Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Çинçе» сăмаха çĕр пĕтĕленсе йывăрланнă пулăмпа çыхăнтараççĕ. Тыр-пул акса пĕтернĕ хыççăн канлĕ вăхăт 2-3 эрне тăсăлнă.
Вăл уяв мар, çураки вĕçленĕ хыççăнхи, кĕрхи ыраш пучахĕсем чӳ-хене пуçласан ирттерекен йăла-йĕрке. Ăна июнĕн 19-мĕшĕччен паллă тунă.
Ĕлĕк-авал календарьти йăла-йĕ-ркене ватăсем хытă йĕрлесе пынă. Кун тăршшĕ 17 сехете çитсен ватăсем мĕнпур яла Çинçе тытăнни пирки пĕлтернĕ.
Çинçе вăхăтĕнче çынсем çутă тумпа çеç çӳренĕ. Çутă мар тум тăхăннисене шывпа сапнă.
Çинçе вăхăтĕнче ним патне те ытлашши пырса перĕнмен: çамрăк хунавсене, кайăк-кĕшĕке, чĕпĕ таврашне сиенлесрен шикленнĕ. Çак вăхăтра çĕр чавма, кĕпе-йĕм çума юраман. Пулă тытма, пушăт касма, вăрман ĕçлеме юранă. Ача-пăчана хӳме çине улăхма, шавлă выляма, шăхăрма, кулма чарнă.
Мĕнле-тĕр сăлтавпа пуçтарăнсан ерипентерех ташланă. Тăпăртатма, кăшкăрса такмак калама юраман. Кăнтăрла вучах чĕртмен. Каç енне çеç йывăçпа йывăçа сăтăрса çĕнĕ вут чĕртнĕ, пăтă пĕçерсе ваттисене асăннă. Уяв 8-12 куна тăсăлнă.
Пурăнакиле чăвашсен пурнăçне чиркӳ йĕрки кĕнĕ. Çак вăхăтра ирттерекен уй чӳкне (Учӳк) пачăшкăсем хутшăнни те паллă. Вĕсем шăркана ларнă ыраш е ытти ана тавра турăшсем çĕклесе утнă.
 
Вăййа тухатчĕç
Пирĕн ӳсĕмре Çĕнĕ Упи çамрăкĕсем çурхи вăййа тухатчĕç. Ăна малти утарта ирттеретчĕç. Хитре тумланса, ушкăнăн-ушкăнăн пуçтарăнса вăйă иртекен вырăна утатчĕç, сăвă калатчĕç, вăйăсем вылятчĕç. Сĕм çĕрле вара килĕсене саланатчĕç. Килнĕ пекех каялла та ушкăнпа утатчĕç, çула май юрă юрлатчĕç:
 
Çеçенхир варринче шур юр çунă,
Çырла çеçки чечекĕ епле-ши/
Ай-хай, çамрăк пĕвĕм, хура куçăм,
Кам куçĕнчен пăхмашкăн ӳсрĕн-ши/
 
Утçă лайăх тесе çула ан тух,
Сар ылтăн пек пуçна çухатăн.
Чĕре савман çынна, тусăм, ан кай,
Ĕмĕрлĕхе хăвна çухатăн...
 
Шурă юр çăвать, пушмак путать,
Шурă пурçăн пиçиххи кам çыхать/
Каласамччĕ, тусăм, чăн тĕрĕсне –
Санăн чуну кама пит савать/
Манăн чунăм сана-çке савать.
 
Хура вăрман хыçне шур юр çунă,
Хура сăсар тухса йĕр хывнă.
Хура сăсар йĕрĕсене ман йĕрлес çук,
Атте-анне хушнинчен иртес çук.
 
Хăш чухне киле таврăннă чухне пикесем витресене шыв тултаратчĕç, шывла вылятчĕç, витрепех пуç тăрăх яратчĕç.
Пĕр-пĕрне юратакан каччăсемпе хĕрсем мăшăрăн-мăшăрăн уйрăлса каятчĕç.
 
Ульяновск хули.
 
: 165, Хаçат: 23 (1372), Категори: Йăла-йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: