Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ют çĕршывсенчен пирĕн пата курма килекенсен куçне чи малтан мĕн курăнать/ Урамра тĕксĕм те çиллес сăн-питлĕ çынсем нумай пулни.
Мĕншĕн эпир сайра кулатпăр, хирĕç утса килекен çын пирĕн çине йăл кулса пăхсан пуçа усатпăр/ Хĕвелтухăçпа Хĕвеланăçри ытти çĕршывĕсемпе танлаштарсан эпир питĕ сахал кулатпăр иккен. Урамра кулса-савăнса пыракан çын çине пирĕн е ухмах тесе пăхаççĕ, е ку мĕншĕн çапла телейлĕ-ха тесе кĕвĕçеççĕ.
Тĕпчевçĕсем ăмăр сăн-пит, калаçнă вăхăтра пĕр-пĕрин çине йăл кулса пăхманни – Раççейре пурăнакансен наци палли тесе шутлаççĕ, çакна çын начар воспитани илнипе е калаçакана хисеплеменнипе ăнлантараççĕ.
Анчах та Раççейри çак тĕлĕнтермĕ-ше ăнлантарма пулать. Çынсем йăл кулма юратманнин, урамра çутă сăн-питпе çӳременнин сăлтавĕ сивĕ çанталăкпа пирĕн çĕршывăн йывăр историйĕнче кăна мар. Раççейре пит çинчи куллăн пĕлтерĕшĕ ют çĕршывсенчи пек мар.
Раççей çыннисем ытти халăхсемпе танлаштарсан урăхларах кулаççĕ – тутипе кăна. Сайра хутра çӳлти тути хăпарсан кулаканăн шăлĕ курăнать. Кулнă чухне Америка çыннисем пек çӳлти тата аялти шăлĕсене туллин кăтартнине пирĕн культура йышăнмасть. Кун пек кулакансене лаша пек ихĕрет теççĕ.
Пирĕн патра çынсем пĕр-пĕринпе кулса калаçни сăпайлă пулнине пĕлтермест. Америка çыннисен вара пач урăхла – калаçнă чухне мĕнле хытăрах кулаççĕ, çавăн пек пĕр-пĕ-рне хисеплеççĕ. Хăш-пĕр хĕвелтухăç çĕршывĕсенче çынна начар хыпар пĕлтернĕ чухне – ытлашши кулянтарас мар тесе – кулаççĕ. Кулă «сирĕн кулянмалла мар, ку ман хуйхă» тенине пĕлтерет.
Раççейре пурăнакансен палламан çын çине пăхса кулма юрамасть, палланă çынпа калаçнă чухне кулăшла самантсенче кăна кулма ирĕк пур. Çавăнпа пирĕн лавккасенчи сутуçăсем туянакансене хирĕç тăрса йăл кулмаççĕ. Пĕр-пĕр çын хирĕç пăхса йăл кулсан тӳрех ыйту çуралать: «Эпир пĕр-пĕрне паллатпăр-им/». Пирĕн хирĕç пăхса кулни калаçу пуçармаллине пĕлтерет. Раççей çынни паллашма хатĕр мар пулсан тепĕр çын çине пăхса йăл кулмасть.
Çаплах ĕç вăхăтĕнче те пирĕн çĕршывра кулмаççĕ. Ĕлĕкех приказчиксем, официантсем, тарçăсем çынсемпе питĕ çĕпĕç калаçнă, анчах нихăçан та йăл кулман. Халĕ те çак йăла упранать. Ачаранпа пире кулма чараççĕ. «Мĕн ухмах пек кулса ларан/», «Кулса ларма ман вăхăт çук», «Кулаканăн кутне çыпçăнать» тата ытти сăмахсем халăх каларăшне çаврăннă. Шкула кайма пуçтарăнсанах аслисем çапла асăрхаттараççĕ: «Урокра кулса ан лар. Тимлĕ итлесе лар».
Паллах, юлашки çулсенче лару-тăру улшăнчĕ, тĕрлĕ фирмăра ĕçлекенсен çынсемпе йăл кулса калаçмалла. Ку кулла халăх нимпе те йышăнмасть. «Сăлтавсăр кулни ухмаххине пĕлтерет», - теççĕ кун пек чухне.
Раççей халăхĕ савăнмалли сăлтав пулсан çеç кулать, чунра йывăр вăхăтра кулнине сивлет. «Хăш чухне йăл кулăра наркăмăш пытанать»,- тет кун пек чухне. Китай çыннисен вара пач урăхла, вĕсем чĕрере йывăр пулсан сăн-питре кулă пулмалла теççĕ.
Мĕншĕн пирĕн халăх кулмасть-ха/ Çакăншăн халăх ĕненекен православи тĕнĕ те яваплă пулĕ. Унта таса аттесен каларăшĕсенче çапла палăртни пур: «Кулă – усалăн хĕçпăшалĕ: вăл малтан çынсене илĕртет, кайран хăй çынсенчен кулать». Авалхи вăхăтра чиркӳ халăха савăнтармалли, култармалли култармалли меслетсенек сивленĕ. Ярмăрккасенче камит кăтартакансене, куçса çӳрекен актерсене хĕсĕрленĕ, хăваласа янă.
Евангелире те: «Йĕрекенсем телейлĕ, мĕншĕн тесен вĕсем йăпанĕç», - тенĕ.
 
: 644, Хаçат: 21 (1370), Категори: Харпaр шухaш

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: