Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Елизавета Алексеевна Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте çуралнă. Вăта Тимĕрçенти вăтам шкула пĕтерсен хĕр Куйбышеври (хальхи Самар) медицина училищине вĕренме кĕрет. Аслă вăрçă çулĕсенче вĕренĕвне Воронежри патшалăх медицина институтĕнче тăсать. Ĕç биографине Ульяновскри спецполиклиникăра тытăнать. Çав вăхăтрах область пульницин наврологи уйрăмĕнче ординаторта вăй хурать. 1949 çултан çак уйрăма ĕçлеме куçать. Вунă çул вăй хунă хыççăн ăна хуламăрти 1-мĕш пульницана куçараççĕ. Елизавета Фу-
рашова çав çулах 30 койка лартмалăх неврологи уйрăмне уçать. Ну-
май çул çак уйрăма ертсе пырать. Унпа пĕрлех ăна хулари сывлăх сыхлавĕн уйрăмĕн тĕп тухтăрĕн тивĕçне шанса параççĕ. 1969 çулта ентешĕмĕре Ульяновскри 1-мĕш поликлиникăри неврологи уйрă-
мĕн заведующине çирĕплетеççĕ. Кунта Елизавета Алексеевна 90
çула çитичченех вăй хурать.
Хăй ĕçне юратакан тухтăр Ульяновскра 4 тата облаçра 2 районта неврологи уйрăмĕсем уçать, чирлисене сыватмалли çĕнĕ мелсене пурнăçа кĕртет. Вăл тăрăшнипе Ульяновскра тата районсенче чи малтан йĕппе тирсе сиплемелли 5 кабинет хута каять. Унсăр пуçне неврологи уйрăмĕнче ачасене сиплеме 5 койка хушать.
Сиплев ĕçĕсĕр пуçне Елизавета Фурашова çамрăк тухтăрсене вĕрентет. 2002 çултанпа УлПУ медицина факультетĕнчи психологи, психоневрологи тата психиатри кафедринче вăй хурать. Часах вăл УлПУ попечительсен канашĕн лауреачĕ пулса тăрать.
Елизавета Алексеевна нумай ăслăлăх ĕçĕ çырать, облаçри тухтăрсен ăслăлăх ĕçĕсен пуххи-
сенче пичетленет. Хăй ĕмĕрĕнче
вăл нумай тухтăра вĕрентсе кăларнă. Чылайăшĕ çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче неврологи уйрăмĕсене ертсе пыраççĕ, вĕсен-
чен 5-шĕ РФ тава тивĕçлĕ тухтăрĕ ятне тивĕçнĕ, 4-шĕ кандидат диссертацине хӳтĕленĕ.
Елизавета Алексеевна хăйĕн мăшăрĕпе Владимир Афанасьевичпа (вăл лор тухтăр) виçĕ ывăл çуратса çитĕнтернĕ. Асли Виктор (1946 çулта çуралнă) çар тухтăрне вĕренсе тухать. Каярах судмедэксперт курсне иртет. Нумай çул Байконурта вăй хурать. Унтан медицина службин подполковникĕ Ульяновска таврăнать, судпа медицина экперчĕн бюровĕнче ĕçлеме пуçлать. 2004 çулта унăн пурнăçĕ татăлать. Ку Елизавета Алексеевнашăн калама çук пысăк хуйхă пулать. Паян та çак çухатăвăн суранĕ сипленмест-ха унра.
Иккĕмĕш ывăлĕ Александр (1949 çулта çуралнă) хăйĕн пурнăçне спортпа çыхăнтарать. Вăл ишессипе спорт маçтăрĕн кандидачĕ. Мускавра пурăнать.
Виççĕмĕш ывăлĕ Дмитрий (1954 çулхи) та Мускавра тĕпленнĕ. Вăл та шăпине медицинăпа çыхăнтарнă. Санкт-Петербургри çар медицина академинче пĕлӳ илнĕ. Клиника ординатурине пĕтернĕ хыççăн вăл Байконурти ракета çарĕнче полк тухтăрĕнче вăй хунă. Пилĕк çул Германире тăракан совет çарĕн госпиталĕнче онкоурологра ĕçленĕ, унтан Мускаври Н.Н. Бурденко ячĕллĕ тĕп госпитале ĕçлеме куçнă. Вăл паян çар госпиталĕнчи çар консультанчĕ. РФ тава тивĕçлĕ тухтăрĕ, медицина наукисен кандидачĕ, 70 ытла ăслăлăх ĕçĕн авторĕ, медицина службин полковникĕ.
Чăннипех те мухтавлă ывăлсем
ӳстернĕ Фурашовсем.
Елизавета Алексеевна паянччен çынсене пулăшса тăрать. Хăйĕнчен вара нихăçан та ӳпкелешнине, нăйкăшнине илтмен. Мĕн чухлĕ
хура-шурă курман пулĕ вăл хăй пурнăçĕнче!.. Апла пулин те кирек хăш саманара та унăн тĕп тĕллевĕ – çынсене сиплесси.
– Çапла. Вăхăт тĕлĕнмелле хă-
вăрт шăвать. Тăхăрвунпиллĕке çитнине сисмерĕм те... Нумаях пулмасть-ха хваттерĕм ача-пăча сассипе тулличчĕ. Ывăлăмсем
ӳссе, çунат сарса килтен вĕçсе кайрĕç. Мăшăр çĕре кĕчĕ. Халĕ эпĕ пĕчченех пурăнатăп. Телее, манăн туссем нумай. Кичем ларма памаççĕ. Килти телефон вĕçĕм-
сĕр янăрать: пĕри сывлăхăмпа
кăсăкланать, тепри сывлăхĕ пирки канаш ыйтать... Ыйхă килмен чух алла сăнӳкерчĕксен альбомне тытса ларатăп. Сархайнă çырусене вулатăп та асаилӳсен авăрне путатăп. Вара çамрăклăха таврăннăнах туйăнать,– йăл кулса калаçать тухтăр.
Ахăртнех, пурнăçа юратни вăй парса тăрать пирĕн ентешĕмĕре.
Хисеплĕ Елизавета Алексеевна! Сире чаплăран та чаплă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Сума суса пархатарлă кун-çул, вăрăм ĕмĕр, юман пек çирĕп сывлăх, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал, канлĕ ватлăх сунатпăр. Сирĕн умăрта пуçăмăрсене таятпăр.
 
: 647, Хаçат: 26 (1375), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: