Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăрмана сыхлас ĕçе СССРта 1930-мĕш çулсенче пуçланă. Вăрман промышленность пĕрлĕхĕн тĕп управленийĕ çумĕнче вăрмана сыхлакан уйрăм йĕркеленĕ. Вăрмансен уйрăм сăнав станцисенче тата вăрман институчĕсенче лабораторисем ĕçлеме тытăннă.
1936 çулта тĕп управлени çумĕ-нче вăрмана сыхлакан служба валли ĕçе йĕркелемелли правилăсемпе инструкцисем хатĕрленĕ. 1938 çулта М.Н. Римский-Корсаков ертсе пынипе Ленинградра вăрман энтомологийĕ-пе пĕрремĕш учебник хатĕрленĕ. Çав вăхăтра лесопатолог инженер должноçне официаллă майпа кĕртнĕ. Унăн тивĕçĕ – йывăçсен чирĕсемпе вăрмана сиен кӳрекен кăпшанкăсене вăхăтра тупса палăртасси, вăрмана хӳтĕлемелли мероприятисем ирттересси. Çав çулах СССР правительстви лесопатологи экспедицине тунă. 1947 çулта СССР тата РСФСР вăрман хуçалăхĕн министерствисене йĕркелеççĕ.
1998 çулта РФ çутçанталăк пуянлăхĕсен министерствин хушăвĕпе Раççейри вăрман сыхлакансен центрне туса хунă. 2001 çулхи пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче вара «Российский центр защиты леса» федераллă патшалăх учрежденийĕ йĕркеленеççĕ.
Ульяновск облаçĕнчи вăрман хуçалăхĕн ертӳçисем вăрмана хӳтĕлесси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланса ӳсен-тăран чирĕсемпе тата сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа кĕрешекен станци туса хунă.
Çĕршыври вăрмана сыхламалли çĕнĕ программăпа ĕçлекен предприятисем йĕркеленĕ: 1966 çулта – Инза вăрман хуçалăхĕнче (ертӳçи Т.В. Пересина), кайран – Ульяновск вăрман хуçалăхĕнче. Вăл 1976 çулччен ĕçленĕ, тĕп управление пăхăннă. Ульяновск, Куйбышев облаçĕсенчи тата Мордва АССРĕнчи вăрмансене хӳтĕлессипе ĕçленĕ.
Иртнĕ ĕмĕрти 70-мĕш çулсенче станци Ульяновскра (Гончаров урамĕ, 24-мĕш çурт) вырнаçнă, унта 5 специалист ĕçленĕ.
Станцие тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ çынсем ертсе пынă. Вĕсем вăрманти сиенлĕ кăпшанкăсемпе чирсене тупассипе, инфекци пĕтĕм вăрмана сарăласран сыхлассипе тĕрлĕ енлĕ пĕлӳ илнĕ. Пĕрремĕш ертӳçĕ Т.В. Пересина пулнă. Ертӳçĕ кашни вăрмана хăй çитсе тĕрĕсленĕ, пин-пин гектар вăрмана сиенлĕ хурт-кăпшанкăран тасатнă, пĕтесрен сыхласа хăварнă. Вăл вăрмана сыхлас ĕçе 40 çул парса 1973 çулта тивĕçлĕ канăва кайнă.
1982 çулта 5 районта лесопатологи станцине йĕркеленĕ: Мелекесс (ертӳçи О.М.Мелехова), Барăш (Н.В.Строганова), Павловка (Н.М.Турмышева), Ульяновск-1 (Н.П.Кузнецова), Ульяновск-2 (В.И.Шафейкин).
1986 çулта станци Карл Маркс урамĕнчи 8-мĕш çурта куçнă. Штата энтомолог, фитопатолог, лаборант-техник хутшăннă. 1989 çулта станци çумĕнче биолаборатори уçăлнă (3 çын ĕçлет, пуçлăхĕ И.В.Шурыгин).
Облаçри вăрман хуçалăхĕ вăрман сыхлавĕн 4 районне пайланать: Мелекесс (унта Мелекесс, Çĕнĕ Çарăмсан, Кивĕ Майна, Тереньга, Çинкĕл вăрман хуçалăхĕсем кĕнĕ), Барăш (Барăш, Жадовка, Кузоватово, Пасарлă Сăскан, Инза), Радищево (Радищево, Кăлаткăпуç, Павловка, Николаевка, Çĕнĕ Спасск), Ульяновск (Ульяновск, Майна, Карсун, Вешкайма, Сăр).
Станцисенче йывăçсем мĕншĕн хăрнине тĕпчемелли оборудованисемпе тивĕçтернĕ, лабораторисем тĕрлĕ хурт-кăпшанкăпа кĕрешмелли çĕнĕ мелсем шыранă, чирлĕ вăрман çине самолетсемпе усă курса препаратсем сапнă.
Ульяновск облаçĕнчи вăрмана сыхлакан станцие В.И.Шафейкин ертсе пынă. Унпа пĕрле А.Д.Прокофьева, Р.А.Кувшинникова, И.В.Шурыгин, Л.П.Кулькова, А.И.Зеткина, З.Г.Чернышева ĕçленĕ.
Çĕршыв çĕнĕ тапхăра куçсан 1999 çулта «Центр защиты леса» учреждени йĕркелеççĕ. Ăна А.З. Мингачев ертсе пыма пуçлать. Унăн çумĕ – А.Д. Прокофьева, тĕп инженерĕ – Н.А. Казаков. Облаçри вăрман хуçалăхĕсенче инженер-лесопатолог штат кĕртеççĕ. Малашнехи çулсенче организацин ятне темиçе хут та улăштараççĕ. Анчах унăн тĕп тĕллевĕ улшăнмасть. Хальхи вăхăтра тулли ячĕ – «Филиал ФБУ «Российский центр защиты леса» – «Центр защиты леса Ульяновской области». Унăн пуçлăхĕ А.А. Дуванов. Укçа федераци бюджетĕнчен уйă-раççĕ. Предприятире виçĕ уйрăм: информаципе аналитика (пуçлăхĕ О.Ж.Утесинов), вăрман сыхлавĕпе тата вăрман патологийĕн мониторингĕ (Л.В.Краснова), вăрлăх хатĕрлекен (Р.Ф.Жамалетдинов).
2006 çулта Ульяновск облаçĕнчи вăрманçăсен 3-мĕш съезчĕ иртнĕ. Унта В.И.Титов, Л.В.Краснова, Н.А.Казаков, Е.В.Распопов, А.А.Поздов, В.Н.Гурьянов хутшăннă. В.И.Титова Раççейри вăрманçăсен съездне кайма суйланă.
Предприятире ĕçлекенсем общество пурнăçне хастар хутшăнаççĕ. В.В.Горбунов лесопатолог – грекпа рим кĕрешĕвĕн Раççей чемпионĕ, Н.А.Казаков – чăваш халăх академикĕ, таврапĕлӳçĕ. Хастар ĕçленĕшĕн А.А.Дуванов, В.И.Титов, А.И.Кульков. Н.А.Казаков, Е.В.Сайгушева, А.В.Герасимов, О.Ж.Утесинов тата ытти ĕçченсене Хисеп тата Тав хучĕ-семпе палăртнă.
 
: 340, Хаçат: 21 (1370), Категори: Таван тавралах

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: