Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 11-19-мĕш номерсенче.)
 
Тăван çĕршывпа пирĕн вăхăтри хĕвеллĕ самана çинчен пайтах сăвă-юрă, калавсемпе очерксем, поэмăсем çырчĕ. Кирек хăçан та çутă ĕмĕт-шухăшпа хавхаланса пурăннă Валентин Урташ...
Халăхран эп илтĕм вăйăма,
Халăхран вĕрентĕм пурăнма.
Халăх пек илемлĕ пурăнма
Ĕçĕмре паратăп чунăма, -
тет вăл «Пурнăçран ытла саватăп» сăввинче...
Çапла, поэт чăнахах та чăваш литературинче пĕтĕм чунне, пĕтĕм пултарулăхне парса ĕçлерĕ. Тăван халăхăмăра кăмăла çĕклентерекен, пурнăçа хĕрӳллĕн юратма чĕнекен илемлĕ произведенисем сахал мар парнелесе хăварчĕ...
Тухса калаçакансем хушшинче паллă чăваш поэчĕсемпе писателĕсем, искусство çыннисем, вырăнти влаçсен представителĕсем пулчĕç. Раккассинчен килсе çитнĕ Зоя Андреевнапа Анна Андреевна шăллĕне пытармалли шăтăк умĕнче тăрса пулса иртнине пуçĕсене пĕксе, куççуль юхтарса сăнаса тăчĕç. Вĕсем иккĕш икĕ енчен Тайăна хулĕнчен тытса вăй пачĕç. Тупăка шăтăка антарсан, йăлана кĕнĕ тăрăх, чи малтан аллисемпе тăпра илсе пăрахрĕç. Çар оркестрĕ сывпуллашу кĕввине пĕтĕм тавралăх чĕтресе тăмалла янраттарчĕ. Вилтăпри чĕрĕ чечексен айне юлчĕ...
...Тая, мăшăрĕн ятне ĕмĕрлĕхех литература тĕнчине кĕртес тĕллевпе, хăйсем пурăннă çурт çине Асăну хăми çапнине паллă тума Раккассине йыхрав ячĕ. Хăнасем хăш вăхăталла çитмеллине шута илсе уяв кĕрекине ирех хатĕрлеме тытăнчĕ.
Хĕвеллĕ те лĕм çил çук çуллахи кун. Апат-çимĕç пĕçерсе ытлашшипех ăшăнса кайнă кухньăна уçăлтарас шухăшпа вăл чӳречене яриех уçса ячĕ. Вĕсен хваттерĕ пĕрремĕш хутра вырнаçнă. Урамран пӳлĕме уçă сывлăш кĕрсе апат-çимĕç шăршине тата ытларах техĕмлетрĕ. Хĕрарăм юрла-юрла сĕтел çине юлашки турилккесене вырнаçтарчĕ. Сивĕтмĕшрен коньяк тата шампански кĕленчисене, савăт-сапа шкапĕнчен хрусталь черккесене кăларса лартрĕ.
- Кăштах канса илем-ха хăнасем киличчен, - терĕ сасăпах шăрăхпа тата ĕçлесе ĕшеннĕ хĕрарăм.
Салтăнмасăрах диван çине канлĕн майлашса выртрĕ. Тахăш самантранах тĕлĕрсе кайрĕ...
Тая мăйĕ пăвăннипе, сывлама сывлăш çитменнипе вăранса кайрĕ. Тăрасшăн пулчĕ, тăраймарĕ. Алли-ури капкăна çакланнă тейĕн, хускалаймарĕ. Йĕри-тавралла пăхасшăн пулчĕ, пăхаймарĕ, пуçне мĕн-тĕр тăхăнтарнă. Кăшкăрасчĕ – çăварне çирĕппĕн пăкăласа хунă.
- Чуну тухнă çĕре кĕреке хатĕрлерĕн пулать. Маттур. Эпир те çак ятпа шампански эрехне тăраничченех ĕçĕпĕр, - терĕ хĕрарăм хăлхинчен пăшăлтатса пĕр арçынни.
- Каларăмăр сана, пирĕнпе пĕрле пул терĕмĕр. Эсĕ, çитменнине, пирĕн çул çине тăрса сутăнчăклă ĕç турăн. Хăв тĕрĕс-тĕкелех хăтăлса юлса пĕрле вăрласа пуйнă укçапа пурăнасшăн пултăн. Çук, улталаймастăн! – хăрăлтатрĕ сасă тепĕр хăлхинчен.
- Курпун, шампански эрехне фужерсем çине яр та çапса çĕмĕр. Малтан чӳречене хуп. Сасă урама ан тухтăр.
Кĕлĕнче сирпĕнсе кайрĕ. Пĕр путсĕрĕн аллинче темиçе вĕçлĕ мăйĕ тытăнса юлчĕ.
- Атя, Курпун, ĕçне вĕçле...
Çĕмĕрĕлнĕ хулăн кĕленчерен пулса тăнă сивĕ хĕç-пăшал хĕрарăм карланки çине тăрăнса ларчĕ...
Вăрă-хурахсем хăйсем кĕнĕ çĕртенех хăвăрт тухса чӳрече умĕнче ӳсекен çăра тĕмсем хушшинче çухалчĕç. Чӳречене тул енчен хупса хăварчĕç.
Суяпа Анна телеграмма илсенех сумккăсене кучченеçсем тултарса çула тухрĕç. Шупашкара чиперех çитрĕç.
Пӳлĕм алăкĕн каççакĕ хĕррине вырнаçтарнă шăнкăрав тӳми çине пĕрре, иккĕ, виççĕ... пусрĕç. Уçакан пулмарĕ.
- Мĕне пĕлтерет ку/ - терĕ Анна.
- Кӳршĕсем патне кайман-и/ - терĕ Суя.
Йăмăксем кӳршĕ-аршăран ыйтса пĕлчĕç. Хваттер алăкĕ çывăх вăхăтра уçăлнă-хупăннине никам та илтмен. Вĕсем алăк умĕнче кинĕ таврăнасса нумайччен кĕтсе тăчĕç.
Питĕ хурланса юлашки автобуспа килĕ-сене таврăнчĕç.
Раккассине тепĕр кунах Шупашкартан милици машини килсе çитрĕ. Суяпа Аннана мĕн пулса иртнине ăнлантарма хăйсемпе лартса кайрĕç.
- Эпир кине вăрçа-вăрçа алăк умĕнче кĕтсе тăтăмăр. Вăл çав вăхăтра юн кӳлленчĕкĕнче выртнă пулнă иккен... – калаçса пычĕ çул тăрăх Анна.
- Тăр кăнтăрла, çынсем унта-кунта тухса çӳренĕ вăхăтра, мĕнле майпа киревсĕр ĕç тума пултарнă-ха путсĕрсем/ – сăмахларĕ Суя.
Йăмăксем кинне тирпейлесе пытарсан тин килĕсене таврăнчĕç...
... 1993 çулхи ылтăн та типĕ кĕркунне. Раккасси урамĕсем, кермен пек çӳлелле кармашса ларакан çуртсен умĕсем çулçăсен айне путнă. Ял улшăнса, çĕнелсе пыни куçкĕрет. Хакимкассин тухăç енчи вĕçĕнче пурăнакан Анна Андреевна Фадеева – Яковлева патне сумккă йăтнă, хулалла, çӳхе çул тумĕ тăхăннă арçын пырса кĕчĕ.
- Аван-и, Анна аппа/ - терĕ сывлăх сунса кĕтмен хăна.
- Каçарăр та, паллаймарăм-ха сире.
- Эпĕ ку, Чĕлĕмкассинчи Кĕркури ывăлĕ.
- Палларăм. Светлана хĕрĕме шкулта вĕрентнĕренпе те сире курман, Анатолий Григорьевич. Ульяновскра тухса тăракан чăваш хаçатĕнче ĕçлет тенине илтнĕччĕ-ха.
- Анна аппа, «Канаш» хаçат валли Валентин Урташ çинчен очерк çырас тĕллевпе ятарласа килтĕм. Ун çинчен санран лайăх пĕлекен çын та юлман ĕнтĕ. Суя аппа пурччĕ, вăл та 1982 çулта вилсе кайнă иккен. Кĕçĕнни, Улька аппа, пурăнатчĕ, кăçал çут тĕнчерен уйрăлнине илтрĕм. Тархасшăн, Валентин Урташ çинчен çыракансем нумай пулнă та-ха, манăн унăн пурнăçĕнчи ниçта та пичетленмен пулăмсем çинчен пулас хайлавăмра каласа кăтартас килет. Фактсемпе пуянлансан повесть çырас тĕллевĕм те пур.
Анна Андреевнапа журналист нумайччен калаçса ларчĕç. Раккасси легендин паянччен пурăнакан пĕртен-пĕр аппăшĕ, тен, хăй пурнăçĕнче журналистсемпе урăх тĕл пулайманнине туйнă та пулĕ, пылпа чей ĕçсе ларнă хушăра ентешне никама каласа паман пулăмсемпе паллаштарчĕ.
- Анна аппа, малтанах каçару ыйтатăп. Ку ыйту сирĕн йăх-тымар вăрттăнлăхĕ-сене уçса парасса ĕмĕтленетĕп. Кун çинчен Раккасси çыннисем те пĕлмеççĕ. Хаçат-журналта тĕрлĕ майлă çавăрттараççĕ. Валентин кун-çулне çутатса пама тăрăшакансем пĕр-пĕринпе тавлашаççĕ. Пирĕн ялăн литературăпа поэзи легендин хушма ячĕ – Урташ – мĕнле майпа унăн кун-çулĕпе çыхăннă/
 
(Малалли пулать.)
 
: 544, Хаçат: 20 (1369), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: