Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр ертсе пыракан ушкăн Мускавра иртнĕ нанотехнологисен тĕнчери форумне хутшăннă. Делегаци йышне регионти правителство председателĕн пĕрремĕш çумĕ Владимир Козин тата экономикăна аталантарса модернизацилекен департамент директорĕ Александр Смекалкин кĕнĕ.Регион пуçлăхĕ “РОСНАНО” правленин председателĕн çумĕсемпе Андрей Малышевпа тата Андрей Свинаренкăпа тĕл пулнă. Ульяновскра нанотехнологи центрĕ уçмалли пирки калаçнă. Ку йышши центра 2012 çулта туса пĕтермелле. Вăл приборостроенипе радиоэлектроника, çĕнĕ пахалăхлă материалсем тата ядерлă технологи тата унăн медицинăри витĕмĕ енсемпе аталанмалла.
Центра хута ямалли инвестици калăпăшĕ 1 миллиард та 277 миллион тенкĕ.
“РОСНАНО” пуçлăхĕсемпе Сергей Морозов Ульяновскра онкологи чирĕсене тупса палăртмалли тата сиплемелли центр уçасси пирки калаçнă.
Кĕпĕрнаттăр “Внешэкономбанк” директорĕпе Владимир Дмитриевпа тĕрлĕ инвестици проекчĕсене укçа (кивçен те) парасси, Вĕрентӳ министрĕпе Фурсенкăпа вĕрентӳçĕсене ĕç укçи ӳстерсен, ача сачĕсем тăвасси пирки калаçнă.
 
: 1071, Хаçат: 44 (1136), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: