Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пăкă Петюкĕ ял ачисем хушшинче чи хастаррисенчен пĕриччĕ. Ăсĕпе те маларахчĕ, тавлашма çук. Мĕн кăна шутласа-ăсталаман-ш и вăл ача чух/ Пулă тытмалли çекĕл, хăяр шăвармалли хатĕр, икĕ ретлĕ кĕрепле, хĕлле сăртран ярăнмалли çăмăл çуна (унпах вăл таса уй тăрăх вăйлă çилпе усă курса пир парăс карăнтарса ярăнатчĕ), мулкач тытмалли капкăн - пурне каласа пĕтерес те çук. Чи пысăк ĕмĕчĕ – вĕçес килниччĕ ун. Кун пирки кунĕпе хуть те кампа тавлашма хатĕ-рччĕ. Тĕрлĕ кĕнекесем вулатчĕ.
Пĕр вырăнта çӳллĕ çăкасем ӳсетчĕç. Шăп çакăнта сĕтĕрсе тухнă Петюк сарлака та йывăр шăналăка. Тăватă кĕтессинчен кантрасем çыхнă.
-Парашют турăм,- тет.
–Кунпа çĕр çине чипер анайăн-ши/- шеллетпĕр «конструктора».
-Эсир мана ăна çăка тăррине туртса улăхтарса парăр-ха, аялалла хамах сикĕп!- тет хайхи.
Пире те кăсăклă вĕт... Мĕн пулать/ Тен, кайран эпир те çӳлтен сикме тытăнăпăр...
Çав «парашюта» çӳле аран туртса хăпартăмăр. Петюк хатĕрленчĕ. Пĕлĕтелле пĕр самант тинкерсе илчĕ те аялалла сикрĕ. Чунĕпе сывлăш хуçи пулса ĕлкĕрейрĕ-ши вăл çак хушăра/ Çук пулĕ. Туратсене хуçа-хуçа çĕр çине персе анчĕ, шăналăк айĕнче ахлатса выртать. Петюк урине хуçса çур çул вырăнпа выртрĕ. Анчах вĕçес туртăмĕ чакмарĕ, каллех ятарлă кĕнекесем вуларĕ.
Сывалсан Петюк районти пасартан таврăннă чухне çулне кĕскетес тесе юнашар ял çумĕпе пынă. Курать - çил арманĕ çунаттисене майĕпен çавăрса ларать. Йĕри-тавра никам та çук. Петюк вара çунатран çакланать те пĕр çаврăм тăвать. Кун пирки вăл пире кайран кашни кун каласа паратчĕ. Пĕрле тепĕр хут кайса ярăнма сĕнетчĕ. Эпир унта кайман - хуралçă курасран шикленнĕ. Хăюллăччĕ Петюк, нимрен те хăрамастчĕ.
Çулсем иртрĕç. Эпир ӳссе тĕнче тăрăх салантăмăр. Мĕн тетĕр/ Пирĕн хăюллă Петюк кам пулчĕ/ Вăл летчика вĕренсе тухса пысăк самолетсемпе тĕрлĕ çĕршывсене вĕçет. Тулчĕ Петюкăн ĕмĕчĕ, маттур! Сăмахне тытрĕ. Сайра тĕл пулатпăр, курнăçсан иртнисене аса илсе кулатпăр.
Леш çăкасем ватăлчĕç пулин те патвар лараççĕ-ха. Петюк çăки сарăлнă, пирĕн çине çӳлтен мăнаçлăн пăхса ларать. Петюк вара ун çине пĕлĕтсем çийĕн пăхса киленет, ачалăхри ĕмĕтне аса илет. Вăт сана Пăкă Петюкĕ!
 
: 706, Хаçат: 21 (1370), Категори: Чăн пулни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: