Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕртмен 11-мĕшĕнче Ульяновскра 27-мĕш хут область шайĕнчи Акатуй иртрĕ. Авалхи несĕлĕмĕрсен çураки хыççăнхи уявне паллă тума чăвашсем Çĕнтерӳ паркĕнче пуçтарăнчĕç.
Парка кĕнĕ çĕртех илемлĕ чăваш тумĕ-пе капăрланнă яш-кĕрĕм, вăтам тата аслă çулсенчи хĕрарăмсемпе арçынсем чăваш юррине шăрантарчĕç, вуниккĕлле çаптарса ташларĕç. Кăçалхи Акатуя 30 яхăн ансамбльпе уйрăм артистсем килсе çитнĕ, çав шутра Мурманск, Самар, Сарă ту, Ăремпур, Ульяновск облаçĕсенчен, Чăваш тата Тутарстан Республикисенчен.
Парк хапхи умĕнче Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов пуçтарăннă халăха уяв ячĕпе саламларĕ, Чĕмпĕр Ен улăпĕсене – УОЧНКА председательне Олег Мустаева, строительсен «ИнвестройМ» компанийĕн тĕп директорне Владимир Федорова тата Чăнлă районĕнчи УОЧНКА уйрăмĕн председательне Анатолий Узикова шупăр тăхăнтартрĕ.
Унтан мĕнпур халăх – Акатуя савăнтарма килнĕ артистсемпе уява савăнма килнĕ чăвашсем – пĕр колоннăна тăрса тĕп сцена еннелле утрĕ. Вĕсене Акатуй пуçĕпе хаклă хăнасем ертсе пычĕç. Тĕп сцена патне çитме çул çывăх пулмарĕ, мĕншĕн тесен вăл ипподром патĕ-нчех вырнаçнă.
Кăçалхи Акатуя чаплă хăнасем чылай килсе çитрĕç: РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Сергей Морозов, Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ Анатолий Бакаев, Ульяновск мэрĕ Сергей Панчин, регионти искусствăпа культура политикин министрĕ Татьяна Ившина, Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан Константин Яковлев, ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, облаçри ытти халăхсен автономи председателĕсем, Ульяновск Хула Думин депутачĕсем. Вĕсене Ульяновск районĕн делегацийĕ çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ.
Акатуя уçса пĕрремĕш салам сăмахне Сергей Морозов каларĕ.
-Эпĕ сире регионти влаçран, хам ятран тата хамăн пысăк çемье ятĕнчен чун-чĕререн авалхи чăваш уявĕ ячĕпе саламлатăп. Куратăп, çулсерен Акатуя халăх нумайрах пухăнать, ачасем йышлă. Ку вăл Акатуй чун тата çемье уявĕ пулнине, пирĕн халăх çĕр ĕçченне хисепленине çирĕплетет, - терĕ.
Сергей Иванович чăвашсем пур çĕрте те малта пынине, регион аталанăвĕшĕн пысăк ĕç тунине палăртрĕ. Халăхсен туслăхне çирĕплетес ĕçре тăрăшакан кĕпĕрнаттăр канашлуçине Владимир Сваева, «Наци ялне» çĕклекен тата Ульяновска ача-пăча поликлиники парнелекен Федоровсен çемйине тав турĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕсене – Е.А. Долгована (Ульяновск районĕ, Теччĕ) РФ ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне, В.А. Михайлова (Мелекесс районĕ, «Аппаково» хуçалăхăн директорĕ) Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн Тав çырăвне парса чысларĕ.
Çаплах кăçал пĕрремĕш класа каякансене – Анна Марынкинана, Дарья Варнакована, Дмитрий Ефимова парнесем пачĕ.
Анатолий Бакаев салам сăмахĕсем хыççăн: «Чăваш халăхĕ ырă пулнипе çанталăк та ăшăтса ячĕ», - терĕ. Виçĕ ачана шкула каймалли хатĕрсем парнелерĕ. Анатолий Аксаков УОЧНКАна РФ Патшалăх Думин символĕпе ятарласа кăларнă сехет парнелерĕ.
-Пирĕн çĕршыв нумай нациллĕ пулнипе вăйлă. Чăвашсем çĕршыва çĕкленĕ çĕрте нумай ĕçлеççĕ. РФ Патшалăх Думинче те чăвашсем пуррине, эпир сирĕншĕн ĕçленине асра тытăр, - терĕ.
Константин Яковлев ЧР элтеперĕн Михаил Игнатьевăн салам телеграммине вуласа пачĕ. Халăх культурине аталантарас ĕçе кашни чăваш хутшăнмаллине каларĕ, В.В. Софронов, А.П. Альмяшкин, В.В. Крлыков усламçăсене, З.П. Портнована (Сăр районĕ, Архангельскинчи вулавăш ĕçченĕ) Хисеп грамотипе чысларĕ.
ЧНК президенчĕ Николай Угаслов Çĕр çинчи мĕнпур чăваш ячĕпе саламларĕ, чăваш халăх йăли-йĕркипе культурине аталанма пур майсем те туса панăшăн тав туса, чăваш халăхĕн чи çывăх тусĕ тесе хисеплесе Ульяновск область правительствин председательне Сергей Морозова шупăр тăхăнтартрĕ. Вăл Н.Г. Новоселец модельера, Г.Т. Антонова (Тереньга районĕн автономи председателĕн çумĕ), В.А. Коваленкăна («Сăрнай» ансамбль ертӳçи), Н.М. Туркована (Нацисен культурисене аталантаракан центр директорĕ) ЧНК Хисеп хучĕпе чысларĕ.
УОЧНКА председателĕ О.Н.Мустаев çапла каларĕ:
- Акатуй чи сумлă уявсенчен пĕри, ăна Чĕмпĕр çĕрĕ çинче пин-пин çул каялла пурăннă мăн асаттесемех ирттернĕ, пирĕн облаçра ăна 27-мĕш хут йĕркелетпĕр. Хамăр регионта эпир пĕрремĕш Акатуя 1989 çултах ирттертĕмĕр, ытти çĕрте вăл ĕçпе юрă уявĕччĕ. Эппин, хальччен упраннă пурлăх-пуянлăх вилсе выртма пултараймасть ыран! Тавтапуç область правительствине пире пулăшса пынăшăн!
Тĕп сцена çинче Акатуя кăçалхи уявра савăнтаракан тĕп хăнасем – Чăваш Республикинчи Канаш районĕнчи артистсем пулчĕç. Сиккасси ялĕнчи халăх ансамблĕ илемлĕ юрă-ташăпа уçрĕ, «Алран кайми аки-сухи» гимна мăнаçлăн юрларĕ. Шупашкартан килсе çитнĕ профессиллĕ ушкăнсем – «Суварята», «Дуняша фри-стайл», «Çеçпĕл», Вячеслав Христофоров ертсе пыракан «Янра, юрă» – уява тăсрĕç.
Акатуйра çаплах Тольяттири «Телей» халăх ансамблĕ, Самарти «Хĕвел» ушкăн тата Антонинăпа Татьяна Сашина пĕртăвансем, Мурманск облаçĕ-нчи Мончегорск хулинчи «Тăвансем» ушкăнри Олег Константиновпа Татьяна Чернова юрăçăсем, Тутарстанри Пăва районĕнчи «Уяв», Мелекесс районĕнчи «Телей», «Савăнăç», Чăнлă районĕнчи «Укăлча», «Хавас», «Уйсас» ушкăнсем, Вешкайма районĕнчи «Çăлкуç», Кăлаткăпуç районĕнчи «Çуркунне», Павловка районĕнчи «Палан», Ульяновск районĕ-нчи «Ĕмĕт», Чартаклă районĕнчи «Çăлкуç», Çĕнĕ Малăкла районĕнчи «Илемпи», Тереньга районĕнчи «Хĕрачасем», Майна районĕнчи «Соловушка», Ульяновск хулинчи «Сăрнай», «Эревет» ушкăнсем тата наци тумĕсене кăтартакан «Этника» модель ушкăнĕ, Людмила Пасичная, Нина Яковлева уйрăм юрăçăсем куракансене юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Концерт пынă вăхăтра С.И. Морозова Канаш районĕн чăваш кил-çуртĕнче кĕтсе илчĕç, кăпăклă сăрапа, шăрттанпа хăналарĕç. Канаш районĕн администрацийĕ ятарласа Чăваш Республикин пĕчĕк карттине парнелерĕ. Малалла область правительствин председателĕ Кĕрешӳ тата «Наци ялĕнчи» чăваш кил-çурт таврашне кайса курчĕ.
Акатуй шавлă иртрĕ. Тĕп сцена çумĕ-нче суту-илӳ хастар пычĕ. Шупашкартан килнĕ Зинаида Воронова ал ăстин, Çĕнĕ Улхашри Татьяна Серебрякова ĕçĕсен куравĕсем ĕçлерĕç. Çакăнтах регионти кашни район чăваш кил-çурчĕпе картишне майлаштарса лартнă. Кил-çурт таврашне кашниех ĕлĕкхи йăласене асра тытса илемлетнĕ. Тĕслĕхрен, Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен кил-çуртĕнче авалхи пурнăç палăрчĕ: ĕлĕкхи тум тăхăннă хĕрарăмсем, ĕç хатĕрĕсем, çăкăр пĕçермелли çăнăхĕ те такана çинче хатĕр тăрать. Сĕтелĕ хуплу-куклипе, турăх-хăймипе, сăри-эрехĕпе, техĕмлĕ чейĕпе туллиехчĕ. Кăмăл тăвакансем тутанса пăхма пултарчĕç. Кил хуçисем хăнасене юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç.
Ача-пăча АкатуйĔ
Акатуй хăнисемшĕн тĕрлĕ лапамсем ĕçлерĕç. Чи кĕçĕннисем «Ача-пăча Акатуйĕ», «Наци вăййисем», «Пĕчĕк çăлтăр», «Чăваш ачи, сассуна пар» сценăсем çинчен халăха савăнтарчĕç.
- Облаçри чи ăста ачасемпе çамрăксем нумай çын умĕнче хăйсем юрлама-ташлама пултарнине кăтартса пани – паха пулăм, – терĕç Чĕмпĕр ачисен пултарулăхĕпе киленсе тăнă паллă чăвашсем, Акатуя Шупашкартан килсе çитнĕ хăнасем, культурăпа ӳнер институчĕн доценчĕсем Зинаида Вороновапа Раиса Васильева. – Чăваш тумĕпе, капăрлăхĕпе пурте вĕсем илĕртӳллĕ. Сассисем уçă, кăмăлĕсем хĕвел пек çутă. Çамрăк ăрушăн кулянмалли çук чĕмпĕрсен. Вĕсем аслисен шанăçне тӳрре кăлараççех. Вĕсемпе ĕçлекен вĕрентӳçĕсене, музыка ĕçченĕсене тăрăшулăхшăн таймапуç. Мĕн тери пысăк та сăваплă тивĕç-çке вăл ачасемпе ĕçлесси! Тĕрĕссипе вара, эпир паянхи уявпа питĕ кăмăллă. Пултаратăр эсир, чĕмпĕрсем!
Светлана Трубочникова-Карапо лова ертсе пынă «Чăваш ачи, сассуна пар» лапам регионти пур районтан та килнĕ чи маттур ачасене тата ушкăнсене пĕрлештерчĕ. Кăçалхи Акатуйра савăнма-кулма чăннипех те чи маттуррисем, чи хастаррисем тивĕçрĕç. Вĕсемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ, пултарулăх ертӳçисем сцена патĕнчен пăрăнма пĕлмесĕр тăчĕç. Аслисем ытти куракансемпе пĕрле чаплă концерта тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Алевтинăпа Владимир Грузинсем ертсе пыракан «Ача-пăча вăййисем» лапам Акатуя хутшăннă чи пĕчĕк хăнасен юратнă вырăнĕ пулса тăчĕ. Уйрăмах наци вăййисем кăсăклантарчĕç шăпăрлансене. Тăраниччен ăмăртма, выляма-кулма, савăнма вăхăт уявра самай пулчĕ. Хăшĕсем пур тупăшăва та хутшăнма тăрăшрĕç, ăмăртсах вăй виçрĕç. Черете тата та тата тăчĕç. Çĕнтерӳçĕсене асăнмалăх парнесем парса хавхалантарни кăмăлĕсене пушшех те çĕклерĕ. Владимир Владимирович чăн-чăн спорт уявĕ йĕркелени ку лапам патĕнче тахçанччен савăнăçлă шав тăни, ачасем килĕсене çĕкленӳллĕ кăмăлпа таврăнни çирĕплетрĕ.
«Кала, хуткупăс!» конкурс
Ку конкурса хуламăрти 55-мĕш шкулта чăваш чĕлхине илсе пыракан вĕрентӳçĕ Светлана Марышева ертсе пычĕ. Хуткупăс калассипе сакăр арçын ăмăртрĕ: Семен Теби, Владимир Лянкин, Николай Фролов, Виктор Тягусев, Петр Яковлев, Петр Романов, Петр Афиногентов, Евгений Сеслюков. Купăсĕ-сем пĕринчен тепри илемлĕрех.
Пĕрин хыççăн тепри хатĕрлесе килнĕ кĕввисене шăрантарчĕç. Купăс сассипе такмакçăсем, ташлама юратакансем пуçтарăнчĕç. Картана тăрса такмакласа çаптарчĕç.
Купăсçăсенчен чи ăста калаканнине суйласа илме питĕ йывăр пулчĕ ертӳçе. Пĕрремĕш вырăна Евгений Сеслюков тивĕçрĕ, иккĕмĕшне – Виктор Тягусев, виççĕмĕшне – Петр Яковлев. Вĕсене шĕлепкесем парнелерĕç. Ыттисене те пушă алăпа ямарĕç – кашнине парне парса савăнтарчĕç.
КĔрешӲ
Кунта чăн-чăн паттăрсем вăй виçрĕç. Чăваш кĕрешĕвне кĕпĕрнаттăр тивĕçне вăхăтлăха туса пыракан Сергей Морозов та пырса курчĕ.
65 килограмм таякансен хушшинче пĕрремĕш вырăна Павел Федоров çĕнсе илчĕ, иккĕмĕшне – Андрей Эльмуков, виççĕмĕшне – Никита Тимашев.
75 килограмм таякансен хушшинче чи паттăрри Алексей Чугунов пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна Сергей Чугунов, виççĕмĕшне Алексей Сандркин тивĕçрĕç.
85 килограмм таякансен хушшинче пĕрремĕш вырăна – Александр Кшановский, иккĕмĕшне – Евгений Михайлов, виççĕмĕшне – Александр Кузнецов çĕнсе илчĕç.
Акатуй парнишĕн – такашăн – пынă кĕрешӳре Никита Фадеев çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăна Денис Сетнеров, виççĕмĕшне Сергей Устимов йышăнчĕç. Вĕсене укçа парса чыс турĕç.
Кире пуканĕ йăтассипе ултă паттăртан Евгений Михайлов çĕнтерчĕ. Вăл ăна 86 хут çĕклесе абсолютлă чемпион пулса тăчĕ.
Чупу
Çав вăхăтрах ипподромра чупу иртрĕ. Виçĕ тапхăрпа ăмăртрĕç. Кашни тапхăрта виçĕ юланутçă чупрĕ. Çĕнтерӳçĕсем хаклă парнесене тивĕçрĕç.
 
: 475, Хаçат: 24 (1373), Категори: Акатуй

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: