Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Повесть
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 11-20-мĕш номерсенче.)
 
- Чăнах та, кун çинчен никама та каласа паман. Шăллăм пĕлетчĕ. Эпĕ ăна хам виличчен çак вăрттăнлăха ыттисене уçса памалла марри çинчен ăнлантарса патăм. Валя шантарса сăмах пачĕ. Вăл сăмаха тыта пĕлекен çынччĕ. Халĕ хам та начарланса пыратăп. Тĕрлĕ чир-чĕре вĕрӳ-суру чĕлхипе сиплеме вăй чакса пырать. Чунра вĕрӳçĕ маçтăрлăхĕ вилсе пырать темелле-и/ Итлĕр, эппин...
Ман атте аслашшĕн аслашшĕ таврара пурăнакан пуянсенчен чи хăватлăраххи пулнă. Унăн кермен пек кил-çурт, пуян кил-хуçалăх, пысăк улма-çырла сачĕ, утар пулнă. Çурт çумĕнчех, çурçĕр енче, таврари вăрмансенче пулман питĕ çӳллĕ йывăç - уртăш - ӳссе ларнă. Унăн йĕпписем шурлăхра ӳсекен чăрăш евĕр курăка аса илтереççĕ. Вăл çӳллĕшпе вунă метртан та иртсе кайма пултарать. Асамлă та питĕ сиплĕ çырли икĕ çулта ĕлкĕрсе çитет. Пĕрремĕш çулта – кăвак слива евĕр çырласем, иккĕмĕш çулта – йĕкелсем. Çырлисем те усăллă, анчах вĕсене питĕ асăрханса, пĕлсе çимелле. Пĕрре çинĕ чухне пĕр-икĕ çырларан ытлашши çиме юрамасть, наркăмăшланма пулать. Усси вара çав тери пысăк, нумай чире çĕнтерме пулать. Йĕкелĕ – икĕ хут сиплĕрех. Уртăш çимĕçĕсемпе сăра, эрех, тĕрлĕ шĕвексем, аш-пăш, пулă тĕтĕмленĕ, кондитер апат-çимĕçĕ хатĕрленĕ çĕрте усă курнă. Çав йывăçпа усă курма мăн асатте çеç пĕлнĕ. Ун патне сипленме нумай çĕртен çӳренĕ. Вăл паллă вĕрӳçĕ пулнă. Пĕррехинче пирĕн тăрăхра çав тери сивĕ хĕл пулса улма-çырла йывăççисемпе тĕмĕсем веçех пĕтнĕ. Уртăш кăна ним пулман пекех ларнă. Çав çулах чăтма çук шăрăх çанталăкра çур ял çунса кайнă. Мăн асаттесен хуралтисем те кĕлленнĕ. Çурт çумĕнче ӳсекен уртăшăн кăна пĕр йĕппи те вĕтеленмен. Çынсем ун çине парне туса хăюсем çакма тытăннă. Вилнĕ çынсене масар çине илсе кайнă чухне тупăк хыççăн уртăш турачĕсем пăрахса пынă. Пирĕн мăн асаттен ячĕ асамланса пынă. Хăш-пĕри ăна тухатмăшпе те танлаштарнă. Çавăнтанпа Тяппасен йăхĕнчен вĕрӳçĕсем тухма тытăннă.
Çак легенда йăхран йăха куçса пынă. Пире ун çинчен асатте каласа панăччĕ. Шăллăм тĕшмĕше, вĕрӳ-суру чĕлхине ĕненсех каймастчĕ. Анчах каласа панă легенда ун чĕрине вырнаçнă курăнать. Хушма ятне те сивĕре шăнса хăрман, вутра çунман йывăçпа – уртăшпа – çыхăнтарса Урташ пулса тăчĕ. Ман шухăшпа, тĕрĕс тунă. Тен, çак асамлă уртăшах ăна вутра çунмасăр вилĕме темиçе хут çĕнтерме пулăшнă...
 
Хушамат памашкăн çăмăл,
Ӳркенмерĕн – тыт та пар.
Тӳрлетме хушсассăн кăмăл
Тӳрлетмешкĕн çăмăл мар.
 
Тарама-ха хушамачĕ,
Хушамат çынна çĕртмест.
Хушамачĕ-хăямачĕ
Çынна çăкăр çитермест.
 
Пултăр çеç этемĕн алă,
Çирĕп алă, çирĕп чун.
Хушамат та пулĕ паллă,
Ят та, чап та пулĕ ун.
 
Кун пирки шăллăм сăвă та çырчĕ. Ăна вăл пĕр поэмăна кĕртсе хăваратăп терĕ.
Халĕ кун çинчен çырма юрать ĕнтĕ. Вăрттăнлăхне каламасса сăмах панă шăллăм мар, хамах уçса патăм. Йăх-несĕлĕмĕр умĕнчи çылăхăма хампа пĕрле илсе кайăп.
- Çакăн çинчен мĕншĕн калаçма юраман/
- Мĕншĕн тесен вĕрӳ-суру асамлăхĕпе сиплĕхĕ пĕтсе ларасран хăранă.
Журналист Анна Андреевнапа сывпуллашса ăна тав турĕ, вăрăм та телейлĕ ĕмĕрлĕ пулма сунчĕ. Шел, поэтăн юлашки пĕртăванĕ те çут тĕнчерен уйрăлчĕ.
«Канаш» хаçатăн журналисчĕ Ульяновска çул тытса тарăн шухăша путрĕ: «Чăнах та, Тăхăрьял тăрăхĕ – поэтсемпе çыравçăсене çут тĕнчене парнелекен литература çăлкуçĕ. Тен, манăн хайлавăмсем те çав çăлкуçа типме памĕç. Эпĕ ахальтен-им Раккассинче, чăваш прозипе поэзийĕн легенди – Валентин Урташ – çут тĕнчене килнĕ Çĕр-анне çинче çуралнă...»
 
Кĕмĕл кӳлĕ патĕнче,
Тăхăр ялăн садĕнче,
Тăхăр тĕслĕ ташă пур,
Çитмĕл тĕслĕ юрă пур.
 
Çырла питлĕ каччăсем,
Тăхăр ялăн ачисем,
Юрлаттарĕç-ши пире,
Ташлаттарĕç-ши сире/
Ай, мар, кирлех мар,
Ташши-юрри темĕн мар.
 
Кĕмĕл кӳлĕ патĕнче,
Тăхăр ялăн садĕнче,
Утмăл тĕслĕ улма пур,
Çитмĕл тĕслĕ çимĕç пур.
 
Улма питлĕ сар хĕрсем,
Чие питлĕ чиперсем,
Улма парĕç-ши пире,
Чие парĕç-и сире
Ай, мар, кирлех мар,
Улми-çырли темĕн мар.
 
Кĕмĕл кӳлĕ патĕнче,
Тăхăр ялăн садĕнче,
Пылĕ пур, симĕ пур,
Унтан тутли татах пур.
 
Ай, мар, шутлас мар,
Çамрăк пуçа ватас мар,
Юратмасăр юрлас мар,
Юрламасăр хурлас мар.
 
2015 çулхи раштав тата 2016 çулхи кăрлач уйăхĕсем.
 
 
Хыçсăмах
 
Хисеплĕ вулакансем!
«Вутра çунман уртăш» хайлав - документ тĕрĕслĕхне шута илсе калăпланă таврапĕлӳ ĕçĕ мар. Вăл илемлĕ литература жанрĕн пĕр тĕсĕ – повесть. Эпĕ ăна поэта лайăх пĕлнĕ юлташĕсен, тусĕсен, çывăх çыннисен, тăванĕсен, Раккасси çыннисен асаилĕвĕсене тĕпе хурса калăпларăм. Уйрăмах Валентин Урташ çинчен унăн аппăшĕ – Анна Андреевна Фадеева-Яковлева – тĕплĕн каласа пачĕ. Манпа пĕртăван Гурий тете те, поэтăн çывăх юлташĕ, Валентин Яковлев çинчен нумай пĕлетчĕ. Эпĕ ăна хам та (вăл вăхăтра шкула каяйман пулсан та) астăватăп. Çырнă чухне поэтăн тĕрлĕ çулсенче пичетленнĕ хайлавĕсемпе усă курни повеçри пулăмсене чăнлăх тĕнчине илсе кĕме пулăшрĕç. Вĕсемпе тата маларах асăннă ырă чунлă çынсен каласа панипе усă курса Тăхăрьял легендин кун-çулне тата ĕçĕ-хĕлне çутатса пама тăрăшрăм.
 
: 713, Хаçат: 21 (1370), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: