Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи пĕрремĕш Акатуй кăçал Ишевке поселокĕнче пулчĕ. Ульяновск районĕнче çураки ĕçĕсем вĕçленнине çирĕплетсе уявлакан çĕрпе суха туйне «Туслăх кăшăлĕ» ятпа паллă турĕç. Унта Лаишевка, Баратаевка, Протопоповка тата Симĕс Раща, Унтăр, Вышкă, Ишевке, ытти ял çыннисем хутшăнчĕç.
 
Чи пахи – Акатуй, Сабантуй, Шумбрат, Троица уявĕсене пĕрлештерсе йĕркеленĕ пысăк туслăх фестивалĕ-нче чăваш, тутар, мордва тата ытти халăх культурине, этеплĕхне, юрри-ташшине, мухтавлă ĕç çыннине кăтартма тĕв туни. Уяври чи хаклă хăнасем çурхи ака ĕçĕнче палăрнă механизаторсем, трактористсем, Ульяновск районĕнчи ялпа промышленность предприятийĕсен ертӳçисем, фермерсем пулчĕç. Вĕсене район администрацийĕнчен Тав хучĕсем, асăнмалăх парнесем парса чысларĕç. Нумай ачаллă çемьесене – Дроздовсене, Егоровсене, Юнусовсемпе Минибаевсене – Ульяновск облаçĕн финанс министрĕ, район кураторĕ Екатерина Буцкая «Пахча çимĕç» сертификатне пачĕ. Лаишевка пахча çимĕçне тивĕçнĕ ашшĕ-амăшĕ сцена çине ачисемпех хăпарчĕ. Вунтăваттă тултарнă çамрăксем паспорт илме тивĕçлĕ пулчĕç.
Салам сăмахĕ калама сцена çине Ульяновск район администраци пуçлăхне Маргарита Архипована, облаçри чăваш, тутар, мордва халăхĕ-сен наципе культура автономийĕсен пуçлăхĕсене, Ульяновск районĕнчи уйрăмĕсене ертсе пыракан сумлă ентешсене чĕнсен пурте тăвăллăн алă çупрĕç. Олег Мустаев, Рамис Сафин тата Владимир Софонов туслă пĕрлĕ-хре пурăнакан йăхташĕсене иксĕлми телей, ăнтăлу, ырă кăмăл, тăнăçлă пурнăç сунчĕç.
Пĕрремĕш Сабантуй кăçал мартăн 27-мĕшĕнче Австрали çĕршывĕнче иртнĕ иккен, Крымра вара июлĕн 10-мĕшĕнче пуçласа Акатуй йĕркелĕç. Унта Ульяновск облаçĕнчен 20 çынран тăракан делегаци хутшăнĕ.
Уявăн тĕп сцени çинче аслисене чысларĕç пулсан кĕçĕннинче – шăпăрлансемпе шкул ачисене. Çапла майпа пĕр капăр сцена çинче пултаруллă çамрăк ăрăвăн илемлĕ юрри-ташши пуç пулчĕ, тепринче – ял клубĕ-сем çумĕнче йĕркеленĕ юрă-ташă, фольклор коллективĕсем çынсене савăнăç кӳчĕç. Унтăрти «Волжанка» халăх ансамблĕ уява пуçланă çĕре хастар хутшăнчĕ, Ишевкери «Ĕмĕт» ушкăн «Чăваш кил-çуртне» ăсталанă, капăрлатнă, наци апат-çимĕçĕн куравне хатĕрленĕ. Чăваш халăх çӳпçипе паллашма пынă сумлă çынсене вĕсем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç.
Çĕнĕ хулари «Сăрнай» ансамбль, Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенти «Хавас» ушкăн тата ытти коллективсен юрăçисем – уяв хăнисемччĕ. Вĕсем куракансене çĕнĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
- Çакнашкал уявсем питĕ кирлĕ. Вĕсем тĕрлĕ нацисем хушшинчи туслăха çирĕплетеççĕ, пĕр-пĕрне ăнланма пулăшаççĕ. Халăхсен туслăхĕн ташшине эпир чăваш, тутар, мордва, вырăс, украин ачисемпе чĕререн хавхаланса, çунатланса лартрăмăр. Вăл пиçсе тухрĕ пек туйăнчĕ. Куракансем кăмăллăн алă çупса йышăнчĕç ăна, - терĕ Ишевкери ача-пăча тата çамрăксен канупа культура центрĕ-нчи «Тĕнчери халăхсен ташшисем» шоу-театр ертӳçи Анастасия Дмитриенко.
 
 
Ульяновск районĕ,
Ишевке.
 
: 143, Хаçат: 22 (1371), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: