах тăрать, сăвă-калав çырма хавхалантарать.
Кăрлачăн 8-мĕшĕнче Олег Мустаев мана тата Пăвари ЧНКЦ ертӳçине хăйĕн юбилей каçне йыхравларĕ. 150 çынран 100-шне паллатăп, вĕсем те мана пĕлеççĕ. Эпир унта юбилярпа унăн амăшне «Ах, аннеçĕм, анне» юрра парнелерĕмĕр. Пирĕнпе пĕрле мĕнпур хăна юрларĕ. Питĕ савăнтăм.
Тавах сире, ырă кăмăллă чăваш халăхĕ. Çапла малашне те пĕрле туслă пурăнар!
 
 
Тутарстан Республики,
Пăва хули.
 
: 311, Хаçат: 20 (1369), Категори: Астăвăм

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: