Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Иртнĕ вырсарникун Ульяновск облаçĕн тĕрлĕ районĕсенче пĕр харăс темиçе Акатуй пулчĕ. Мелекесс районĕнчи чăвашсен ака уявĕ Димитровградри «Симĕс раща» паркра кĕрлерĕ.
Уява Шупашкарти «Асамат» эстрада ушкăнĕн юрăçисем ертсе пычĕç. Концерт программине «Савăнăç» халăх ушкăнĕн (ертӳçи Ирина Иванюкова) артисчĕсем литмонтажран тытăнчĕç. Юрăçсем черетпе Çĕр-Аннепе, хĕвелпе, ака-сухапа çыхăннă йĕркесене каларĕç. Унтан «Алран кайми аки-сухи» гимнăн кĕввипе хĕвел енне çаврăнса Турăран пил ыйтрĕç, пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ пар терĕç. Сцена çинчен шыв юххи пек юхса анса вăйă карти çавăрчĕç. Вĕсен çумне ытти юрă ушкăнĕсем хутшăнсан пысăк карта пулса тăчĕ. Хырлăх юрăпа тулчĕ.
Унтан саламсен ярăмне пуçларĕç. Сăмах район пуçлăхĕ И.Н. Мухутдинов илчĕ. Вăл пурне те ака уявĕ ячĕпе саламларĕ, çĕр ĕçченĕсене тав турĕ. Чи хастаррисене Тав хучĕ парса чысларĕ.
Димитровград хули пуçлăхĕн çумĕ И.В. Баканова Акатуя йĕркелекен кашни хастара Тав хучĕ парса хавхалантарчĕ.
Районти нумай ачаллă çемьесене те тимлĕ-хсĕр хăвармарĕç. Тав хучĕпе Тимирзинсен, Лейкинсен, Паршинсен, Ялмакинсен, Петровсен, Тойгильдинсен çемйисене чысларĕç. Усламçăсенчен çак чыса Смальковсен çемйи тивĕçрĕ.
УОЧНКА ертӳçи О.Н. Мустаев вырăнти культура лавне туртса пыракансене ырă сăмахсем каласа сцена çине чĕнчĕ, Тав хучĕ парса чысларĕ. Вырăнти культура вучахне упрас ĕçре нумай çул вăй хуракан ентешĕмĕре – В.И.Чигакова – тĕрĕллĕ шупăр тăхăнтартрĕ.
-Çак шупăр ăруран ăрăва куçса пытăр,- терĕ Олег Николаевич çирĕп сывлăх сунса.
Концерт программине Димитровградри çамрăксен «Антел» халăх ташă ушкăнĕ (ертӳçи - Анна Тельникова), «Шăпчăксем» халăх юрă ушкăнĕ (ертӳçи Светлана Кочнева), Эврелĕнчи «Телей» ансамбль (ертӳçи Петр Улюкин), Çĕнĕ Малăкларан килнĕ «Пилеш» (ертӳçи Ирина Иванюкова) юрă ушкăнĕ тăсрĕç. Олеся Ишпулаева пĕччен юрласа савăнтарчĕ.
Çав вăхăтрах ращара михĕпе сикессипе, шашкăлла выляссипе, пĕрене çинче тулли михĕпе пĕр-пĕрне çапса антарассипе, кĕрешессипе ăмăртусем пычĕç. Чи паттăр кĕрешӳçĕ автан çĕнсе илчĕ.
Районти ял тăрăхĕсем кил-çурт таврашĕн куравне йĕркеленĕ. Акатуя килнисене кукăль-пӳремеч таврашĕпе, кăпăклă сăрапа хăналарĕç.
УОЧНКАн вырăнти уйрăмĕн ертӳçи В.В. Киргизова уява йĕркелеме пулăшакансене, артистсене, спонсорсене пуç тайса тав турĕ.
Акатуй концертне Асамат» юрă ушкăнĕ вĕçлерĕ. Хаваслă юрăсен çемми янăранă май нумайăшĕ чăтса тăраймарĕ, ташă картине тухрĕ. Сасартăк витререн тăкнă пек çумăр ячĕ, анчах вăл та хăратмарĕ ташлакансене.
«Акатуйра çумăр çуни – тĕш-тырă ăнса пуласса!» - терĕç вĕсем савăнса.
 
: 604, Хаçат: 23 (1372), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: