Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2016 çулхи май уйăхĕнче пирĕн хулари тĕп архитектура палăкĕсенчен пĕрне – Чĕмпĕ-рти тĕн училищин çуртне – 125 çул пулать.
Халь вăл Ульяновскри патшалăх университечĕн медицина факультечĕ йышăнакан çурт. Хĕрлĕ кирпĕчрен купаланăскер Карл Либкнехт урамĕ-пе Ливчак архитектор тăкăрлăкĕ хĕресленнĕ çĕрте вырнаçнă.
Училищĕн çĕнĕ пӳртне тăвас ыйтăва 1880-мĕш çулсенчех тăратнă. Анчах та вырăнтан ăна 1891 çулта çеç тапратма пултарнă. Проект авторĕ – Чĕмпĕр инженерĕ Михаил Алякринский. Ку ят земство кантурне (паянхи Офицерсен çурчĕн) проектланă çĕре хутшăннипе паллă. Вăлах Чĕмпĕрти арçын ачасен классика гимназийĕн çумне хушса тунă çуртăн проектне калăпланă.
Тĕн училищинчи ĕçсене тĕрĕслесе тăма строительсен вăхăтлăх комитетне йĕркеленĕ. Ăна тĕн училищин асăрхавçи Сергей Остроумов ертсе пынă. 1891 çулхи мартăн 14-мĕшĕнче вăл Чĕмпĕр кĕпĕрнин ертӳлĕхĕн уйрăмне Алякринский инженер проекчĕ-пе «тĕн училищин çĕнĕ чул çуртне тума тытăнма» ирĕк ыйтма кайнă. Майăн 8-мĕшĕнче архитекторсем тата инженерсем проекта тĕрĕс калăпланă тесе пĕлтернĕ, çирĕплетнĕ.
Çуртăн никĕсне 1891 çулхи майăн 22-мĕшĕнче хывма пуçланă. Строительство ĕçĕсене пысăк хăвăртлăхпа тунă. Çапла майпа икĕ çултанах, 1893 çулхи августăн 16-мĕшĕнче, тĕн училищине уçма пултарнă. Вăл П саспалли евĕрлĕ, тĕп алăк çийĕн чан вырăнĕ тунă виçĕ хутлă çурт. Шала кĕрсен пĕр енче – иртсе çӳремелли вăрăм та сарлака хушă (коридор). Вăл кил карти енче вырнаçнă. Класс пӳлĕмĕсем – çуртăн мал енче, чӳречисем Йĕплĕ сада тата Тилĕ урамне тухаççĕ. Çĕнĕ çуртра малтанласа пӳлĕмсене калориферпа хутса ăшăтма, ватерклозет (туалет) тума, хулари шыв пăрăхĕпе çăхăнтарма тата ытти çĕнĕлĕхсене кĕртме палăртнă.
1893 çулта училищĕне уçнă хыççăнах ун иккĕмĕш хутĕнче Кирилпа Мефодий çветтуй апостолсен ячĕпе килти чиркӳ йĕркелесе çитернĕ. Ун вырăнĕнче халь акт залĕ.
Паян тĕн училищин çурчĕ ним улшăнмасăр сыхланса юлни паха. Шалта тĕп алăк тĕлĕнче чукунтан тунă кивĕ картлашка, маччисенче йăваласа тунă илемлĕ япаласем пур. Кĕрсенех пĕрремĕш хутра камин.
 
: 351, Хаçат: 21 (1370), Категори: истори

Комментарисем:

Jimbo (2016-06-30 21:53:18):
Good one for calling them out about the prize moneyĕ If th&/7#821ats true then I think that’/s totally ridiculous and unfairĕ If I were the 4thĔ 5th and 6th placed menĔ I’/d split my winnings with my respective female competitors to make things rightĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: