Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Облаçри паллă çын, кĕрешӳçĕ тата тренер, Аслă Нагаткинта пурăнакан Борис Чернов çак кунсенче 60 çул тултарчĕ. Ун ячĕ Раççейĕпех те сарăлнă. Вăл 30 çул ытла ĕнтĕ çамрăксене ирĕклĕ кĕрешĕве явăçтарать, ун вăрттăнлăхĕсене вĕрентет.
Юбилей тĕлне Борис Алексеевич спорта юратакансене хăй ячĕпе иртекен ирĕклĕ кĕрешӳ ăмăртăвне пуçтарчĕ. Турнир Аслă Нагаткинти технологи техникумĕн спортзалĕнче иртрĕ. Унта пилĕк регионтан – Чăваш, Тутар, Удмурт, Мордови Республикисем, Ульяновск облаçĕ – тăхăр команда хутшăнчĕ. Кавир çинче 80 ытла çамрăк вăй виçрĕ, çав шутра хĕрачасем те.
Б.А.Чернов Çĕпрел районĕнчи Куршанкă-Шăхаль ялĕнче (Тутарстан) çуралнă. Çакăнта вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн Ижевскри ялхуçалăх институтне пĕтернĕ. Çак тапхăрта вăл кĕрешӳре пĕрремĕш утăмсем тăвать, спорт маçтăрĕн кандидачĕ шайне çити хăпарать. Удмурт Республикин тата Ульяновск облаçĕн чемпионĕ пулса тăрать. 1976 çулта Б.Чернов Раççейри «Урожай» спорт обществин Иркутскра иртнĕ зона ăмăртăвĕнче 3-мĕш вырăна тухать.
Диплом илнĕ хыççăн вăл кăштах Удмурт Республикинче вăй хурать,1980 çулта вара Аслă Нагаткинти сысна самăртакан комплекса килсе зооинженера вырнаçать. Производствăра тăрăшнипе пĕрлех ăна чун туртăмĕ ачасене кĕрешме вĕрентме хистет, çак ĕçе вăл тăватă çул обществăлла майпа туса пырать. Çапла майпа вăл районта кĕрешӳ тытăмне пуçарса ярать.1984 çулта вара пуçĕпех кĕрешӳ тĕнчине кĕрсе ӳкет: ача-пăча спорт шкулĕн аслă преподавателĕ пулса тăрать, тренер ĕçне кӳлĕнет. Паян та çак ĕçре вăл. Вăтăр çул ытла Чăнлă районĕн кĕрешӳçисен командин аслă тренерĕ пулса Борис Алексеевич пилĕк спорт маçтăрĕ (вĕсен хушшинче хăйĕн ывăлĕ – Иван), 60 ытла спорт маçтăрĕн кандидачĕ тата 100 ытла 1-мĕш разрядлă кĕрешӳçĕ хатĕрленĕ. Унăн чи çӳллĕ хăпарнă воспитанникĕ вара – тĕнче класлă спорт маçтăрĕ Инна Тражукова (Ирçел ялĕнче çуралнă), вăл темиçе хут Раççей чемпионки пулнă, икĕ хут Европа чемпионатĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Хальхи вăхăтра вăл кăçал Рио-де-Жанейрăра иртекен Олимп вăййисене кайма Раççейĕн ытти кĕрешӳçисемпе путевкăшăн тупăшать. Паян Б.Черновăн тепĕр вĕренекенне Анна Краснована Раççей сборнăйĕн йышне кĕртнĕ. Вăл темиçе хут ют çĕршывсене кайса ăмăртса çӳрерĕ ĕнтĕ. Халĕ хĕрача Европа шайĕнчи турнира хатĕрленет.
Аслă Нагаткинта кĕрешӳ залне уçма та мĕн чухлĕ вăйне, укçи-тенкине, вăхăтне шеллемен-ши Борис Алексеевич! Халĕ унта 150 ытла çамрăк спорта явăçать. Тренершăн çакă – чи хакли! Ун пурнăçне ачасене, кĕрешĕве панă пурнăç тесе хаклама пулать. Мĕн чухлĕ çамрăка тĕрĕс çул çине тăратнă вăл, тĕрĕс воспитани пама тăрăшнă, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарнă!
Б.А.Чернов хăйĕн кулленхи тăрăшуллă ĕçĕшĕн «Пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн Хисеплĕ ĕçченĕ», «Чăнлă районĕн Хисеплĕ çынни» ятсене тивĕçнĕ. Çаплах ăна ВДНХ бронза медалĕпе те наградăланă.
Турнира уçнă вăхăтра юбиляра саламлакансем йышлăн пулчĕç. Аслă Нагаткина Мускавран тĕнче чемпионки, Олимп вăййисен кĕмĕл медальçи, Раççей сборнăй командин аслă тренерĕ (хĕрачасен) Алена Карташова килни те турнира пысăк шая хăпартать. Вăл Б.Чернова Раççей кĕрешӳ федерацийĕн Тав çырăвне парса чысларĕ. Çаплах Чăнлă районĕн социаллă аталану пайĕн ертӳçи Анатолий Узиков, РОНО пуçлăхĕ Николай Левендеев, Удмурт Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Гаврилов (Ижевск), Атяшевăран (Мордови) килнĕ Дмитрий Горбунов, Ульяновскран килнĕ спецназ ветеранĕ Алексей Вражкин подполковник, Ульяновск область кĕрешӳçисен аслă тренерĕ Игорь Левахин, Чăнлă районĕнчи пограничниксем тата ыттисем юбиляра саламласа ырă сăмахсем каларĕç, парнесем пачĕç. УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев тата Кĕрешӳ федерацийĕн президенчĕ Виталий Софронов та чăваш общественноçĕ ятĕнчен саламласа ăна укçан парне тыттарчĕç.
Турнирта кашни виçе категорийĕ-нче кĕрешсе çĕнтерекенсене тата призерсене медаль, кубок, парне парса чысларĕç. Командăсем хушшинче пирĕн облаçăн çамрăк спортсменĕ-сем мала тухрĕç.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 538, Хаçат: 24 (1373), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: