Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Садки ялĕнче чăваш хĕрарăмĕсем клуба юрлама, тĕрлеме пухăнма шутласан, кайран юрă ушкăнне йĕркелесе ярсан – Мария Максимовна Андреева та аякра юлман. Мĕн ачаран юрласа ташласа ӳснĕ çке-ха вăл, тĕрĕ те аллинчен кайман.
Мария Андреева Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Треньел ялĕнче 1949 çулта çуралнă. Çемьери çичĕ пĕртăванран Мария асли пулнипе кĕçĕннисем пурте унăн алли витĕр тухнă. Ача пăхасси çăмăл ĕç мар. Тен, çавăнпах вăл 15 çула çитсен, сакăр класс хыççăн, Ăремпур облаçĕнче пурăнакан виççĕмĕш сыпăкри тăванĕ патне ĕçлеме тухса каять. Амăшĕ те хирĕç пулмасть, мĕншĕн тесен килте укçа кирлĕ пулнă.
-Ятарлă пĕлӳ илмен çамрăк çын ăçта ĕçе вырнаçĕ ĕнтĕ/ Паллах, фермăна. Алăпа вуникĕ ĕне сăваттăм. Пурăнма аппа патĕнче вырăн пурччĕ. Унăн хваттер, пĕчченех пурăнать. Анчах çулталăк ĕçлесен каялла тăван тăрăха таврăнтăм. Патăрьелĕнче почтальонкăра ĕçлеме тытăнтăм. Унтан коммутатор çине лартрĕç. Связист пулса тăтăм темелле-и/ Çынсене телефонпа çыхăнтараттăм, - аса илет чăваш хĕрарăмĕ.
Анчах романтика текенни хĕре каллех çула тухма хистет. Вăл Ульяновск облаçĕнче фермăра ĕçлекенсене лайăх тӳленине пĕлет, çавăнпа кӳршĕ облаçа çул тытать. Арски ялне килсе ĕне сума вырнаçать. Çакăнтах хăйне валли мăшăр тупать – фермăра выльăх пăхакан чăваш арçыннипе пĕрлешет. Çамрăксене колхоз çурт парать.
-1976 çулта Садки ялне куçса кайрăмăр. Хамăр пата çывăхрах – Патăрьелне кайса çӳреме çăмăлтарах пултăр терĕмĕр-ши/ Садки çул çинче ларать. Кунта килсен малтанлăха колхоз çуртĕнче пурăнтăмăр, кайран хамăр çурт лартрăмăр. Хуçалăх ферминче веçех чăвашсем ĕçлетчĕç, пĕр вырăс кăна. Çакăнта эпĕ 25 çул ĕне сурăм, фермăранах тивĕçлĕ канăва тухрăм. Мăшăрăмпа ултă ача çуратса пурнăç çулĕ çине тăратрăмăр. Вĕсем халĕ пурте хулара тĕпленнĕ, мăшăрлă пурăнаççĕ, - каласа парать Мария Максимовна.
Ачисене ӳстернĕ чухне Андреевсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă: икшер ĕне, темиçе сысна, чăххи-чĕппипе хур-кăвакал та нумай. Вунвиçĕ çул каялла вара мăшăрĕ çĕре кĕнĕ. Амăшне пулăшса халĕ пĕрле аслă ачисем пурăнаççĕ. Апла пулин те выльăх шутне самай чакарнă, чăх-чĕп кăна. Пахчари ĕçĕ те çителĕклĕ.
Тивĕçлĕ канура чăваш хĕрарăмĕ пушă вăхăтне тĕрĕ тĕрлесе ирттерет. Фермăра ĕçленĕ чухнех хăнăхнă вăл алă ĕçне. Ĕçĕ нумай пулсан та вăхăтне вăрласа тĕрĕ тĕрлеме ларнă. Кавир таранчченех тĕрленĕ, вĕсем паянччен упранаççĕ. Халĕ кивĕ тĕрĕсене çĕнетсе тĕрлет.
-«Укăлча» юрă ушкăнри юрăçăсем пурте тĕрлеççĕ. Маншăн çак ĕç - киленĕç. Ăмăртмалла тенĕ пек алă ĕç тăватпăр. Пĕр-пĕрин тĕррине ӳкерсе илетпĕр. Халь пĕр минут та пушă ларма вăхăт çук. Ялан ĕç. Кăнтăрла – кил-хуçалăхĕ-нче кăштăртататăп. Каçпа та пушанаймастăп: клуба каймалла, репетици тумалла, сцена çине тăхăнса тухмалли çи-пуç çĕлемелле, ăна чăваш тĕррипе илемлетмелле. Веçех хамăр алă вĕççĕн тăватпăр вĕт çаксене! Чăн-чăн чăвашла, ĕлĕкхилле, - тет вăл.
 
: 738, Хаçат: 21 (1370), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: