Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнтерӳ уявĕ кĕрлесе иртрĕ. Уяв çулра-çул вăй илсе пырать. Малтанхи çулсенче парадсенче медальсемпе орденсем çакнă вăрçă ветеранĕсем çеç утатчĕç пулсан юлашки икĕ çул вĕсен çумне «Вилĕмсĕр полк» хутшăнчĕ. Çĕнтерӳ кунĕнче вăл Раççейри тата ытти нумай çĕршывăн ял-хула урамĕсене тултарчĕ. Ветерансен ачисемпе мăнукĕсем вĕсен сăнĕсене йăтса урамсем тăрăх мăнаçлăн утни кашнин чĕрине çĕклентерет, пăлхантарать.
Вăрçă чарăннăранпа 71 çул çитрĕ. Апла пулин те эпир Çĕнтерӳ кунĕнче вăрçă хирĕнче пуçне хунисене, таврăнсан суранĕсене пула ачисене ӳстерсе ура çине тăратаймасăрах çĕре кĕнисене асăнса куççульпе йĕретпĕр. Манăн атте- Никита Разумов - вăрçăччен Горький хулинчи Сормово заводĕнче слесарьте, кайран токарьте ĕçленĕ. Вăрçа ăна çав хуларанах 1942 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнче илсе кайнă. Вăл 2-мĕш Украина фрончĕн 6-мĕш арттиллери полкĕнче артмастерта çапăçнă. Темиçе хут аманнă, контузи пулнă. Аслă сержант званипе вăрçăран 1945 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче тин таврăннă. Вена, Будапешт, Бухарест, Варшава, Берлин хулисене ирĕке кăларнăшăн тивĕçнĕ медалĕсем халĕ те аннен кивĕ арчинче упранаççĕ. Унăн тата нумайччĕ, анчах эпир вĕсене ача чухне выляса çухатса пĕтернĕ. Мĕншĕн тĕплĕнрех пытарса хуман-ши вĕсене ун чух/
Атте 35 çулта авланса аннепе виçĕ хĕр тата тăватă ывăл çуратнă. Çиччĕмĕш ачи - Саша çуралнă чухне атте самаях чирлĕччĕ. Урине аран-аран куçаркалатчĕ. Чĕри ыратнипе кашни çур сехетре им-çам параттăмăр. Çав-çавах вĕсем аннепе иккĕшĕ пысăках мар йывăç çурт лартма пултарчĕç. Вăл вăхăтра патшалăх ветерансене пĕр пус та пулăшу паман – сывă-и вăл, е чирлĕ-и/
Эпĕ астăвасса, атте ялти клубри Çĕнтерӳ уявĕнче пĕрре çеç пулайрĕ. 1965 çулта. Çав çул шăпах Совет Союзĕн Геройĕ Алексей Маресьев летчик сĕннипе ЦК КПСС генеральнăй секретарĕ Л.И. Брежнев Аслă вăрçăра çĕнтернĕренпе 20 çул çитнине уявлама хушу кăларнă. Çавăнтан кашни çул Çĕнтерӳ кунне канмалли тесе палăртнă.
Астăватăп ха, майăн 9-мĕшĕнче атте кивĕ гимастерка çухин шал енне шурă нашивка çĕлесе тăхăнчĕ (вăрçă вăхăтĕнчи пек ĕнтĕ), тĕкĕр умне тăрса медалĕсене çакрĕ, авăнса тăракан çӳçне пӳрне вĕçĕпе пĕтĕрсе хурса савăнăçлă кăмăлпа клуба тухса утрĕ. Ку унăн пĕрремĕш тата юлашки уявĕ пулчĕ. 1968 çулта – 57 çулта - вăл çĕре кĕчĕ. Кĕçĕнни тăватă çулта çеçчĕ-ха ун чух. 45-ри анне çичĕ ачапа тăрса юлчĕ. Урăх качча каймарĕ. Ывăлĕсемпе хĕрĕсене вĕрентсе лайăх воспитани пама тăрăшрĕ. Хăй колхоз пăрăвĕсене пăхрĕ, хăмла çинче пилĕкне аврĕ.
Атте пирĕн ăста платникчĕ, каменщикчĕ. Ял-ял тăрăх кăмака купаласа çӳретчĕ. Колхозри мĕнпур ĕне фермин юписене атте купаларĕ.
Тăхăрвуннăмĕш çулсенче утмăлтан иртнĕ анне кирпĕчрен çурт лартма шутларĕ. Кивĕ çуртăн аялти ăвăс пĕренисем çĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Турпаспа (ăна атте ятарлă станокпа кăларчĕ) витнĕ пӳрт тăрри те шыв яратчĕ. Анне вăрçă ветеранĕн арăмне пулăшу памĕç-ши тесе ял администрацине пулăшу ыйтма кайнă.
-Çук, пулăшаймастпăр. Сирĕн пек тăлăхсем пирĕн пайтах. Пĕрне пулăшсан – тепри ыйтĕ,- тенĕ.
Анне хурланса киле таврăннă. Аттен йăмăкне йĕре-йĕре каласа панă. Лешĕ манăн тетен «хăлхине кĕртнĕ». Ку тĕле анне тăватă ачине туйпах мăшăрлантарма ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Тете анне патне кайнă та: «Анне, ан кулян, хамăр вăйпах лартатпăр çурта»,- тенĕ. Çапла эпир - хĕрĕсемпе ывăлĕсем, кĕрĕвĕсемпе кинĕсем - пуçтарăнса аннене хĕрлĕ кирпĕчрен çурт лартса патăмăр.
Атте вилнĕренпе кăçал 48 çул çитрĕ. Анне çĕре кĕни те 14 çул пулать. Эпир те – унăн ачисем ватăлса пыратпăр. Кĕçĕнни те 52 çулпа пырать. Ялта пурăнакан тетене атте вырăнне хурса хисеплетпĕр. Эпир çеç мар, ял халăхĕ те. Вăл тăрăшнипе ялти кивĕ клуб вырăнĕнче парк ӳссе ларчĕ. Унта вăл Паллă мар салтака асăнса палăк лартрĕ. Çĕнтерӳ 70 çул çитнĕ тĕле паркăн икĕ енĕпе вăрçăра пуçĕсене хунă ентешсен кашнин хушаматне гранит çине çырса хучĕ. Орденсемпе медальсене тивĕçнисен сăнӳкерчĕкĕсенчен пысăк стенд турĕ. Ăна тимĕр чеканкăсемпе илемлетрĕ. Çак пĕчĕк мемориала уçма район администрацийĕ те хутшăннă.
Пирĕн районти ветерансен канашĕ (Чăваш Ен, Етĕрне районĕ) кăçал вăрçă ветеранĕсен вилтăприсем çине çăлтăрлă палăксем (тăванĕсем ыйтнипе ĕнтĕ) лартасси пирки пĕлтернĕ. Манăн тете çакна илтсен аттен вилтăпри çине те лартасчĕ тесе заявлени пама кайнă. Тӳресем аттен сархайнă докуменчĕсемпе паллашсан:
- Нимĕнпе те пулăшаймастпăр. Сирĕн аçăр иртерех вилнĕ. 1970 çул хыççăн вилнĕ пулсан лартса панă пулăттăмăр,- тенĕ.
-Эпĕ тӳресен пӳлĕмĕнчен пуçăма усса тухрăм. Кăмăла темле хытарма тăрăшсан та куçăмран куççуль юхрĕ,- каласа парать пире тете. Апла пирĕн аттен айăпĕ – вăрçă суранĕсене пула вăхăтсăр çĕре кĕнинче...57 çултах вилмен пулсан вăл палăк çеç мар, паянхи ветерансем пек черетсĕр хваттер те илнĕ пулĕччĕ, хаклă санаторисенче тӳлевсĕр сипленĕччĕ. Анне пурăннă пулсан ăна та ветеран арăмĕ тесе хваттер уйăрнă пулĕччĕç. Апла айăпĕ çак куна пурăнса çитеймен пин-пин ветеранра хăйĕнче/ Çапла пулса тухать...
 
 
: 588, Хаçат: 25 (1374), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: