Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă Нагаткинти ипподромра Бега уявĕ иртрĕ.
Унта 1000 çын ытла хутшăнчĕ.
Уява ипподром хĕрринче хатĕ-рленĕ сцена çинчен Чăнлă район пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăха туса пыракан Е.А.Хайретдинова уçрĕ, пухăннисене çураки ăнăçлă вĕçленнĕ ятпа саламларĕ. Концерт программине Çĕнĕ Ульяновскран килнĕ хăна – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ З.Рейтер пуçларĕ, куракансене çепĕç юрă парнелерĕ. Çаплах хăйсен пултăрулăхне кунта тĕрлĕ халăх артисчĕсем кăтартрĕç, çав шутра çичĕ чăваш ушкăнĕ. Ачасем те курма килнисене юрласа-ташласа савăнтарчĕç. «Кала, купăс» конкурса хутшăнакансем тăххăран пулчĕç, çав шутра хĕрарăм та пур – Н.Баутина.
Шашка-шахмат, волейбол тата ытти ăмăртусем хĕрӳ иртрĕç. Кире пуканĕ йăтса Чартаклă районĕн-
чен килнĕ Е.Михайлов çĕнтерчĕ. Вăл 24 кило таякан кире пуканне 5 минутра пĕр алăпа 102 хут тĕртсе çĕклерĕ. Парне – ăшă утиял. Тутар-пушкăрт кĕрешĕвĕнче (алшăллипе) Ульяновск райо-
нĕнчен килнĕ Д.Сетнеров пурне те парăнтарчĕ. Ирĕклĕ кĕрешӳ-
ре чи вăйли А.Краснов (Аслă На-
гаткин)пулчĕ. Чăваш кĕрешĕ-
вĕнче вара А.Чугунов (Çĕнĕ Микулин ялĕ) çĕнтерчĕ. Кашни çĕнтерӳçе пĕрер така парса чысларĕç. Кĕрешӳ ăмăртăвĕсен тĕп судйи Б.Чернов пулчĕ.
Ипподромра вара лашасем хăйсем хыççăн çăра тусан хăварса çил пек ăмăртрĕç.Агапов зоотехника асăнса ирттернĕ чупура Фаянс лаша çĕнтерчĕ, чуптараканĕ – Хамбиков. Район пуçлăхĕн призне Голеотроп ятлă лашапа Сидоров çĕнсе илчĕ. Юланутçăсен хушшинче вара Çĕпрел районĕнчен килнĕ Вудс ятлă лашана çитекен пулмарĕ (юланутçи Павлов). Вĕсене пурне те укçан преми пачĕç.
 
: 162, Хаçат: 26 (1375), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: