Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1. Пиçнĕ вырăна çупа сĕрме юрамасть.
Çу суран çинче хăйнеевĕрлĕ сий тăвать, ăна пула «парник эффекчĕ» аталанать. Пиçнĕ вырăна кислород çитеймест те - суран час тӳрленмест, хытăрах ыратма тытăнать.
Мĕн тумалла/
Пиçнĕ вырăна сивĕтмелле. Пĕчĕк сурана кĕпе супăнĕпе сĕрмелле. Супăнь – сĕлтĕ (щелочь), пиçни – йӳçĕклĕ реакци. Сĕлтĕ йӳçĕке сӳнтерет, ыратни пĕтет, хăмпă кăлармасть.
Ӳт сиенленнĕ-тĕк ăна сивĕ шывпа сапмалла, таса бинтпа çыхмалла, травмпункта каймалла.
2. Сурана йод е зеленка сĕрмеççĕ. Вăл вăйлăрах пĕçертет, час иртмест, тӳрленсен те суран йĕрĕ юлать.
Мĕн тумалла/
Сурана тасатма водород перекиçĕпе е хлоргексинпа усă курмалла, çиелтен марльăпа çыхмалла.
3. Тăм илнĕ вырăна сăтăрмалла мар.
Шăннă вырăнсене сăтăрсан юн тымарĕсем хуçăлма пултараççĕ, ӳт аманать, юн тымарĕ-сем сиенленеççĕ.
Мĕн тумалла/
Ăшă çĕре кĕмелле. Шăннă вырăна майĕпен ăшăтмалла, хăй тĕллĕн ирĕлме памалла. Вĕри те пылак чей ĕçсе ăшăнмалла, анчах эрехпе мар.
4. Ӳт температури ӳссен витĕнме юрамасть.
Температура ӳссен шăнтма пек, çӳçентерме тытăнать.
Мĕн тумалла/
Утияла сирмелле, ăшă тума хывмалла, çамка çине нӳрĕ, сивĕ пусма татăкĕ хумалла, унтан температура чакаракан эмел ĕçмелле.
5. Пыра ларсан çурăмран çапмалла мар.
Çурăмран çапсан япала тарăнрах анса кайма пултарать.
Мĕн тумалла/
Чи тĕрĕсси – ӳсĕрмелле. Чыхăнса кайсан малалла пĕшкĕ-нмелле те темиçе хут сывлăша вăйлă вĕрсе кăлармалла.
Тепĕр çынна çапла пулăшмалла. Умнелле пĕшкĕнтермелле, хыçала тăрса кăкăр шăмми айĕнчи ӳпке тĕлĕнчен икĕ алăпа темиçе хут хытă пусмалла.
Пыра ларчĕ пулсан юнашар çынна сире мĕн пулнине куçпа, алăпа ăнлантармалла.
6. Сунас ерчĕ-тĕк – ан ăшăтăр. Халăх сĕннĕ пек сăмса кăкĕ çине ăшăтнă хуратул тултарнă хутаç, ăшă çăмарта хума юрамасть. Ку меслет сиенлĕ!
Мĕн тумалла/
Юн тымарĕсене пĕртермелле, сăмсана ямалли эмелсем шăпах çакна тăваççĕ.
7. Ыраттарнă вырăна ăшă хума юрамасть.
Шăнăр тăсăлсан, шăмă сиксен е ыраттарсан аманнă вырăн шыçать. Çавăнпа та грелка хума юрамасть, мĕншĕн тесен ăшă шыççа ӳстерет, ыратнине вăйлатать кăна.
Мĕн тумалла/
Сахалтарах хускалмалла, пăр хумалла, май килнĕ таран хăвăртрах травматологи пунктне çитмелле.
8. Сăмсаран юн каять-тĕк пуçа çӳлелле çĕклемелле мар.
Кун пек эсир юн кайнине чараймастăр, юхăмне çеç урăх еннелле яратăр – юн сăмсапа карланкă, апат хуранне каять те хăстарать.
Мĕн тумалла/
Тӳрĕ лармалла, кăшт малалла ӳпĕнмелле. Сăмса шăтăкне водород перекиçĕпе йĕпетнĕ тампон чикмелле, сăмса кăкне сивĕ хумалла.
9. Эрех – наркоз мар. Ӳсĕр çын ыратнине питех туймасть, хускалма тытăнать, ку вара лару-тăрăва йывăрлатать кăна. Тухтăра та ӳсĕрпе йывăр- аманнăскер хăйне еплерех туйнине тĕплĕн ăнлантарса параймасть. Ыратнине ирттерекен эмеле те эрехпе хутăштарма юрамасть.
10. Марганцовка – хăрушă им-çам.
Наркăмăшлансан хăшĕсем марганцовка ирĕлтернĕ шыв ĕçтереççĕ. Им-çам сиенлĕ япаласене пĕтерет имĕш. Анчах марганцовкăра микрокристалсем нумай. Вĕсем ирĕлнипе шыв шупка хĕрлĕ тĕслĕ пулать. Кристалсем шыва нумай вăхăт вĕретсен тин ирĕлеççĕ. Вăл хырăмлăха çунтарать.
 
: 710, Хаçат: 21 (1370), Категори: пeлсе тaма

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: