Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ку уява Троицăччен юлашки шăматкун паллă тăваççĕ. Ĕлĕкрех ăна юлашки кĕçнерникун паллă тунă. Çавăнпа та чăвашсен Çимĕкĕ вырăссен Троиципе пĕр кун килнĕ. Çак куна хăш-пĕр тĕлте «виле тухнă кун» теççĕ.
Çимĕк тĕлне чăвашсем пӳремеч пĕçернĕ, çăмарта хĕретнĕ, сăра вĕретнĕ. Мунча хутса кĕнĕ. Кăнтăр тĕлнелле ял халăхĕ таса тум тăхăнса, çимелли-ĕçмелли йăтса масар еннелле утнă. Тăванĕсен вилтăпри тавра пуçтарăнса илсе килнĕ апат-çимĕçе кăларса хунă. Малтан вилтăприсем çине хуçа-хуçа хунă, сăра ярса панă.
 
Атте-анне (ытти вилнисен ячĕсене те асăннă), сана икерчĕ хыватăп,
Умăнта пултăр – пил ту.
Атте-анне, сана пӳремеч хыватăп,
Умăнта пултăр – пил ту.
Çапла каласа кашни апата вилтăприсем çине хурса тухнă. Сăмахĕсене çапла вĕçленĕ:
Ачасене пехиллĕхне пар,
Выльăх-чĕрлĕх услăхне пар.
Йăмăксене, тăвансене, тетесене,
инкесене, ачамсене, шăллăмсене
пил ту, пахиллĕхне пар!
Пĕлнисене те, пĕлменнисене те,
тăлăхсене те, çулта вилнисене те,
шыва кайса вилнисене те, вĕлернисене те –
– пурте умăнта пулччăр.
Пил ту, пехиллĕхне пар!
 
Кайран хăйсем ларса асăнса çинĕ.
Пушкăртри Çтерлĕ районĕнчи чăвашсен çакăн пек йăла-йĕрке пулнă. Масар çинчен таврăннă чух халăх алла-аллăн тытăнса, карталанса ял тавра виççĕ çаврăннă. Ку йăлана «вăрăм тутăр» тенĕ. Кайран ял варрине пухăнса ирччен ташланă, савăннă, юланутсемпе ăмăртнă.
Чăваш Енри Элĕк районĕнчи Урпаш ялĕнче Çимĕк кунĕ ярмăркка ирттернĕ. Уяв пулмалли лапама малтан чечексем сапаласа илемлетнĕ, каç енне ташша тухнă. Чăвашсен çакăн пек каларăш пулнă: «Çимĕкре ташламасан çулталăкĕпех чирлетĕн».
Каçхине Турă кĕтессинче çурта çутнă. Сĕтел çине апат-çимĕç кăларса хунă, ваттисене асăннă. Çимĕк каçĕ тĕлне 41 тĕрлĕ курăк пуçтармалла пулнă, вĕри шывра пăшăхлантарса сиплĕ шывпа ӳт-пĕве çумалла пулнă. Вара этем çулталăкĕпех чир-чĕр мĕнне пĕлмен.
Мари халăхĕ ваттисене асăннă кун сарлака савăт çине ĕçме-çиме хунă, хĕррине виçĕ çурта лартнă та леш тĕнчери «пуçлăха» (киямат тора), унăн пулăшаканне (киямат савус) тата вилнисене хăналанă. Çимĕк хыççăн тепĕр икĕ эрнерен, тырă пулма тытăнсан (вăл хăш чух июлĕн 12-мĕшĕнче – Питравкка кунĕ килнĕ), чӳк ирттернĕ. Кунта юрласа ташламан.
Мари халăхĕ ку йăла-йĕркене Сюрем е Касо тенĕ. Ăна çулталăкра икĕ хут ирттернĕ. Ун умĕн виçĕ кун типĕ тытнă – ĕçмен, туртман. Сюремĕн тепĕр кунне арçынсем юланутсем çине ларнă та аллисене пушă, тукмак таврашĕ тытса кăшкăра-кăшкăра ялтан усалсене хăваланă.
 
: 212, Хаçат: 23 (1372), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: