Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хăш-пĕр чăваш темшĕн хăйне ытти халăх çыннисем умĕнче урăхларах тытма тăрăшать: вырăссем хушшинче вырăс пек кăтартасшăн, тутарсемпе чухне тутарла перкелешет.
Хуть те мĕнле халăх çынни пулма хатĕр вăл, тульккă чăваш мар. Чăваш хăй чăваш пулнине шутсăр пытарать. Мĕншĕн/ Эп куна ăнлантарса параймастăп. Вырăссем вара эпир çăвара уçса пĕр сăмах кăларсанах чăваш пулнине ăнланса илеççĕ. Вуншар-çирĕмшер çул хулара пурăнсан та, мăшăрпа юлташсем урăх халăх çынни пулсан та, ĕçре вырăсла кăна калаçсан та эпир акцентран ниçта та пăрăнаймастпăр. Темле тăрăшсан та – акцент пĕтмест, чăваш чĕлхин çепĕçлĕхĕ, çемçелĕхĕ ытти чĕлхине те куçать. Кун пек çĕр-çĕр тĕслĕх илсе кăтартма пулать.
Хăй мĕнле халăх çынни пулнине пытаракана ыттисем хисеплеççĕ-ши/ Паллах, çук.
Пĕр тĕслĕх илсе кăтартас килет. Кăçал пĕлĕшĕм пульницара выртрĕ. Ăна курма пырсан палатăнах кĕме тиврĕ. Унта çиччĕн выртатчĕç. Паллах, пурне те вырăсла сывлăх суннă хыççăн пĕлĕшĕмпе чăвашла калаçма пуçларăмăр. Палата шăпланчĕ.
- Интереслĕ, эсир мĕнле чĕлхепе калаçатăр/ - ыйтрĕ пĕри.
-Чăвашла, эпир чăвашсем вĕт, - пулчĕ хурав.
- Чăвашсем çапла уççăн хăй наци пирки каланине сайра илтме пулать. Маттур, хăвăр камне пытармастăр. Чăвашсенчен нумайăшĕ вара хăй нацине пытарать. Ăнланмастăп, мĕншĕн эсир хăвăр чăваш пулнинчен хăратăр/ - кĕтмен çĕртен калаçăва хутшăнчĕ тепри. – Пирĕн ĕçре пĕр хĕрарăм ялан хăйне вырăс тесе çӳрет. Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ вăл чăвашне. Çавăнпа кут хыçĕнче пурте унран кулаççĕ. Тепĕр хĕрарăм вара уççăнах эп чăваш тет. Ăна хисеплетпĕр. Эп ак вырăс. Теприсем – ирçе, акăлчан, еврей, тутар... Кун пек интереслĕ вĕт пурăнма – миçе чĕлхе, миçе культура! Пурте пĕр халăх çынни пулсан тĕнче сăрă курăнать.
Палатăра пуçăннă калаçу пурин чунне те пырса тиврĕ пулмалла. Тĕслĕ-хсем пĕрин хыççăн тепри янăрарĕç. Вырăссем чăваш мĕншĕн хăй чăваш пулнине пытарнине чăннипех те ăнланмаççĕ иккен.
- Эсир илемлĕ те маттур халăх, ĕçчен. Сиртен тирпейлĕх енĕпе нумайăшĕн тĕслĕх илмелле. Чикеленсе кайиччен ĕçлетĕр, пĕр-пĕрне пулăшатăр, тăванлăх текен ăнлава ыттисем çухатса пыраççĕ пулин те чăвашра вăл çăлкуç пек тапса тăрать. Пирĕн ялта чăваш нумай. Ялан пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ, пĕрле ĕçлеççĕ, пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Пĕррехинче манăн вите çунма пуçларĕ. Ял пысăк, анчах вырăссенчен никам та пулăшма тухмарĕ. Чăвашсем вара кар! тухрĕç, йĕрпе тăчĕç те витрепе шыв пара-пара пушара сӳнтерчĕç. Вăт халăх! Мĕнле туслă халăх тесе тĕлĕнтĕм. Халĕ те тĕлĕнетĕп. Çавăнпа чăвашăн хăйĕн çепĕç те илемлĕ чĕлхинчен пĕртте вăтанмалла мар, - каласа пачĕ виççĕмĕшĕ.
Палатăран мăнаçланса тухрăм. Кайран пĕлĕшĕм каласа панă тăрăх, пĕрле сипленекенсем куллен унран чăвашсем пирки ыйтса пĕлнĕ, апат-çимĕçĕпе, юрри-ташшипе, йăли-йĕркипе интересленнĕ.
 
: 595, Хаçат: 22 (1371), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: